Комментировать

21 Ноя, 2019

Чăваш Енре те «Сириус» евĕр центр уçăлĕ

Паянхи ачасемпе çамрăксенчен тĕлĕнесси çеç юлать. Мĕнле ăслă вĕсем! Пĕлĕве аталантарма вара пур услови те пур, кахалланмалла мар кăна. «Вĕренÿ пĕр вырăнта тăмасть. Пĕлÿ памалли мелсем улшăнаççĕ, çĕнĕ технологисем аталанаççĕ. Çул çитмен ачасем ул-шăннă тесе ахальтен каламаççĕ. Вĕсене «Z» ăрăвĕ теççĕ. Ачасем компьютерпа, гаджетпа çăмăллăнах усă кураççĕ», — терĕ ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов. Унпа республикăри вĕренÿ тытăмĕ тавра калаçрăмăр.

— Сергей Владимирович, эсир Рязань облаçĕнче çуралнă. Аслă пĕлĕве Чăваш Енре илнĕ. Кунта мĕнле лекрĕр?
— Манăн анне — чăваш, атте — вырăс. 1966 çулта Чăваш Республикине куçса килтĕмĕр. Эпĕ Шупашкарти 20-мĕш шкулта вĕрентĕм, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра аслă пĕлÿ илтĕм. Ун хыççăн Канаш районĕнчи ял шкулĕнче физика учителĕнче ĕçлерĕм. Пĕр вăхăт директор çумĕ те, директор та пултăм.
Нумаях пулмасть ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пуканне йышăнтăр. Маларах министрăн çумĕ, пĕрремĕш çумĕ пултăр. Çĕнĕ должноçа йышăнсан мĕнле тĕллевсем лартрăр?
— Çĕнĕ должноçра нумаях ĕçлеместĕп, 1 çул кăна. Çакна палăртатăп: РФ Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнчи хушăвĕсенче пурнăç пахалăхне ÿстересси çинчен каланă. Раççейĕн вĕренÿ енĕпе чи лайăх 10 çĕршыв йышне кĕмелле. РФ Президенчĕ, ЧР Пуçлăхĕ вĕренÿ пахалăхне ÿстерме тĕллев лартнă май пирĕн министерство çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать.
«Вĕренÿ» наци проекчĕ пирки калаçар. Чăваш Ен 10 федераци проектне хутшăнать, вĕсенчен 8-ăшне регион шайĕнче йышăннă. Проектпа килĕшÿллĕн республикăра «малта пыракан» професси пĕлĕвĕ паракан центрсем хута каймалла. Мĕнле центрсем вĕсем?
— Çак центрсенче паянхи кун ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене алла илме май пулĕ. Раççейре 2024 çул тĕлне унашкал 100 центр пулмалла. 2021 çулта Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче пĕр центр хута каймалла. Професси вĕрентĕвĕн тытăмĕнчи тĕп тĕллев — ĕç рынокĕнче кирлĕ кадрсене хатĕрлесси. Юлашки çулсенче ку енĕпе чылай улшăну пулчĕ. 2012 çулта Раççейре «Ворлдскиллс» юхăм аталанма тытăнчĕ, «Çамрăк профессионалсем» наци чемпионачĕ иртет. Ку енĕпе пирĕн республика — малти регионсен йышĕнче, çамрăксем тĕнче чемпионачĕсене те хутшăнаççĕ. Кăçал, сăмахран, Хусанта иртнĕ тĕнче ăмăртăвĕнче Чăваш Ен чысне Евгений Краснов хÿтĕлерĕ, профессионализмшăн медале тивĕçрĕ.
Республикăра професси вĕрентĕвне аталантарма юлашки çулсенче 7 миллиард тенке яхăн уйăрнине те каламалла. Колледж- техникумсем абитуриентсене илĕртес енĕпе хастар ĕçлеççĕ.
Республикăра пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса палăртас, аталантарас енĕпе «Эткер» центр ĕçлеме тытăнĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарсамăр.
— Çак центр Раççейĕпе паллă «Сириус» центр евĕр пулĕ. Ăна кăçал уçасшăн. Центра хута яма федераци бюджетĕнчен 213,6 миллион тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен — 2,1 млн тенкĕ. Унсăр пуçне республика 2019-2020 çулсенче тата 300 млн тенкĕ уйăрĕ. Ачасем наука, искусство енĕпе пĕлĕвне ÿстерме, спортра аталанма пултарĕç. Пĕрремĕш çулхине профильлĕ сменăсене 500-е яхăн ача хутшăнма пултарать. Пултаруллă ачасемпе ĕçлеме «Сириус» центрта ăсталăхне туптанă педагогсене явăçтарăпăр. «Эткер» республикăри вĕрентÿ пахалăхне тата ытларах ÿстерме пулăшĕ тесе шутлатăп.
Эсир лайăх пĕлетĕр: учитель ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, питĕ яваплă. Чăваш Енре вĕрентекенсем çителĕклĕ-и?
— Ку енĕпе эпир кашни çулах мониторинг ирттеретпĕр. Учительсем яланах çитмеççĕ. Сăмахран, иртнĕ вĕренÿ çул вĕçĕнче шкулсенче 300- е яхăн ваканси пулнă. Вĕсене хупма аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене ĕçе явăçтарнă. Унсăр пуçне хăш-пĕр педагог темиçе предмет вĕрентме пултарать.
2020 çулта Раççейре «Земство учителĕ» программа вăй илет. Унăн тĕп тĕллевĕ — вĕрентекенсене яла илĕртесси. Мĕн кĕтетĕр çак çĕнĕлĕхрен? Сăмах май, республикăра педагогсене хавхалантармалли мĕнле майсем пур?
— «Земство учителĕ» программа 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче пуçланать. Ял, поселок, 50 пин çын таран пурăнакан хуласенчи шкулсене ĕçе вырнаçакан педагогсене 1 миллион тенкĕ параççĕ. Программăна 55 çул тултарман учительсен хутшăнма май пур. Урăх регионсенчи вĕрентекенсем те Чăваш Ене килееççĕ. Программăпа килĕшÿллĕн вĕрентекенĕн ялти шкулта 5 çул ĕçлемелле. Программăна хутшăнас тесен вĕренÿ организацийĕнчи вакантлă должноçа йышăнма заявка памалла, кирлĕ документсем тăратмалла. Вĕсене кăрлачăн 10-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Программăна хутшăнма конкурс витĕр тухмалла. Халĕ учительсене суйламалли йĕркене çирĕплететпĕр. Ку программа ялсенчи лару-тăрăва улăштарасса, шкулсене ют чĕлхе, математика, физика тата ытти предмет учителĕсем килессе шанас килет.
Республикăра педагогсене хавхалантармалли мелсем сахал мар. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ учительсене преми параççĕ. 2016 çултанпа ăна 190 вĕрентекен тивĕçнĕ. Çулсерен иртекен конкурсра чи лайăх 30 педагога палăртаççĕ, вĕсене 20-шер пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ.
Учительсене кăна мар, шкул пĕтерекенсене те хавхалантарма тăрăшатăр. Шкулпа сыв пуллашакансене хамăр республикăри аслă шкулсенех илĕртес енĕпе хастар ĕçлет министерство. Акă физикăпа, математикăпа патшалăх экзаменĕнче пысăк балл пухнисене ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине параççĕ. Унашкал майсем çамрăксене илĕртме пулăшаççĕ-и?
— Çак предметсемпе 70-тен ытларах балл пухнисене пĕрремĕш курсра уйăхсерен 2 пин тенкĕ сти-пенди хушса тÿлеççĕ. Юлашки çулсенче ăна 190 çамрăк тивĕçнĕ. Аслă пĕлÿ паракан заведенисем вăтам шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, проектсем шухăшласа кăлараççĕ. Шкул пĕтерекенсене хăйсем патне илĕртеççĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерме хушу алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 2020 çулта вĕренÿ организацийĕсен пурлăх базине çирĕплетме 1,2 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çав шутра — шкулсенче, ача сачĕсенче, лагерьсенче тĕплĕ юсав ирттерме те. Хăш вĕренÿ учрежденийĕсене чи малтан юсаса çĕнетĕç?
— Чи малтан 50 е ытларах процент таран кивелнĕ шкулсене, ача сачĕсене юсама палăртнă. Респу-бликăра унашкал шкулсем 100-е яхăн. Çитес çул 50-60 пĕлÿ çуртне, 40-50 ача садне юсĕç. Ачасен çуллахи канăвĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăра муниципалитет шайĕнче 9 ача-пăча лагерĕ пур. Унти условисене лайăхлатмашкăн 90 миллион тенкĕ уйăрĕç. Унсăр пуçне пуçламăш классенче вĕренекенсене çĕнĕ сĕтел- пуканпа тивĕçтерме 200 миллион тенкĕ уйăрнă.
Кăçал Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнчи шкулăн пĕр пайĕ, тăрри ишĕлнĕччĕ. Ăна юсаса çĕнетме палăртнă-и?
— Ку пăтăрмах кăçалхи пуш уйăхĕнче пулнăччĕ. Экспертиза ирттернĕ хыççăн шкула юсаса çĕнетме май çуккине палăртнă. Вăл тек ĕçлемĕ. Халĕ унта вĕреннĕ ачасем кÿршĕ ялсенчи шкулсенче ăс пухаççĕ.
Юлашки вăхăтра ют чĕлхе предмечĕпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕ пуласси пирки нумай калаçаççĕ. Кун пирки мĕн шухăшлатăр?
— Кун пирки, чăнах та, нумай калаçу пырать. Тен, 2022 çултан пуçласа шкул ачисен ют чĕлхепе те экзамен тытма тивĕ, акăлчан, нимĕç, француз, испан, китай чĕлхипе пĕлĕве тĕрĕслеме май пулĕ. Ăна икĕ майпа тытма пулать. Аттестат илес тесен ачан тĕп экзамена çеç тытмалла. Чĕлхене тарăннăн вĕренекенсем валли — уйрăм тĕрĕслев. Ют чĕлхесен предметне суйланисен экзаменра лайăх кăтартусем пулнине те палăртам. Кăçал республикăри 522 ача акăлчан чĕлхипе пĕлĕвне тĕрĕслерĕ, вăтамран 77,4 балл пухнă. Халĕ пурнăç улшăнсах пырать, мĕн тĕрлĕ технологи кăна çук. Ют чĕлхе пĕлни пăсмасть, ăслăрах, кирлĕ çын пулма пулăшать тесе шутлатăп.
Чăваш чĕлхин шăпи те шухăшлаттарать. Халĕ хулари шкулсенче çак предмета вĕрентмешкĕн сехет сахалрах. Ачан чăваш чĕлхине вĕренмелле-и, çук-и — ашшĕ-амăшĕ суйлать. Чăваш чĕлхи учителĕсем ĕçсĕр юлмарĕç-и?
— Çапла, сехетсем кăшт чакрĕç. Учительсем квалификацие улăштарчĕç, пуçламăш классене, ытти предмет вĕрентеççĕ. Çакна каламалла: ачасене тăван чĕлхепе литературăна ăса хывма, тăван культурăпа кăсăклантарма çулсерен тĕрлĕ мероприяти иртет. Чăваш чĕлхипе Пĕтĕм тĕнчери тата регионти олимпиадăсем, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ», Пĕтĕм чăвашсен интернет олимпиади, «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс-фестиваль тата ытти конкурс...

КĔСКЕН
Сергей Владимирович, ача чухне кам пулма ĕмĕтленеттĕр?
— Ăслăлăх çынни пулас килетчĕ. Физика учителĕн ĕçне суйланишĕн ÿкĕнместĕп.
Шкулти юратнă предметсем.
— Физика, математика, истори, литература.
Аттестатра мĕнле паллăсем сирĕн?
— Пĕтĕм «5».
Çынсем панă мĕнле сĕнÿ пурнăçра кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ пулчĕ?
— Ман хамăн сĕнÿ парас килет: тунă çитĕнÿсем çинче чарăнмалла мар, малалла утмалла. Йывăрлăхсенчен хăрамалла мар, вĕсене парăнтармалла.
Пурнăçри чи пысăк çитĕнÿ.
— Хама телейлĕ тесе шутлатăп. Вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшатăп. Çитĕнекен ăрупа, çамрăксемпе ĕçлеме килĕшет. Вĕсенче — пуласлăх.
Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
— Вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма каятăп. Уйрăмах хырлăха кăмăллатăп.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.