Комментировать

14 Ноя, 2019

«КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ СĂВĂÇ» викторина пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ тата «Тантăш» хаçат редакцийĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ республика шайĕнчи «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва Чăваш, Тутар республикисенче тата Чĕмпĕр облаçĕнче вĕренекен шкул ачисем, студентсем, учительсемпе библиотека ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен пурĕ 170 ĕç килчĕ. Жюри вĕсене тишкерсе пăхса тухрĕ, хак пачĕ. Викторина çĕнтерÿçисемпе «Хыпар» ИÇ сайтĕнче тата «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра паллашма пулать.
Викторинăна хутшăннисенчен чылайăшĕ тулли те тĕрĕс хуравланă. Çапах та хăшĕ-пĕри 3-мĕш, 4-мĕш, 6-мĕш, 7-мĕш, 8-мĕш ыйтусенче йăнăшнă. Çавна май тĕрĕссисене хаçатра пичетлес терĕмĕр.
3-мĕш ыйту. Çеçпĕл Мишшин пĕрремĕш сăввисем ăçта кун çути курнă? Малтанхи сăввисене мĕнле чĕлхепе çырнă? Хуравĕ – хăйĕн пĕрремĕш сăввисене шкулта алăпа çырса кăларса тăнă «Звездочка» (Çăлтăр) журналта пичетленĕ. Редакторĕ – Çеçпĕл Мишши. Вăл малтанхи сăввисене вырăсла çырнă.
4-мĕш ыйту. Çеçпĕл Мишши хăйĕн пултарулăхне прозăпа драматургире те кăтартнă. Çеçпĕл пьесин ятне калăр. Хуравĕ – пьеса «Упик» (Чăваш поэчĕ) ятлă. Вăл драмăна 1921 çулта пуш уйăхĕ тĕлнелле çырнă.
6-мĕш ыйту. «Çеçпĕл паянхи кун нихçанхинчен ытларах кирлĕ. Вăл наци политикине çĕнĕрен тавăрма, чĕлхемĕре, тăван сăмахăмăра чĕртсе тăратма, элитăлăхпа, чăрсăрлăхпа, чунсăрлăхпа, наци нигилизмĕпе кĕрешме пулăшĕ, пирĕншĕн сĕрен элемĕ (малалла кайма чĕнекен ялав) вырăнне пулĕ», – çак сăмахсене кам каланă- ши? Хуравĕ – литература тĕпчевçи, профессор В.Г. Родионов.
7-мĕш ыйту. Çеçпĕл Мишшин миçе çырăвне Анастасия Червякова упраса хăварнă? Çав çырусене вырăсларан чăвашла кам куçарнă? Вĕсем ăçта, хăçан пĕрремĕш хут пичетленнĕ? Хуравĕ – Анастасия Червякова Çеçпĕл Мишшин 98 çырăвне упраса хăварнă. Вĕсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер вырăсларан чăвашла куçарнă, Шупашкарта 1989 çулхи «Ялав» библиотекин 1-2-мĕш номерĕнче «Чунăмçăм, çунатăмçăм» ятпа пичетленĕ.
8-мĕш ыйту. Литературăпа ÿнерти чаплă çитĕнÿсемшĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие миçемĕш çулта чи малтан камсем илме тивĕçлĕ пулнă? Хуравĕ – çак премие 1967 çулта илнисем: Леонид Агаков, Юрий Збанацкий, Нина Григорьева, Григорий Хирпÿ.

www.hypar.ru

Геронтий НИКИФОРОВ, конкурс йĕркелекен комитет пайташĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.