Комментировать

8 Ноя, 2019

Пурнăçа «хăй тÿснĕ хура-шур» тăрăх сăнарлакан кĕнеке пичетленнĕ

«Эпĕ» виçе». Çакăн пек ят панă Станислав Сатур сăвăç хăйĕн çĕнĕ кĕнекине. Вăл çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Ю. Землянухин художник тунă портретпа усă курса кĕнекене Д. Литаврин илемлетнĕ. Çакăн пирки «Хыпар» издательство çуртне Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕ Галина Матвеева пĕлтерчĕ. 

«Хамăра пÿрнĕ пĕртен-пĕр кун-çула эпир, кашниех, харпăр хăй куçĕпе, харпăр хăй чунĕпе хаклатпăр. Станислав Сатурăн лирикăллă геройĕ совет саманинче те, «пăнтăх» тенĕ тапхăрта та пурăнса курнă, «демократи ырлăхне» те ытлашшипех тутаннă, пасар пурнăçĕ тăван тăрăхне нишлĕхе тăратса хăварсан ытлă-çитлĕ çăкăр шыраса тĕнчене тухса кайнă. Ют çĕрте те пĕремĕк çисе пурăнмасть вăл, нуши-асапĕ çителĕклех унăн. Хыпса çунакан чунĕ хупса хăварнă килĕ енне туртăнать, тăван чĕлхешĕн тунсăхлать. Сÿнтерес марччĕ тесе тăнă çĕртех сивĕннĕ вучахĕнчи хăрăмлă çекĕл те хитре халь уншăн. Тăван тăрăхне манман вăл, манас та, пăрахас та çук. Анчах хăçан çаврăнса çитĕ-ши каялла?

Пурнăç пирки шухăшласа поэт ăна хăй курнă, тÿснĕ хура-шур тăрăх сăнарлать. Тĕрĕссипе каласан, çак кĕнекери лирикăллă герой шăпипе пурăнакансем, нуша хĕстерсе çитернĕрен ашшĕ-амăшĕн килне-çуртне хупса хăварса, пурнăçа сыпăнтарса пыма май паракан ĕç шыраса аякри хуласене тухса каякансем халĕ пинĕ-пинĕпе. Сăвăç сăмахĕсемпе каласан, çити-çитми пурнăçра халăх ейĕве кайнă шыв пек саланать. «Эпĕ» виçе - пин-пин çын виçи, халăх виçи», - тесе хаклать Галина Матвеева.

www.hypar.ru Чăваш кĕнеке издательствин сăн ÿкерчĕкĕ.

 

 

Рубрика: