Комментировать

26 Ноя, 2019

Çывăх çынсене ялан пулăшмалла

≤…≥ Пушă вăхăта вăрманта ирттерме кăмăллатăп. Пĕчченех çÿретĕп. Кăмпа-çырла тататăп та кăмăл-туйăм çĕкленет. Кăçалхи çурлан 16-мĕшĕнче те пĕчченех кайрăм. Радиопа аслатиллĕ çумăр пуласси пирки асăрхаттарчĕç-ха. Ытти чухне кун пек каланине илтсен çула тухакан марччĕ. Хальхинче тем туртрĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Янсакассинчи сада çитрĕм, хĕртсе хĕвел пăхать, кăмпа нумай. Лайăх кăмăлпа шăмă завочĕ еннелле утатăп та утатăп. Сасартăк Шупашкар енчен пĕлĕтсем кăвакарса килнине асăрхарăм. Унччен те пулмарĕ аслати авăтма, çиçĕм çиçме пуçларĕ. Яланхиллех Турăпа калаçатăп, хура пĕлĕтсене сирсе яма ыйтатăп. Чăнах та, вĕсем Çĕрпÿ еннелле пăрăнса кайрĕç. Эпĕ те ял еннелле васкаса утма пикентĕм. Тавралăх тĕттĕмленсе ларчĕ, витререн тăкнă пек çумăр çăвать.
Сад хĕррине çитнĕ çĕре çумăр кăштах чарăнчĕ. Аслă çул çине тухса ĕлкĕреймерĕм, каллех тавралăха хăрушă кăвак пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç. Аслати шатăртатать. Кĕлĕ вуласа, хĕрес хывса тăратăп. Сасартăк кăкăр çинче çакăнса тăракан турăш патĕнчех çиçĕм йăлт турĕ. Пĕтес кунăм çакă пулатчĕ-тĕр. Турă сыхласа хăварчĕ-ши? Малалла чупсах кайрăм. Янсакассине çитсен ял хĕрринчи пĕрремĕш çурта шаккарăм. Сасă паракан пулмарĕ. Иккĕмĕшĕнче те уçса кĕртмерĕç, çăлăнăç тупăнмарĕ. Чарăну еннелле чупрăм вара. Унта нумай тăма тивмерĕ. Часах автобус килчĕ, хаштах сывласа ятăм. Тулли верси…

www.hypar.ru

Анна ПЕТРОВА.
Шупашкар хули.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.