Елчĕк хĕрĕ, Элĕк кинĕ…
Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнăскер çак тăрăхри ытти çамрăк пекех чăнкă пулнă вăл. Профессине те чăнкисен хушшинче суйласа илнĕ хĕр — çар çынни уншăн шăпах çавăн пек туйăннă. Форма, пакунсем… Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тениех çыхăну техникумне илсе çитернĕ, связист вырăнне вăл çарта кăна курнă. Анчах темиçе уйăхранах… çак професси хăйĕн чуншĕн ют пулнине туйса илнĕ. Вĕренме пăрахнă. Ача садне ĕçлеме вырнаçнă. Кунта вара медсестра ĕçĕпе киленнĕ. Йăваш кăмăллă, çепĕç сасăллă хĕрарăм пикешĕн тĕслĕх вырăнне пулса тăнă ахăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче ăна курах медицинăна суйласа илнĕшĕн паян та пĕрре те ÿкĕнмест Елчĕк хĕрĕ. Чиртен сыватасси, çынна пулăшасси унăн чун-чĕринех кĕрсе вырнаçнă.
Çамрăк чĕре юратушăн тунсăхлать. Асамлă çак туйăм тыткăнне лекнĕ чух Светлана Чĕмпĕрти медицина училищин студентки пулнă ĕнтĕ. Канмалли кунсенче Шупашкарта Элĕк район каччипе Владиславпа тĕл пулни ĕмĕрлĕх туслăха куçса сÿнми юратăва çаврăннă. Туйăмсем ытла та хĕрÿ пулнă курăнать — çамрăксем хĕр диплом илсе ĕлкĕричченех çемье чăмăртанă та каччăн тăван тă-рăхĕнче тĕпленнĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни мăшăра пур йывăрлăха парăнтарма пулăшнă. Светлана, ĕнтĕ ун ячĕ çумне Петровна хушăннă, училищĕрен вĕренсе тухнă, районти тĕп больницăра ĕçлеме пуçланă. Çул уçăлсах пынă — кĕçех хăйсем тĕпленнĕ Тавăт ялĕнче амбулаторире вырăн пушаннă. Каярахпа вара Светлана Петровна çак ялти ача садне куçнă, хăй тахçан-тахçан шăпăрлансене сиплекен медсестра пекех тăрăшсах ĕçе пикеннĕ.
— Кам пулчĕ-ке ку? — Светлана Петровна тата ун çемйи çинчен ытларах пĕлес тĕллевпе теле-фонпа шăнкăравласан кăмăллă сасă тата чуна çывăх «ке» илтĕнсе кайрĕ.
Чим-ха, Елчĕк хĕрĕн калаçăвĕ те улшăннă-им?
— Халĕ мана хамăр тăрăхра «йышăнмаççĕ», пирĕн пек калаçмастăн теççĕ, — кулать вăл. — Ара, мăшăрпа унăн тăванĕсем, ял-йыш туххăмрах хăйсем майлă çавăрчĕç. Çыннисем кăмăллă ку тăрăхра, ĕçчен. Çапах та малтанхи вăхăтра тĕлĕнеттĕм. Пирĕн патра ун чухнех мĕн тери капмар çуртсем тÿпенелле кармашатчĕç, кунта вара — пĕчĕк пÿртсем… Чăн та, манăн хунямапа хуняçан хуçалăхне ун чухнех тиркемелли çукчĕ, çуртне кирпĕчрен çĕкленĕччĕ, тулăх пурăнатчĕç. Манăн вара вĕсене юрамалли кăна юлчĕ. Халĕ кунта та йăлт улшăнчĕ. Тавăт тăрăхĕнче ăмăртса тенĕ пек çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, пĕри тепринчен чаплăрах. Ял малтанхинчен татах та сарăлчĕ, çĕнĕ урамсем йĕркеленчĕç.
Владислав Афанасьевичпа Светлана Петровна та чăваш йăлипе уйрăлса тухса хăйсене ятăн йăва çавăрнă. Çав вăхăтра шăпах пушшех те нумаййăн çурт çĕкленĕ-мĕн Тавăтра. Çавăнпа патшалăх пулăшăвĕпе те питех усă курайман Никитинсем. Хăйсен вăйĕпех кермен пек кĕтес майланă ÿссе пыракан ачисем валли. Вĕсем вара нумай та мар, сахал та мар — тăватă ачана кун çути кăтартса ура çине тăма пулăшать тăрăшуллă мăшăр. Асли Екатерина хăй те амăшĕ ятне илтме ĕлкĕрнĕ. Эдуард амăшĕн тепĕр ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ — çар институтĕнче ăс пухать. Никита вара, кăçал шкулпа сыв пуллашма хатĕрленекенскр, малашлăха палăртать кăна-ха. Чи кĕçĕнни, пĕрремĕш класа çÿрекен Эмилия, çемьери пур юратăва, ачашлăха пуçтарса тăрать ахăртнех.
Тăватă пепкене кун çути кăтартма, тен, шиклентерет те пулĕ. Телее, Никитин-аслисем ачи-пăчишĕн халĕ те чăн-чăн тĕрек. Афанасий Трофимовичпа Зоя Яковлевна, 80 çул урлă каçнăскерсем, ĕне усрама та нумай пулмасть кăна пăрахнă-ха. Ĕçе хăнăхнăскерсем, ытла кичем пуласран, чăх-чĕп тытаççĕ халĕ. Ачи-пăчин юратăвне, тимлĕхне пула хăйсене чиперех туяççĕ аслисем.
Тĕлĕнмелле тепĕр ен пур çак кил-йышăн — вĕсемшĕн Элĕк тата Елчĕк районĕсемсĕр пуçне тĕнчере урăх нимĕн те çук тейĕн. Светлана Петровна акă, Елчĕк хĕрĕ, Элĕке качча тухнă. Никитинсен хĕрĕ вара çемье çавăрма Елчĕк каччине суйланă. Светлана Петровна йăмăкĕ Элĕк каччипе пĕрлешсе Елчĕк тăрăхĕнче тĕпленнĕ… Малалла вулас...
Рита АРТИ.