Паянхи кунпа çыхăннă чăваш кĕввисем сахал
Чăваш эстради пĕрмаях калаçтарать. «Эпир мар тăк çынсем мĕн сÿтсе явĕччĕç-ши?» — юрăçсем хăйсен хушшинче çапла та шахвăртаççĕ. Акă вĕсен союзĕ ирттерекен концертсен афиши çинче çĕнĕ ятсемпе сăнсем каллех пăшăл пăтти пĕçермелли черетлĕ сăлтав пулса тăчĕ: унчченхисем мĕншĕн тухса кайнă? Эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçипе Алина ФЕДОРОВĂПА хăш-пĕр ыйту тавра калаçар-ха.
Халăха улталасшăн
— Алина, хамăн тĕпелте санпа тахçантанпах ларман. Пĕрмай ĕçлĕ эсĕ, вăхăт çук тетĕн. Мĕнле пурăнатăн?
— Аванах. Çанă тавăрсах ĕçлетĕп. Ĕçтешĕмсемпе пĕрле халăха çĕнĕ юрăсемпе савăнтарма тăрăшатпăр. Тепĕр чух чунра темле йывăр пулсан та малаллах талпăнатпăр.
— Юрăçăн мĕн йывăрлăхĕ пултăр? Сцена çинче саркаланса, чечек çыххи айне пулса юрла та юрла!
— Ун пекех ан кала-ха. Кашни çыннăнах профессипе çыхăннă кăсăклă ыйтусем сиксе тухаççĕ. Эпир те çав шутрах. Альбина, эсĕ пирĕн кун-çула никамран та аван пĕлетĕн, çавăнпа та манран ан тăрăхла-ха.
— Апла пулсан малтан сана хумхантаракан ыйтусене çĕклер.
— Халăх патне çĕнĕ юрăсемпе тухас тесен нумай ĕçлемелле. Сăвă хайлакан чылай, анчах ал айне лекнĕ пур сăвăпа та юрă тума май çук. Çавăнпа та сăвă суйланă чух кашни юрăçах хăй чунне выртакан, кăмăлне хĕмлентерекеннине суйлать. Итлекен чĕрине тивме пултаракан тарăн шухăшлă, туйăмлă, сăнарлă сăвă шырать. Хама илес пулсан, репертуара еплерех юрăсемпе пуянлатмаллине малтанах пĕлсе тăратăп. Кунсăр пуçне кашни сăвва хăйне уйрăм кĕвĕ кирлĕ. Вăл сăвăпа пĕрлешсен çеç илемлĕ юрă пулса тăрать. Чылай çул сцена çинче ĕçлекен юрăçсем халăх умне тăван чĕлхе саккунĕсене тивĕçтермен юрăсене кăлармаççĕ. Çамрăксем вара сцена этикине пăхăнасшăнах мар. Нумай шу-хăшласа тăмасăр пĕр кун пурăнакан юрăсене итлекен патне çитереççĕ. Анчах халăха улталаймăн. Итлекен чĕлхене пăсса çырнă сăвăллă юрăсене тÿрех асăрхать, критиклет, куçран та калать. Халăха паха юрăсемпе тивĕçтермелле. Çынсем концерта укçа парса кĕреççĕ вĕт, апла пулсан чуна тивĕçтерекен лайăх юрă ыйтма вĕсен ирĕк пур.
— Юлашки вăхăтра сан юррусем радио-телекуравпа янрасах каймаççĕ. Унта ĕçлекенсем сана юратмаççĕ пулмалла.
— Сăнарлă, тĕрĕс сасăпа юрлакан юрăсем модăран тухаççĕ пулмалла. Çамрăксем Европăпа Америка кĕвви-юрри еннелле çаврăнаççĕ. Шухăшсăр, çăмăлттай, айван, содержанисĕр, пĕр евĕрлĕ сăмахсемлĕ юрăсем чăваш эстрадине те ярса илчĕç. Сцена çинче те, радиопа та коммерциллĕ юрăсем янăраççĕ.
— Эсĕ — чăваш эстрадине аталантаракансенчен пĕри. Халăха мĕнле юрăсем кирлине аван туятăн. Тарăн шухăшлă юрăсем таврăнччăр тесен мĕн тумалла-ха?
— Альбина, тÿрех калам: каялла çул çук. Паллах, эпир ĕлĕкхи юрăсене çĕнетсе халăха тавăрса пама пултаратпăр. Сăмахран, Г.Борисов, К.Чекушкина, И.Христофоров, В.Петров, В.Гордеев, М.Семенов, З.Лисицина тата ыттисем юрланă юрăсене çĕнетме йывăр мар. Халь ун пек тума техника самаях аталаннă. Пытарар мар: сăвăçсем те сăвва «тăваткал» ăшне кĕртсе лартса çырмаççĕ, формине çăмăллăнах улăштараççĕ. Сăвăçсемпе юрăçсем пĕр шухăшлăн ĕçлени савăнтарать. Паянхи вăхăтпа тан эсĕ çеç мар, Л.Изекеева, Р.Беляева, Р. Сарпи, В.Раштав та утаççĕ. Анчах та хăш-пĕр кĕвĕ ăстисем çакна ăнланасшăн мар, пĕр вырăнта тăпăртатса тăраççĕ. Пире вара паянхи кун-çулпа çыхăннă çĕнĕ чăваш кĕввисем кирлĕ.
Пугачпа пĕрлех-и?
— Санпа туллин килĕшместĕп-ха. Ман шухăшпа, юрă тĕнчи мĕнлерех аталанасси саманаран çеç мар, юрăçсенчен те нумай килет. Куракана тарăн шухăшлă юрăсем итлеме хăнăхтармалла. Тринкки-транкки юрăсем, чăннипе каласан, йăлăхтарчĕç. Залра тĕрлĕ ÿсĕмри куракан пухăнать. Аслăраххисене те хисеплемелле. 80-мĕш çулсенче янăранă юрăсем çĕнĕрен модăна кĕреççĕ ав.
— Тепĕр хут ăнлантаратăп: вăл юрăсене хальхи юхăмпа килĕшÿллĕн çĕнетеççĕ, çавăнпа вĕсене аслисем çеç мар, çамрăксем те йышăнаççĕ. Кунта тата ĕлĕкхине аса илсе тунсăхлани те хуçаланать пулмалла.
— Тавах чăтăмлăн ăнлантарнăшăн. Эсĕ вара 30 çул каялла çырнă юррусене «арчара» усратăн-и?
— Эпĕ малтанхи юрăсене çĕнетсе попурри тума пуçларăм.
— Чылай юрăç попурри юрлама пуçланин вăрттăнлăхĕ ав мĕнре иккен!
— Пирĕн тус-тăван, ентешсем, кÿршĕсем çав юрăсене хăй вăхăтĕнче антăхса кайса итленĕ, пĕрле юрланă. Эпĕ юрланă «Кăвак куçусем», «Уйрăлу юрри», «Теме сиссе чĕре хурланчĕ» тата ытти юрă пĕрремĕш попуррире çĕнĕрен янăраса кайрĕ. «Саврăм сана сар каччă», «Çилпеле», «Чĕнет пире юрату», «Саншăнах» юрăсене иккĕмĕш попуррие кĕртрĕм. Халь виççĕмĕшне хатĕрлетĕп. Паллакансем те час-часах юрăсене çĕнетме сĕнни çапла тума хистерĕ мана.
— Тĕрĕсех. Ĕлĕкхипе пуласлăха çыхăнтаракан мелсем шырмаллах. Сан юррусем çинчен калаçса вĕçĕ-хĕррине тухаймăн. Вĕсене халăх йышăннине иккĕленместĕп. Вулакан вара юрăçăн «аялти кĕпе-тумне» силлеме юратать. Çывăх хутшăнатпăр пулсан та эсĕ еплерех пурăннине пĕлсех каймастăп.
— Иртнĕ вырсарникун Амăшĕн кунне паллă турĕç. Виçĕ çул каялла анне ăшшисĕр тăрса юлтăм. Атте эпĕ 4 çулта чухнех çĕре кĕнĕ. Анне виçĕ ачине ура çине пĕчченех тăратнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Ун сăнĕ яланах куç умĕнче. Ир тăрсан та, каç выртсан та шухăшсем ун патнех вĕçеççĕ. Уйрăмах чунра çил-тăвăл кĕрленĕ чух анне ăнланăвĕ кирлĕ. Вăл çумра чух ун ячĕпе икĕ юрă хайларăм. «Анне кунĕ» /сăвви хамăн, кĕвви халăхăн/, «Ăнлансам пире, анне» /сăвви Н.Музяковăн, кĕвви манăн/. Анне вĕсене итлесе савăнăç куççульне шăлчĕ. Çывăх çыннăма çухатсан туйăмланса кайрăм та «Тăван ял» юрă çырăнчĕ. Любовь Афанасьева юрлакан «Савнă ял» юрăпа дуэт турăмăр, халь ăна пĕрле шăрантаратпăр. Денис Пугачпа «Облака», «Эхо любви» тата ытти юрăсем юрлатпăр. Эпĕ — телейлĕ асанне. Сергей ывăлăм мана виçĕ мăнукпа çунатлантарчĕ: Даша, Аделина, Антон. Асли пĕчĕк чух манпа сцена çине тухкалатчĕ, ÿснĕçем улшăнса пырать, вăтанма пуçларĕ. Мăнуксен пу-ласлăхĕ çутă та таса пуласса шанатăп.
— Денис Пугач тенĕрен... Сана çурăм хыçĕнче «кăшлакансем» эсĕ çак çамрăк юрăçăн пуçне çĕнĕрен çавăрттарма пуçлани çинчен сăмах сараççĕ. Ара, пĕр хушă вăл сан çумран пач çухалчĕ-çке. Юлашки уйăхсенче сцена çинче çĕнĕрен пĕрле юрлама пуçланине хам та пĕрре мар куртăм.
— Дениспа эпĕ 20 ытла дуэт çырнă. Халăх вĕсене ялан ыйтать. Çакна кура ĕнтĕ сцена çинче çĕнĕрен пĕрле ĕçлетпĕр. Уявсене те пĕрлех ертсе пыратпăр. Пĕр сăмахпа, эпир каллех пĕрле...
«Эпĕ!» теменнисене илнĕ
— Ялан ĕç, ĕç, ĕç... Хăçан та пулсан вĕçленет-ши вăл? Эсĕ чылай çул общество ĕçĕнче тăрăшатăн ав. Лăпкă пурăннă çĕртенех союз йĕркелерĕн. Ку тата мĕн тума кирлĕ пулчĕ-ха сана?
— Унтанпа 12 çул çитрĕ. Ăна регистрацилеме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Пушă вăхăт, вăй-хал тупса çав йывăр лавăн тилхепине çирĕп тытса пыма тăрăшатăп. Чăнах та, çак ĕç питĕ хăйне евĕрлĕ. Кашни юрăç хăйпе хăй патша, хăйĕн патшалăхĕпе хуçаланать, унта хăйĕн саккунĕсем. Кашнин ячĕ халăхра кĕрлесе тăрать. Манăн вара пĕр ĕç тăвас тесен кашнинпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Союза эпир хамăр шутпа тытса тăратпăр. Концерт укçинчен налук тÿлетпĕр, уявсем валли парнесем туянатпăр, фестивальсен спонсорĕ пулатпăр. Кăçал «Çулталăк юрри» концерта 10-мĕш хут ирттерĕпĕр.
— Кăçал çуркунне хăш-пĕр юрăç союзран тухни хăлхана кĕчĕ. Ку ĕç мĕнпе вĕçленнине çын-çын урлă мар, санранах пĕлес килет.
— Каякана тытса чарма çук. Кашни юрăçăн хăйĕн кăмăлĕ. Никама та нихçан та ирĕксĕрлемелле мар. Пирĕнпе пĕр шухăшлă маррисене пурнăçра ырлăх-сывлăх çеç сунатăп. Артистсене те ăнланма пулать. Кашни пурăнас тесе тăрăшать. Чылайăшĕ çемьеллĕ, ачасене ура çине тăратмалла, кил хуçалăхне тытса тăмалла, кунсăр пуçне çĕнĕ юрă çырмалла, кĕпе-тум çĕлемелле. Канас та килет. Инçе çула тухма каллех нухрат кирлĕ. Союз ĕçĕ — общество ĕçĕ. Паллах, чылайăшĕ тÿлевсĕр вăй хума та хатĕр, анчах вăхăт тупаймасть. Пирĕн союза кĕрес текен сахал мар. Çамрăк ăру çĕкленчĕ, вĕсене те пулăшмалла. Çавна пулах юлашки вăхăтра аслисемпе пĕрле чылай çамрăка та союза илтĕмĕр. Пирĕн, эстрадăра тымар янисен, вĕсене çул уçса памаллах. Паянхи вăхăтра сцена çине пĕччен тухма питĕ йывăр-çке. Эпир вара çамрăксене хамăр проектпа килĕшÿллĕн концертсене явăçтаратпăр, сĕнÿсемпе профессионал шайне çĕкленме пулăшатпăр. Союз — чĕрĕ организм. Улшăнусем пулнинчен тĕлĕнмелле мар. Пулса иртнинчен вĕренмелле çеç. «Çветтуй вырăн пушă тăмасть», — теççĕ-и-ха халăхра. Хальхинче çĕнĕ юрăçсене союза илнĕ чух хам та чылайăшне сĕнтĕм. Вĕсемпе манăн пĕр ĕç тумалла вĕт. Союза «Эпĕ!» темен юрăçсене илтĕмĕр. Юрлама та пултараççĕ, сасси те пур, музыка мĕнне те пĕлеççĕ. Общество ĕçне те хастар хутшăнаççĕ.
— Çавах та музыка пĕлĕвĕ çук юрăçсене союза илсе тĕрĕс тăватăр-ши?
— Ятарлă музыка пĕлĕвĕллĕ юрăçсем пурте тенĕ пекех официаллă ĕçре тăрăшаççĕ. Ку тĕрĕсех пуль. Вĕсем патшалăх хÿттинче. Ĕç укçи илеççĕ, кĕпе-тумне бюджет укçипе çĕлесе параççĕ вĕсене. Çĕнĕ юрăсемпе те ĕçе илнĕ организациех тивĕçтерет. Эпир вара ирĕклĕ юхăмра. Хамăр пултарнă таран ĕçлетпĕр. Е тĕрĕсрех каласан, типнĕ кÿлĕри пулăсем пек çăвар карсах сывлăш çăтатпăр. Кашни утăма хамăрăн тумалла, пуриншĕн те хамăрăн тÿлемелле. Малалла вулас...
Альбина ЮРАТУ калаçнă.