Комментировать

20 Ноя, 2019

Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ

Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕ çулсерен илемленсе пырать, çĕнĕ çурт-йĕр, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем çĕкленеççĕ. Вырăнти лару-тăрупа Кăшавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Иванович Мульдияров паллаштарать.

Такăр çулсăр яла аталантараймăн

Сергей Иванович, ял тăрăхĕнче юлашки тапхăрта пысăк улшăнусем пулса иртни мĕнпе çыхăннă-ши?
— Кăшавăш тăрăхĕнче вунă ял. Вĕсенче пурăнакансем чăннипех хастар, территорие хăтлăх кĕртме хаваспах хутшăнаççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Эпир республика, çĕршыв пĕлтерĕшлĕ конкурссенчен те юлмастпăр, грантсем çĕнсе илетпĕр. Вăл укçа вара ял çыннин пурнăçне лайăхлатма, общество инфратытăмне аталантарма каять. Акă 2015 çулта çĕнсе илнĕ грант укçипе /1 млн тенкĕ/ ял урамĕсене çутăпа тивĕçтертĕмĕр. Халĕ кĕрхи каçсенче те çутă. Хунарсене çутассине автоматика йĕркелесе тăрать. 2020 çулта Мăналта шыв пăрăхĕ хума тытăнасшăн. Программăна кĕнĕ, ĕçе пуçăнмалли çеç юлать.
Сирĕн тăрăхри такăр çулсене такам та ăмсанмалла.
— «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программăна хутшăнса проектсем хатĕрлерĕмĕр. Кăрмăшри Çамрăксен урамĕнче хăйăр, вак чул сарса çул хы-тартăмăр, бордюрсене улăштартăмăр. Пурĕ 760 метр çула йĕркене кĕртрĕмĕр. Мăналта çула хăйăр, вак чул, асфальт тĕпренчĕкне сарса тухрăмăр. Халĕ урам палăрмаллах илемленчĕ. Сăмах май, çак ĕçе пурнăçлама ял халăхĕ те укçа хыврĕ. Кăшавăш ял тăрăхĕнчи çул-йĕре çулсерен юсаса пăхса тăратпăр. Вăл çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине манмалла мар.
Халăх пуçарăвĕпе тата мĕнле проектсене пурнăçа кĕртме май килчĕ-ши?
— Халăх пуçарăвĕпе 4 проект хатĕрленĕ. Чи пĕлтерĕшли тата хакли — Кăрмăшри Çамрăксен урамне хăтлăлатасси. Кунта кану паркне тума палăртнă. Паркра саксем, ача-пăча валли вăйă комплексĕ, клумбăсем пулмалла. Палăртнине пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ. Кăçал акă унта тротуар, çул сарнă, çутă юписем вырнаçтарнă. Çулла паркра чаплă фонтан хута ятăмăр. Кăçал проектăн пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ. Çитес çул вара çак ĕçе малалла тăсăпăр. Парк хуларинчен пĕрре те кая пулмĕ.
Кăçал Мăналта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата мирлĕ тапхăрта çапăçура пуç хунă ентешсене асăнса палăксем уçрăмăр, сквер хыврăмăр.
Çынсем çул-йĕр тума ытларах укçа хываççĕ. Паллах, пĕр-пĕр проекта йышăниччен пĕрлехи пухура сÿтсе яватпăр, ăнлантаратпăр. Ырă пуçарăва нумайăшĕ хаваспах хутшăнать. Тăкакланни хăйсемшĕнех мар-им? Кашни яла пырса кĕнĕ çĕре вывеска та çырса çакасшăн.

Кăшавăшсем Раççейре те палăрнă

Ялта пурăнакансене хулана тухса çÿреме кансĕр. Вĕсен пушă вăхăтне йĕркелессипе мĕн тăватăр?
— Кăшавăш ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ лайăх ĕçлет. Ун çумĕнчи кружоксене ватти-вĕтти те хаваспах çÿрет. Кунта «Шурăмпуç» фольклор тата «Алтăр çăлтăр» эстрада ушкăнĕсене куракансем хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Сăмах май, çитес çул Мăналта та культура çурчĕ тума пуçăнмалла. Ял пысăк, пурăнакансем 800 çын ытла. Вăл клуба кÿршĕ ялсенчен те çÿреме тытăнĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.