Комментировать

19 Ноя, 2019

Мĕн тери хитреччĕ вăл...

Мĕн тери хитре те чиперччĕ çамрăк хăва. Хăйĕн яштака пĕвĕпе, çинçе пилĕкĕпе вăл çумри юмана илĕртрĕ. Кĕреш пÿллĕ юман илеме курнипе чăтаймасăр хăвана хăйĕн хÿтлĕхне илчĕ: сивĕ çилтен, йĕпе-сапаран сыхларĕ ăна.
Юнашар ÿсекен çамрăк хăвапа çывăх туслашрĕ ара кĕнĕ юман. Пĕр чĕлхе тупрĕç вĕсем. Пĕр-пĕрне ытла та пит хавасчĕ: хушшăн-хушшăн пĕр-пĕрин çумнех тĕршĕнетчĕç, май килнĕ чухне çепĕç туйăмсене екке яратчĕç. Ун чухне пит аванччĕ юмана.
Виçĕ-тăват туратлă пулнă юман çамрăк хăвапа туслашнăранпа темиçе çул та иртрĕ. Хăва та çитĕнчĕ, пĕве кĕнĕ хĕр сăнĕ кĕчĕ ăна. Татах та чиперленчĕ вăл. Çил тухсан туслă йывăçсем час-часах пĕр-пĕрин çумне перĕнетчĕç. Ку вĕсене кăмăла каятчĕ. Юман çулçисем хăва çулçисемпе çыпçăнма пăхатчĕç, анчах хăва вĕсене кулăпа сире-сире яратчĕ. Çил чарăнсан çанталăк тÿлек чухне хăва выляс шухăш палăртатчĕ. Юман çамрăк тусĕн кăмăлне çырлахтаратчĕ.
Пĕррехинче карçинкка тăвакан каччă çырмана анчĕ, яштака та çинçе пилĕклĕ хăвана куçларĕ, ăна касма хатĕрленчĕ. Юман çакна курсан çамрăк хăва хутне кĕрсе тураттисемпе сулкалашса шавларĕ. Каччă юман хăлаçланса шавланине хăлхана чикмерĕ, хăвана ним шелсĕр касрĕ. Хăйне каснăшăн куляннине сĕткен кăларсах кăтартрĕ хăва. Çакна чунсăр çамрăк асăрхамарĕ. Каснă хăвана авса йăтрĕ те лаплаттарса хăпарса кайрĕ çырмаран сăрталла.
Хăвана касса кайнăранпа вара юман пĕчченлĕхе путрĕ. Çумра çитĕнме пуçланă черченкĕ хунав хăва тем чул авкаланни те илĕртмерĕ юмана. Тĕрĕссипе, ун çине çаврăнса пăхмарĕ вăл.
Пĕчченлĕхрен тухас тесе юман пĕр хушă çилпе те тавлашса пăхрĕ, анчах усси пулмарĕ, вăл юман кулянăвне ирттерме пулăшаймарĕ.
Кĕçех хуйха пула тĕксĕмленнĕ юмана вĕçсĕр-хĕрсĕр тунсăх пусса илчĕ. Ăçта кайса кĕчĕç-ши унăн савăнăçĕпе шанса пурăнни?
Вăхăт чуна сиплет теççĕ. Юманшăн вара вăхăт сиплевлĕ пулмарĕ. Вăл пĕрмаях çамрăк хăвашăн тунсăхларĕ, манма пултараймарĕ ăна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Геронтий ХУРАМАЛ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.