Комментировать

7 Ноя, 2019

Бюджет — социаллă пĕлтерĕшлĕ

Паян Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче общество хастарĕсем республикăн 2020-2022 çулсем валли хатĕрленĕ бюджет проектне пăхса тухрĕç.

Проектпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов Чăваш Енĕн 2020-2022 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн прогнозĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Светлана Енилина палăртнă тăрăх — виçĕ çуллăх бюджета унчченхи пекех социаллă тĕллевсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Тăкаксен пысăк пайĕ — 103 миллиарда яхăн тенкĕ — вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура тытăмĕсене аталантарма кайĕ. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн наци тĕллевĕсемпе стратеги аталанăвĕ валли нумай укçа уйăрнă. 2020 çулта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме, Светлана Енилина çирĕплетнĕ тăрăх — 10 миллиарда яхăн пăхса хăварнă. Виçĕ çуллăх тапхăрта çак хисеп 26 миллиард ытла тенкĕпе танлашĕ. Çавăн пек çул-йĕр, çурт строительстви те, тăлăхсемпе нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли лаптăксемпе тивĕçтересси те — тĕпре. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме те пĕлтĕрхинчен сахал мар укçа парассине пĕлтерчĕ Светлана Енилина.

Уçă итлеве хутшăннисем бюджетра пăхса хăварнă укçа-тенкĕ Чăваш Ен экономикине вăйлатма, граждансен тупăшне ÿстерме майсем туса парассине палăртрĕç. Чăваш Республикин Контроль-счет палатин председателĕн Светлана Аристовăн шухăшĕпе те бюджет чăнлăхпа килĕшсе тăрать. Ăна республикăн налук тата налук мар тупăшĕсен калăпăшĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Юлашки çулсенче вара ку енĕпе ÿсĕм самаях палăрать. Çавăнпа бюджетра палăртнисене туллин пурнăçа кĕртес шанăç чăннипех те пысăк. «Бюджет тăкакĕсене яланхи пекех пĕлтерĕшлĕ принципа — пĕтĕмпех çын ырлăхĕшĕн — тĕпе хурса хатĕрленĕ», — терĕ Светлана Аристова.

Сăмах май, республика бюджетне тăваттăмĕш çул профицитпа йĕркелеççĕ.

Общество хастарĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн представителĕсен доклачĕсене итленĕ тата тĕплĕ сÿтсе явнă хыççăн республика бюджечĕн проектне ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче пăхса тухма сĕнчĕç.

ШУХĂШ

Алексей СУДЛЕНКОВ, Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ:

Бюджет проекчĕ республикăн социаллă-экономика аталанăвне вăйлатассине тĕпе хуни, паллах, лайăх. Çĕнĕ шкулсем хута яни акă вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхне ÿстерме май парĕ. Çавăн пекех тахçантанпах тăракан çивĕч ыйтăва — икĕ сменăпа вĕрентессине — пĕтерме пулăшĕ. Сывлăх сыхлав объекчĕсен строительстви вăй илсе пырать, больницăсем валли çĕнĕ оборудованисем туянаççĕ, кадрсемпе тивĕçтереççĕ… Çакă пĕтĕмпех çынсен сывлăхне çирĕплетме, пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма пулăшать. Наци культурине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: