Комментировать

18 Ноя, 2019

Патша майри шайĕнчи чăваш хĕрарăмĕ

Сипленсе çитмесĕрех вĕренме кайнă

«Ялта сан пек юрлакан çук», — тетчĕç. Серафим Игнатьев йĕркеленĕ хор конкурссенче малти вырăнсем йышăнатчĕ. Пĕррехинче пире Акатуя юрлама илсе кайрĕç. Мана, 5-мĕш класс вĕренекенне, солисткăна çирĕплетрĕç. Юрлама пуçласанах çынсем кăлтăртатса чупни илтĕнчĕ. Вĕсем пире курмашкăн самантрах сцена патне çитсе тăчĕç.
9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра ачасемпе ĕçлеме пуçларăм. Вĕренекенсемпе пĕрле манăн пьеса тăрăх спек-такль хатĕрлерĕмĕр. 10-мĕш класс хыççăн лагере пионервожатăя вырнаçрăм. Ун чухне шкулта каччăсене — тракториста, хĕрсене пионервожатăя вĕрентетчĕç.
Ачалăх çăмăл пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи выçлăха чăтса ирттертĕмĕр. Аттесĕр, аннепе çитĕнтĕм. Вăрмантан çапă туртса пÿрте ăшăтаттăмăр. Çапах маншăн ачалăх çулĕсем чи лайăх вăхăт пулчĕç», — калаçу пуçарчĕ РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Панина. Вăл Вăрнар районĕнчи Уравăшра çуралса çитĕннĕ. Пĕчĕкренех пурнăçне сценăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Анчах вĕренме каймашкăн вăхăт çитсен пăтăрмах сиксе тухнă. Шыва кĕнĕ вăхăтра пĕрене сулă саланса кайнă та çамрăксем шыва ÿкнĕ. Çакăн хыççăн хытах чирленĕ Нина Панинăна больницăна вырттарма лекнĕ.
Ленинградри культура институтне вĕренме кĕмешкĕн экзамена ĕлкĕрес тĕллевпе унăн больницăран тухса тарма лекнĕ. Вăрнар тăрăхĕнчи чарăнура темиçе минут тăракан Мускав-Омск пуйăса ларма васканă вăл. Ĕмĕтне çитерме ăнтăлаканскерне амăшĕпе икĕ юлташĕ телейлĕ çул сунса ăсатнă.
Хĕр Мускавран Ленинграда çăмăлланах çитнĕ. «Алăра — чăматан, хул пуççи урлă хĕллехи пальто çакнă», — аса илĕвĕнче вокзала таврăнать Нина Трифоновна.
Ял хĕрĕ Нева проспектĕнчен пуçласа культура институтне çитичченех çуран утнă. Тавралăха сăнаса пынă май, ахăртнех, çур кун иртни те сисĕнмен.

Çине тăни пулăшнă

Культура институтне вĕренме кĕмешкĕн халăх çав тери нумай пухăннă: режиссура факультетне 1 вырăна 115 çын килнĕ.
Сăвă, юптару каласа, этюд кăтартса пама ыйтнă пулас студентсене. «Ун чухне этюд мĕнне те пĕлмен. Шкулта унашкал сăмахсемпе усă курман. Унăн пĕлтерĕшне консультацире кăна ăнланса илтĕм. Çав вăхăтрах шкулта вырăсла лайăх вĕренни пулăшрĕ», — калаçăва тăсать Нина Трифоновна.
Экзамен тыттаракансем ăна елка çинчен ÿкекен теттене евĕрлеме каланă. Тепрехинче сектăпа куç курман çынна çыхăнтарса выляма ыйтнă. Хăйĕн пьесине шăпах çакнашкал сăнар кĕртнĕрен этюд кăтартма йывăрах пулман çамрăка. Сăмах май, вăл 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах пьеса çырма пуçланă.
«Вĕренме илнисен списокĕнче хăвна курмасан ниçта та ан кай. «Чăваш Республики пирĕн зонăна кĕмест», — тесе сăлтавлама пултараççĕ», — Нина Панинăна ăса вĕрентнĕ экзамен комиссийĕнчи пĕр арçын. Чăнах, вăл каланă пекех пулса тухнă. Лайăх паллăсене пăхмасăрах хĕре вĕренме илесшĕн пулман. Юрать экзамен тыттаракан калани çине тăма пулăшнă ăна.

Хăй театр йĕркеленĕ

Нина Панина 3-мĕш курс хыççăн качча тухнă. «Те айван пулнă, те юратнă», — студент вăхăтĕнчех çемье çавăрнине çапла палăртать чăваш хĕрарăмĕ. Унăн мăшăрĕ Культура институтĕнчи музыка уйрăмĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă.
Диплом илсен çамрăк çемье Чăваш Ене килнĕ. Нина Панина Вырăс драма театрне ĕçе вырнаçнă. «Ун чухне артистсем гастроле кайнăччĕ. Маншăн театр яланах таса, сăваплă вырăн пулнă. Эпĕ шухăш хăватне ирĕке ярса балконри креслăсемпе те калаçса çÿреттĕм. Çав вăхăтрах Алексей Васильев режиссер Çамрăксен театрне ĕçлеме чĕнчĕ. Хаваспах килĕшрĕм», — пытармасть Нина Трифоновна.
Ленинградри Культура институтĕнчен вĕренсе килнĕ артисткăна тĕп сăнарсем шанса панă. Нина Панина Çамрăксен театрĕнче 6 çул ăнăçлă ĕçленĕ. Апла пулин те режиссер пулас ĕмĕтпе çунатланма пăрахман вăл. Анчах вĕреннĕ вăхăтра Чăваш Ене практикăна килсен пăтăрмах сиксе тухнине пула ăна Çамрăксен театрĕнче спектакльсем лартма ирĕк паман. Кĕскен палăртас тăк, ун чухне студентка мини-стерство ĕçченĕ ирттернĕ урок килĕшменни çинчен каламасăр чăтайман.
Темле пулсан та Нина Трифоновна ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртмешкĕн май тупнă. Вăл пир-авăр комбиначĕн культура керменĕнче хăйĕн театрне йĕркелемешкĕн хăват çитернĕ. Унта 50 çула яхăн режиссерта ĕçленĕ. Иоаким Максимов-Кошкинский ячĕллĕ халăх театрĕ чикĕ леш енче йĕркелекен фестивальсене те хутшăннă. Тĕслĕхрен, 5 континентри 25 çĕршывран Турцире пуçтарăннă профессионал артистсемпе пĕрле сцена çине тухнă. Инçе икĕ çул çÿреврен те малти вырăнсем йышăнса таврăннă вĕсем.
Чи кăсăкли, СССР халăх артистки Вера Кузьмина вырăнти театрăн спектаклĕнчи массăллă сценăсене хутшăнма çула тухнă. Иккĕмĕш хутĕнче «Хура чĕкеç» /Б.Чиндыков/ моноспектакль илсе кайнă вăл.
Халăх театрĕ Чăваш Енре çитмен вырăн хăварман. Унсăр пуçне Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенчи куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Иккĕмĕш мăшăрĕпе телей тупнă

«Çамрăксен театрĕнче ĕç пăрахмасăрах чун киленĕçне сцена çинче тупнă çынсемпе спектакльсем хатĕрлеме пулатчĕ. Пирĕн килте йыш хушăнса пычĕ — икĕ ача çуралчĕ. Упăшка мăшăрĕ артисткăра ĕçленине хирĕç пулчĕ. Вăл музыка иструменчĕсемпе выляса концерт йĕркелесшĕнччĕ. Анчах çак ĕç ăнăçлах пулмарĕ. Пултарулăх енчен кĕвĕçесси пурччĕ унăн. «Е эпĕ, е театр...» — тетчĕ. Эпĕ, ача-пăча çуратнăскер, ăна суйларăм», — сцена çинче роль калăплама пăрахнине çапла ăнлантарать Нина Панина.
Çапах пĕрремĕш мăшăрĕпе телей тупма пÿрмен ăна. Вĕсем уйрăммăн пурăнма пуçланă.
Кулăшла илтĕнет пулин те амăшне аслă ывăлĕ тепĕр упăшка тупма пулăшнă. Стадионра пĕрле чупакан арçынпа чи çывăх çыннине паллаштарма май тупнă вăл.
Юрий Ивановпа пĕрлешсен Нина Трифоновна тепĕр икĕ ача çуратнă. Çемье пуçĕ тăваттăшне те тăван пепкисем пекех çитĕнтернĕ. Шел, икĕ çул каялла йывăр чире пула çут тĕнчерен уйрăлнă вăл.
«Ачасем хăйсен çулне тупрĕç: виççĕшĕ Шупашкарта тĕпленчĕç, тепри Люксембургра пурăнать. Куç тулли 7 мăнукпа савăнатăп. Кĕçех саккăрмĕшĕ çуралĕ.
Иккĕмĕш упăшка Юрий Петрович ĕç çумне хушман. Яланах пулăшса, хавхалантарса пыратчĕ.
Эпĕ пĕр ĕçре вăй хунипе çырлахман. Халăх театрĕнче ĕçленĕ вăхăтра шкулта, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче кружоксем ертсе пыраттăм», — калаçăва тăсать Нина Трифоновна. Вăл Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче те ĕçленĕ. Халĕ Чăваш культурăпа искусствăсен институтĕнче студентсене вĕрентет.

Каялла чĕнеççĕ

Нина Панина режиссер халăх театрĕн артисчĕсемшĕн çывăх юлташа çаврăннине палăртмасăр иртеймĕн. Çемьери çивĕч ыйтусене те пĕрле сÿтсе явнă. Пĕр-пĕр хĕрарăмăн ĕçекен упăшкипе те чуна уçса калаçнă Нина Трифоновна. Çакăн хыççăн киревсĕр йăларан хăпнă тĕслĕх чылай пулнă.
Малтанхи тапхăра аса илес тĕк — пир-авăр комбиначĕ халăх театрне декораци, укçа-тенкĕ енчен пулăшнă. Йышра предприяти ĕçченĕ нумай пулнă. Тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те спектакль хатĕрлеме хутшăннă.
«Çамрăксене çул парас тесе режиссер ĕçне пăрахрăм. Анчах халăх театрне ертсе пыракан çын тупăнмарĕ», — чун ыратăвне палăртмасăр пултараймасть Нина Трифоновна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Н.ПАНИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.