Комментировать

9 Июл, 2014

Татьяна АРХИПОВА:«Олимп пьедесталĕ çине тепре хăпарас килет»

Спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Архипова /Петрова/ 2012 çулта Аслă Британире иртнĕ Олимп вăййисенче марафон турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илсе пĕтĕм çĕр-шыва савăнтарнăччĕ. Анчах та юлашки çулсенче Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ спортсменка таçта «çухалчĕ». Сăлтавĕ те пур паллах - вăл декрет отпускĕнче. Хусанта пурăнать. Çапах та çак кунсенче паллă марафонçă манпа курса калаçма вăхăт тупрĕ.

- Татьяна, паян мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăн?

- Вăхăта ытларах ачапа ирттеретĕп. Ывăлăм Павел çулталăк кăна тултарать-ха. Ăна тимлĕх кирлĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчен тренировкăсене çÿреме пуçларăм. Кăçал акă Бостонра иртнĕ пĕтĕм тĕнче ăмăртăвне те хутшăнтăм, кăтарту япăхах мар - 13-мĕш вырăн. Халĕ тепĕр турнира хатĕрленетĕп, 2016 çулхи Олимп вăййисене хутшăнас тĕллевлĕ. Паллах, каннă хыççăн йывăртарах. Аса илетĕп те тĕлĕнетĕп: Олимпиадăра мĕнле чупрăм-ши, виççĕмĕш тухма епле пултартăм-ши?

- 2012 çулхи Олимпиада асрах пулĕ.

- Çапла. Паянхи кун та ун чухнехи хавхаланупа пурăнатăп. Видеопа ăмăрту саманчĕсене час-час пăхатăп, хамăн çитменлĕхĕмсене тишкеретĕп. Тăван район делегацийĕ Мускавра юрă-ташăпа кĕтсе илни кĕтменлĕх пулчĕ, каярах вĕсем Вăрмарта уяв йĕркелерĕç. Тăван ялта ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пысăк тав вĕсене! Темиçе наградăна тивĕçрĕм. /РФ Правительстви «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕсемпе, РФ Спорт министерстви «Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ», тăван тăрăхра «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятсемпе чысланă. - А.М./. Çав самантсем халĕ те куç умĕнчех. Бронза медаль маншăн ылтăнпа танах. Тата та пысăкрах çитĕнÿсем тăвас килет.

Татьяна Архипова тата Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин.

- Эсĕ ача чухнех спортсмен пулма ĕмĕтленнĕ-и?

- Лапталла вылянă чухне аслăрах ачасем эсĕ питĕ хытă чупатăн, спортсмен пулатăнах пулĕ тетчĕç те тĕлĕнеттĕм: кам-ха вăл? Чăн та, пĕчĕклех спортпа туслă пулнă, физкультура урокĕсенче те эпĕ пуринчен те хастартарахчĕ. Карăкçырминчен Пысăк Енккасси шкулне 8 çухрăм утни те пулăшрĕ пулĕ. Пĕр класра вĕренекен Лариса Александровăпа ялан пĕрле чупаттăмăр. Пирĕн вĕрентекен Юрий Порфирьевич пире яланах районти ăмăртусене илсе çÿретчĕ, каярах республикăри турнирсене хутшăнма пуçларăм. «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ эстафетăран ялан медальпе таврăнаттăм - çавăнпа çак ăмăртусем асран тухмаççĕ. Аннен йăмăкĕсем çамрăк чухне спортпа туслă пулнă, çавсене хывнă теççĕ мана.

- Эсĕ Олимп чемпионкин Валентина Егоровăн тата ытти паллă спортсменăн тренерĕ Михаил Кузнецов патĕнче ăсталăха туптатăн. Унпа хăçан паллашрăн?

- Михаил Павловича пĕрремĕш хут 1998 çулта Çĕрпÿре иртнĕ ăмăртура тĕл пултăм. Эпĕ ун чухне турнирта çĕнтернĕччĕ, çавăнпа вăл мана асăрханă пулĕ. Шупашкара кайсан каллех унпа курса калаçнăччĕ. Вăл мана Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕме сĕнчĕ. Михаил Кузнецов - çирĕп ыйтакан тренер, пултаруллă педагог. Хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Вăл маншăн иккĕмĕш атте пекех. Валентина Егорова та аслă аппа пекех, унран тĕслĕх илетĕп, ун пек пулма тăрăшатăп. Эпĕ те тĕнчери чи вăйлă атлетсемпе ăмăртрăм, вăл та Африка спортсменĕсене парăнтарма пултарчĕ.

- Пĕрремĕш Олимпиадăра тăваттăмĕш кăтартупа палăртăн. Чи кÿренÿлли теççĕ ун пирки.

- Кашни спортсменăн тĕллевĕ - Олимп тÿпине хăпарасси. Эпĕ те Раççей, Европа ăмăртăвĕсенче мала тухсан унта каясси çинчен шухăшлаттăм. Олимпиадăна хутшăнни те пысăк çитĕнÿ. Пирвайхи Олимпиадăра, чăн та, пьедестал çине хăпарма пĕр утăм кăна çитмерĕ. Пĕрремĕш хут хутшăннăран малта пуласси çинчен ĕмĕтленмен. Хама кăтартас килетчĕ. Чупнă чухне ыттисенчен юлас марччĕ, ята ярас марччĕ теттĕм.

- Марафон - спортăн чи йывăр тĕсĕсенчен пĕри. 42 километрлă дистанцие епле парăнтартăн?

- Çăмăл мар паллах. Малтанлăха хам та шикленеттĕм. Организма хăнăхтарма тытăнсан, ăмăртусене хутшăнма пуçласан хăнăхрăм. Çамрăк чухне кĕске дистанцисенче тупăшнă, чăрмавсем урлă чупас енĕпе ăсталăха туптанă. Каярах Михаил Павлович марафон чупма сĕнчĕ. Телее, ăнăçрĕ: пĕтĕм тĕнче марафонĕсенче малти вырăнсене йышăнтăм.

- Сирĕн çемьере пурте спортсмен тесен те йăнăш пулмĕ...

- Мăшăрăм, Василий Архипов, ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Вăл пирĕн профессин ансат мар уйрăмлăхĕсене пĕлет, çавăнпа килте ăнланулăх, килĕшÿлĕх хуçаланать. Унăн ашшĕпе амăшĕ Юрий Порфирьевичпа Галина Ивановна - физкультура учителĕсем, пиччĕшĕ Евгений - боксер. Упăшкам ывăла та спортпа туслаштарасшăн, çирĕп те паттăр пултăр тет вăл.

 

Татьяна Архиповăн çитĕнĕвĕсем:

  • 2003 çул - Чăваш Ен чемпионки тата çĕр-шыв ăмăртăвĕн кĕмĕл призерĕ, 5000 м;
  • 2005 çул - Раççей тата Европа ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи, 10000 м;
  • 2006 çул - Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, 3000 м чăрмавсем урлă чупасси;
  • 2007 çул - тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ /Осако/, 3000 м чăрмавсем урлă чупасси;
  • 2009 çул - Пĕтĕм тĕнче марафонĕн çĕнтерÿçи /Лос-Анджелес/;
  • 2011 çул - Пĕтĕм тĕнче марафонĕн бронза призерĕ /Токио/;
  • 2012 çул - Олимп вăййисен бронза призерĕ /Лондон, марафон/.

 

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.