Комментировать

7 Ноя, 2019

Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртрӗҫ

Паян Шупашкарта "Единая Россия" партин Ча́ваш регион уйра́ме́н XXIX конференцийе́ уçàлче́. Уна́н е́çне Ча́ваш Ен Пуçла́хе́ Михаил Игнатьев хутша́нчӗ.

Партин Чӑваш регион уйрӑмӗн кӑҫалхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Юрий Кислов каласа кӑтартрӗ. Вӑл ҫавӑн пекех пӗрлӗхӗн килес ҫулхи тӗллевӗсене те палӑртрӗ. Уйрӑмах пӗлтерӗшлисен шутӗнче - 2020 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлав кампанийӗсене тӗплӗ хатӗрленсе ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси.

Чӑваш Енре наии тата парти проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатма пуҫарнӑ программӑсемпе палӑртнӑ мероприятисем мӗнле шайра пурнӑҫланнине "Единая Россия" партин ЧР Патшалӑх Канашӗнчи фракиийӗн депутачӗсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ку енӗпе туса пыракан ӗҫсемпе регион уйрӑмӗн секретарӗн заместителӗ Николай Владимиров каласа кӑтартрӗ. Ку ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пысӑккине палăртса конференцие хутшӑнакансем ӑна малашне те туса пыма йышӑнчӗҫ.

Конференцире ҫавӑн пекех парти проекчӗсене пурнӑҫлама хутшӑннӑ хастарсене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор са́н у́керче́ке́сем.

Рубрика: