Комментировать

30 Окт, 2019

Паха çимĕçе туянакан тупăнатех

Муркаш районĕнчи Отарккăри сад Ивановсен аллине куçнă хыççăн тинех тепĕр хут çĕнелме, çĕкленме тытăннă. «Агростартап» программăпа патшалăх пулăшăвне тивĕçни ырă пуçарăва малалла тăсма хавхалантарнă, çунат хушнă тейĕн.

Шанăç парнелерĕ
Хуçалăхăн садне Ивановсем пилĕк çул каяллах арендăна илнĕ. Ăна йĕркеллĕ пăхса- тасатса тăманран вăл палăрмаллах юхăннă. Вун-вун çул каялла лартнă улма-çырла йывăç-тĕмĕ ватăлнă, турачĕсем хуçăла- хуçăла аннă. Совет тапхăрĕнче вырăнти колхоз садран самай тупăш илнĕ. Хÿтĕ вырăнта, пĕвепе юнашар, пахча çимĕç те çитĕнтернĕ. 12 гектар йышăнакан сад яла та илемлетнĕ.
Аркатма çур кун та çителĕклĕ- мĕн. Колхозниксем, шкул ачисем тăрăшнипе çĕкленнĕ сада кĕçех çум курăк пусса илнĕ. Ун айĕнче çĕр çырли те курăнман. Сад тавра тытнă карта та çĕрĕшсе тÿннĕ. Йывăрлăха пăхмасăр Ивановсем çине тăрсах ĕçе пикеннĕ.
— Садри ватăлнă, хăрнă йывăçсене тымарĕпех кăкласа тасатрăмăр. Чалăшнă картасене пăсса тирпейлерĕмĕр. Анчах ĕçлемелли пайтах-ха, — каласа пачĕ Индира Иванова.
Сада тепĕр хут чĕртме вăй- хал, укçа самай хывмаллине аван ăнланнă вăл. Лартнă хунавсем тухăç пама тытăнасса самай кĕтмелле. Юнашар шанчăклă çынсем пурри ăна малалла ĕçлеме хавхалантарнă. Çĕнĕлĕхе çине тăрсах алла илнĕ. Пĕлĕвĕ ял хуçалăхĕпе çыхăнманни те хăратман хастар хĕрарăма.
Ялта çуралса ÿснĕ çыншăн пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтересси кăткăсах мар. Муркаш тăрăхĕнчи хушма хуçалăхсенче ĕлĕкрен пуян сад ĕрчетнĕ, ытлашши продукцие сутма çÿренĕ. Индира та ачаранах ашшĕ- амăшне çĕр çырлин лаптăкĕнче пулăшнă. Çемье пылак çимĕçе сутса тупăш илнĕ. Опыт пур темелле. Çапах пысăк сад йĕркелесе яма, аталантарма çакă кăна çителĕксĕр çав.
Индира Иванова пĕлĕве ÿстерме, ăсталăха туптама куравсене, семинарсене час-часах хутшăнать, ятарлă курссене çÿрет. Улма-çырла йывăç-тĕмне ĕрчетессипе, сад ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма мăшăрĕпе Орел хулине те çитнĕ. Унта вĕсем улма-çырла культурисен наукăпа тĕпчев институтĕнчи ăсчахсемпе тĕл пулнă, малашне ĕçлĕ çыхăну тытма килĕшÿ тунă. Питомникрен улмуççин тĕрлĕ сорчĕн хунавĕсене туянса таврăннă. Сад тинех çамрăк йывăçсемпе çĕнелме тытăннă.
Малтанхи утăмсем çамрăксене хавхалантарнă. Ĕмĕтленнине туллин пурнăçлама, палăртнине вĕçне çитерме укçа çителĕксĕрри кăна чăрмантарнă.
— ЧР Ял хуçалăх министерствин сайчĕ урлă çĕнĕ программа — «Агростартап» — пирки пĕлсен çине тăрсах кăсăкланма тытăнтăмăр. Патшалăх пулăшăвне илме эпир те конкурса хутшăнма пултаратпăр-мĕн. Çакă пире малалла ĕçлеме çул уçать-çке. Çине тăрсах бизнес-план хатĕ-рлерĕмĕр. Конкурса çĕнтермешкĕн аталану çулне, патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курнине уçăмлă кăтартса памалла. Проект тума, пилĕк çуллăх бизнес-план хатĕрлеме ЧР «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем самай пулăшрĕç. Вĕсем пирĕн умри аталану çулне уçăмлатрĕç. Кун хыççăн хамăра та ĕçлеме çăмăлрах: мĕн тумаллине курса-пĕлсе тăратăн, — терĕ Индира Алексеевна.
Юратнă ĕç — чун уççи
Гранта тивĕçни Ивановсемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Апла ĕмĕтленни пурнăçланĕ — Отарккă тăрăхĕнче те сад çĕкленĕ.
— Шел, патшалăх пулăшăвне каярах панăран кĕркунне хунавсем туянма, лартма кая юлтăмăр. Йывăç-тĕме октябрь уйăхĕн çурриччен кăна лартмалла. Унăн хĕле кĕриччен тымарĕсем çирĕ-пленсе юлмалла. Кайран лартни укçана тăкаклани кăна: хунав хĕл каçмасан та пултарать е япăх аталанать. Кăçал унсăрăн та ĕç пайтах: грант укçипе сад тавра карта тытма та палăртнă. Ăна вара шăпах кĕркунне, ытти ĕçрен пушă вăхăтра тумалла, — терĕ хĕрарăм. — Çуркунне сортлă хунавсене кун пек хăрамасăрах лартма пулать — çÿллĕ картапа шанчăклăрах.
Чăн та, юттине, янттине куç хывакан самантрах тупăнать. Кунĕн-çĕрĕн хурал та тăраймăн. Индира Алексеевна уйрăм пайтаçă шутланать. Кăçал вăл арендăри сада харпăрлăха куçарттарнă, регистрациленĕ. Унта ĕçлеме ял хуçалăх техники те туяннă.
— Ял хуçалăх отрасльне суйласа илнисем ытларах выльăх- чĕрлĕх ĕрчетеççĕ е тырă туса илеççĕ. Эсир вара сад ĕçне суйласа илнĕ, — кăсăклантăм эпĕ.
— Сад ĕрчетесси — кăткăс ĕç. Республикăра хуçалăхсем арканнă хыççăн юхăнса ларакан садсем пайтах. Пĕри те тепри вĕсене илсе йĕркене кĕртме тытăнсан Чăваш Енре пурăнакансене çĕр улмипе, пахча çимĕçпе кăна мар, вырăнта туса илнĕ улма-çырлапа та çулталăкĕпе çителĕклех тивĕçтерме май пур. Бизнес-планпа килĕшÿллĕн садра хурлăханпа кăвак çырла çитĕнтересшĕн. Анчах улмуççисĕр мĕнле сад-ха вăл? Кунта ĕлĕкрен пан улми туса илнĕ. Вырăн çителĕклĕ, çавăнпа улмуççи те çитĕнтерĕпĕр. Сад ĕрчетесси мана килĕшет. Чун туртнă ĕçре хавхаланса вăй хуратăн, — хуравларĕ вăл.
— Ял хуçалăх ĕçченĕшĕн тепĕр чăрмав — продукцие вырнаçтарасси. Тар тăкса туса илнĕ улма-çырлана ăçта сутма палăртатăр?
— Улма-çырла ыйтакан нумай. Халăха кăна мар, тирпейлекен предприятисене те вырнаçтарма пулĕ. Экологи тĕлĕшпе таса çимĕçе туянакан тупăнатех, — палăртрĕ Индира Алексеевна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.