Комментировать

22 Ноя, 2019

Кунне виçĕ хутчен кĕпе улăштарса тăхăнать

101 çулти кинемей мар, мода кăтартакан пике тейĕн

Хапха уçса кĕрсенех кирлĕ çынпа тĕл пултăм эпĕ. Тĕлĕннине пытармасăр икĕ туяпа картишре ĕне хăвалакан кинемее сывлăх сунтăм. «Кĕр, кĕр», — ăшшăн калаçса пÿрте иртме сĕнчĕ. Çапла паллашрăм Шупашкар районĕнчи Мамка ялĕнче кун кунлакан 101 çулти Зоя Морозовăпа.

Çĕрĕпе — сухара

Çак районти Шайкилтре çуралса çитĕннĕскер «ватă хĕр» ята илтсен çеç çемье çавăрнă. Телейлĕ ачалăхпа савăнма шăпа пÿрмен Зойăна. Нушине сахал мар тÿссе ирттернĕ. Амăшĕ чире пула çĕре кĕнĕрен хĕр пĕрчи 11 çултах çурма тăлăха юлнă. Ашшĕ виçĕ пепкене пĕччен çитĕнтерес темен — Атайкассинчи пĕр хĕрарăма качча илсе вăл ачисемшĕн амăшĕ пулса тăрасса шаннă. Анчах... Тăван мар ачисене, уйрăмах Зойăна, амаçури амăшĕ шутсăр хытă кÿрентернĕ. Хĕнемесĕр, алă çĕклемесĕр пĕр кун та иртмен.
«Атте çав хĕрарăмпа ухмаха ерчĕ, пире мĕн таран хĕнеттермерĕ пуль, ăна пула аттерен мĕн чухлĕ патак çимерĕмĕр-ши? Аппа качча кайрĕ те мăшăрĕпе пурăнчĕ, пире вара Илле шăллăмпа аванах лекрĕ хаяр хĕрарăмран. Аттене пирĕн пирки элеклесе, суйса япăххине каласа кăтартса хĕнеме вĕслететчĕ. Атте унăн сăмахĕнчен иртмен. Шăллăм кĕçĕнрех пулин те çĕлен евĕр чашкăракан амаçури патакĕнчен хÿтĕлеме тăратчĕ. Килте патша майри пек çÿрекенскер апат-çимĕçе пытарса усратчĕ, юри выçăпа нушалантаратчĕ. Пĕррехинче ăна пула атте мана алă пăчкипе çав тери хытă хĕнерĕ. Халь ачасене çапса пăх-ха! «Тĕнчене патак тытса тăрать», — тетчĕ атте», — иртнине аса илнĕ май куççульленсемĕр чăтаймарĕ Зоя Даниловна. — Мĕн тĕрлĕ нуша куртăм та — çак таранччен пурăнасси пирки кам шухăшланă? Халĕ пурнăç лайăх, кинпе ывăл ăмсанмалла лайăх пăхаççĕ. Тутлă апат çителĕклĕ, пÿрт-çурт ăшă. Çакнашкал пурнăç пирки ĕмĕтленме пултарайман эпĕ».
Амаçури амăшĕ çав тери çирĕп тытнăран Зоя хĕр пĕвне кĕрсен тус-тантăшĕпе вăййа та тухайман. Ара, кам ирĕк панă? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан 19-ти шăллĕне макăра-макăра фронта... ăсатнă. Юлашки çул пек килсе тухнă вăл — Илле юнлă тыткăнран чĕрĕ-сывă тухса киле таврăнайман. Хурлăхлă хыпара Зоя çирĕппĕн йышăннă. Вăхăт иртнĕçем чунĕ те хытнă пулĕ унăн. Амаçури кÿрентернине шăл çыртса чăтнăскер йăлтах куççуль кăлармасăр ирттерсе яма вĕреннĕ. Ăçта унта качча каясси пирки шухăшлама? Тĕрĕссипе, лару-тăрăвĕ çавнашкал килсе тухнă — вăрçă пуçлансан хĕр килĕштернĕ йĕкĕт тăшманпа кĕрешме кайнă та пуç хунă.
Юн тăкан самана хуçаланнă тапхăрта Зоя Морозова ял хуçалăх техникин рулĕ умне ларнă — ятарлă курсра тракторпа çÿреме вĕреннĕ. «Вăй питти арçынсем çукран мĕн пур ĕç хĕр-хĕрарăм çине тиенчĕ. Эпĕ ака-суха тăваттăм. Трактор чăхăмласан та хамăрах юсаттăмăр. Кама кĕтмелле тата? 200 килограмм таякан коленвала хĕр туспа çĕклесе улăштарнине астăватăп. Малтан виçĕ урапаллă тракторпа ĕçлерĕм. Каярахпа тăватă кустăрмалли çине куçрăм. Вăрçă вăхăтĕччен ялта трактор пулман, йăлтах лашапа ĕçленĕ. Çĕрĕпе суха тăваттăмăр! Пĕррехинче каçхине хурçă ут тем кутăнлашма тытăнчĕ, чăхăмларĕ. Трактор айне кĕрсе кайрăм. Унччен те пулмарĕ — пуçа çĕклерĕм те кашкăр тăра парать. Мана кĕтет ĕнтĕ, тапăнасшăн. Мăлатукпа тимĕре хыттăн шаккама пуçларăм. Тепĕртакран кашаман пăрăнса утрĕ — тимĕр янăравĕ килĕшмерĕ пулĕ. Ун чухне кашкăр таврара сахал марччĕ. Саккунĕ те çирĕп пулнă-ха та... Пĕр кун ĕçе тухайманшăн виçĕ уйăхлăха тĕрмене хупма пултаратчĕç. Никам та кахалланман, пурте çĕнтерÿшĕн пилĕк авнă», — сăмах çăмхине сÿтрĕ хисеплĕ ватă. Сăр юхан шывĕ хĕрринче тăшман танкĕсене тытса чармалли 3-4 метр тарăнăш тата сарлакăш канавсем чавма та янă Зойăна.

Тирпее мала хурать

Уй-хирте тар тăкма та, алсиш-нуски çыхса фронта ăсатма та ĕлкĕрнĕ правур пике. Пуринпе тан тăрăшнă. Тен, хăшĕ-пĕринчен ирттернĕ те? Ашшĕне Данил Федоровича пуян çын вырăнне хунă таврара. Зойăсен çемйи ĕçченлĕхпе палăрнă, ытлă-çитлĕ пурăнассишĕн тăрăшнă. Лашасем, вăкăрсем, тыр-пулпа тулли ампарсем пулнă вĕсен. Колхозсем йĕркелеме пуçласан ашшĕ пилĕк авса пухнă пурлăха юта пама хирĕçленĕ, çавăнпа кулак тесе айăпланă ăна. Ампарне, выльăх-чĕрлĕхе туртса илнĕ. Çурчĕ те ыттисенчен чаплăрах пулнă. Сăмах май, вăл паянчченех упранса юлнă, унта çынсем пурăнаççĕ. «Ах, вăл çурт пирки калаçас килмест, питĕ кÿренмелле пулса тухрĕ-çке. Эпĕ çуралса çитĕннĕ унта, ăна амаçури ют çынсем çине çыртарчĕ...» — чунне уçрĕ Зоя аппа. 28 çула çитсен вăл вăрçăран аманса таврăннă, Ишлейри çăкăр пĕçерекен заводра тăрăшакан Сергейпе çемье çавăрнă. Амаçури вара хайхи çурта çамрăк мăшăра парасшăн пулманран ăна та, мĕн пур пурлăхне те ют çынсен ячĕпе çыртарнă, пĕр çемьене пурăнма кĕртнĕ. Зойăпа Сергейăн ачисем кун çути курсан хĕрарăм ашшĕ патне кайса: «Атте, манăн тăватă ача, пĕрне çак пÿрте ма памастăн?» — тесе ыйтнă. Амаçури амăшĕ çавах ирĕк паман, хăй шухăшĕнчен пăрăнман. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.