Турам яшки
Çуллахи шăрăхра турам яшкипе /окрошкăпа/ сăйланнине мĕнех çиттĕр. Ăна хатĕрлемешкĕн ансат. Чăннипех тутлă пултăр тесен хăш-пĕр вăрттăнлăха уçăмлатмалла кăна.
Турам яшки - сивĕ апат. Çавăнпа пĕçернĕ какая е кăлпассие, çĕр улмине, çăмартана вĕттĕн тăваткалласа турамалла. Редиспа хăяра шултра терка витĕр кăлармалла - кун пек чухне вĕсем ытларах сĕткенленеççĕ тата апата техĕмлĕрех тăваççĕ.
Какай çусăр пулмалла, чи юрăхли - ĕне-выльăх ашĕ. Пĕçернĕ хыççăн ăна савăтран дуршлага кăларса хумалла - шывĕ сăрхăнтăр. Аша чĕлкеме урлă туса вакласан касăкĕ çемçерех пулать.
Чăннипе, турам яшкине аш яраççĕ, çапах та васканă чухне кăлпассипе усă курма юрать. Çусăр сортсем е сосиски илмелле.
Çĕр улмине тăпăрка тумалла: кастрюль тĕпне янă шывра виткĕчпе хупласа - тĕрĕссипе пăспа - 20-25 минут пĕçермелле, пиçни-пиçменнине пĕлмешкĕн çĕçĕ вĕçĕпе е вилкăпа тăрăнтарса тĕрĕслемелле.
Апата тутлăлăх кĕртмешкĕн пиçнĕ çăмарта саррине вилкăпа е теркăпа вĕтетмелле те кваспа хутăштармалла.
Тутă кĕртекен ешĕл çимĕçе - укропа, симĕс сухана, пахча кĕпçине, базилика - тураса тăвар сапмалла, кашăкпа е тукмакпа пусарса вĕтетмелле - ырă шăршийĕ кирек кама та тыткăнлать.
Пылак е кăвасак квас суйласси сирĕнтен килет. Ăстасем типĕтнĕ ыраш çăкăрĕ хушса килте хатĕрленĕ кăвасак квас лайăхраххине палăртаççĕ. Чылайăшĕ заводра кăларнине кăмăллать. Сывă пурнăç йĕрки тытакансене квас вырăнне çусăртарах кефир илме сĕнетпĕр. Калори тĕлĕшĕнчен вăл чухăн тата пÿрене йывăрлăх кÿмест. Тути вара кваспа тунинчен пĕрре те кая мар.
Паллах, турам яшкине кăмăла кура вĕтетнĕ хĕрен, горчица е хура пăрăç /вĕтетнине/ хушма юрать. Çанталăх уйрăмах шăрăх чухне сивĕ апат ăшăнса каясран кашни порцие пăр катăкĕ яни ăна уçăлтарать, техĕмлĕхне вăйлатать.