Комментировать

22 Ноя, 2019

«Мана никам тупайман ялта ĕçлетĕп»

ЧР Наци библиотекинче кун пек аншлаг тахçанах пулман. Акт залĕ лăк тулчĕ. Коридорта тăракансем уçă алăкран сценăна тинкерчĕç. Захар Прилепин çыравçа хисеплеççĕ, вулаççĕ, унăн шухăшне итлеççĕ. Пухăннисен хушшинче — ватти те, вĕтти те.

Эсир Раççей телеканалĕсенче тĕрлĕ кăларăм хатĕрлетĕр. Сирĕн пултарулăха кăмăллакансем шикленеççĕ: «Прилепин текех çырмасть», — теççĕ. Кĕнеке çырма пăрахса телекурава куçасшăн мар пулĕ те?
— Чи малтанах эпĕ — çыравçă. НТВ телеканалта «Уроки русского» кăларăма ертсе пыратăп. Мухтанас килмест те, анчах унăн рейтингĕ пысăк. Манăн кăларăмпа пĕр вăхăтра Пĕрремĕш канал Иван Ургант передачине кăтартать. Ургант пурне те култарать, эпĕ шухăшлаттаратăп. Кăларăмра çĕклекен ыйтусем çĕршыв пуласлăхне пырса тивеççĕ. Манăн чун киленĕçĕ тата пур: эпĕ артист, хăш чухне фильмсенче те ÿкерĕнетĕп.
Пирĕн вулакансене хушма ят вăрттăнлăхне уçатăр-и?
— Поспорт тăрăх эпĕ — Евгений Николаевич Прилепин. Пĕрремĕш кĕнекене 30 çулта çыртăм та «Захар Прилепин» тесе алă пусрăм. Аслă асатте — Захар Петрович Прилепин. Атте — Николай, анчах ăна пурте «Захар» тесе чĕнетчĕç. Çакă ача асĕнче çырăнса юлнă-тăр. Хĕсметре тăнă чухне те позывной «Захар» пулчĕ. Захар Прилепин кĕнеки пичетленчĕ. Вăл вулакан кăмăлне кайнăран преми парса чысларĕç, Францие чĕнчĕç. Ют çĕршыва пĕрремĕш хут çитсе куртăм. Çул çÿревре вулакансемпе тĕл пулса калаçрăм. Хавхаланнипех часах иккĕмĕш кĕнекене вĕçлерĕм. Чăн ята палăртсан мана никам та палламассине ăнлантăм. Ăна «Захар Прилепин» тесе палăртрăм. Ят çыпăçрĕ, хăш-пĕр тĕлпулура Захар Николаевич тесе паллаштараççĕ. Эпĕ кÿренместĕп.
Рецензентсем сирĕн кĕнекесене тĕплĕ тишкереççĕ, классиксен чĕлхипе çырнăшăн мухтаççĕ.
— Эпĕ Рязань облаçĕнчи Ильинка салинче çуралса ÿсрĕм. Пÿрт стени çинче пĕртен-пĕр портрет çакăнса тăратчĕ. Унта вырăс поэчĕ Сергей Есенин сăнланнăччĕ. Мĕн ачаранпах унăн поэмисене пăхмасăр калама вĕрентĕм. Кирек хăш йĕркерен малалла пăхмасăр вулаттăм. Хĕрĕх çул тултарас умĕн Сергей Есенин биографине çутатса кĕнеке кăларма шут тытрăм. Унăн кашни куннех çырса кăтартма тĕллев лартрăм. Поэт пурнăçне пурăнса ирттернĕн туйăнчĕ. Сергей Александрович ăслă пулнă, çĕршыври улшăнăва курса лару-тăрăва тишкернĕ.
Эсир таçта та ĕлкĕретĕр. Романсене ăçта тата хăçан çыратăр?
— Брянск облаçĕнче Верхи ятлă ял пур. Вăрман варринче вырнаçнăскерте православи тĕнне йышăнман хресченсем тарса пурăннă. Унта халĕ те интернетпа телефон çыхăнăвĕ çук. Çав ялти пысăках мар çуртра çыратăп. Ĕçленĕ вăхăтра никам та ман пата шăнкăравласа çитереймест. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.