Комментировать

30 Окт, 2019

«Эпир вылякан пурнăç — пирĕн кун-çул»

Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Николай Булаткин К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче роль хыççăн роль калăпланă. «Маншăн пĕчĕк е пысăк роль çук, — тенĕ вăл. — Пултарулăха, ăсталăха нихăш «геройшăн» та шеллеместĕп». Шел, сцена ăсти пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăран ĕмĕчĕ татăлнă.

«Ăçта артиста сĕкĕнен?»
Николай Иванович 1958 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлÿкасси ялĕнче çуралнă. Пиччĕшĕ Юрий Иванович палăртнă тăрăх, Коля ашшĕ пекех пултаруллă пулнă, ÿкерме юратнă. Ашшĕ чÿрече рамисем ăсталанă, сехет юсанă, ÿкернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, ял халăхне хăйĕн «ылтăн» аллипе савăнтарнă. Ăна-кăна ăсталамалла пулсан ун патне ял çынни çеç мар, тавраран та пынă. «Анне фермăра ĕçлетчĕ, — аса илчĕ иртнине Юрий Иванович. — Ăна пулăшма чупаттăмăр уроксем хыççăн. Ĕç кунĕсем тăвас тĕллевпе утă çулма кайни те, кĕтÿ кĕтни те куç умĕ-нчех. Утă çулнă чухне ÿпле туса çавăнтах çĕр каçаттăмăр. Пĕррехинче Коля икĕ пÿлĕмлине ăсталарĕ. Ун пеккине маларах никам та туманччĕ».
Пантьăк шкулĕнчен вĕренсе тухсан Николай Булаткин пĕлĕвне малалла Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш профтехучилищĕре тăснă. «Вăл артиста вĕренме кайнине килте никам та пĕлмен. Пирĕншĕн çакă кĕтменлĕх пулчĕ, пурте тĕлĕнтĕмĕр», — малалла сăмахлать пиччĕшĕ.
Хăйне артист пек туйма пуçланине вара Николай Иванович çапларах аса илнĕ: «Хамран маларах ун пирки учительсем асăрхаттарчĕç. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлÿкассинчи пуçламăш шкулта вĕренеттĕм. Пĕррехинче арçын ачасемпе шкул маччи çине хăпарса кайрăмăр. Унта тусан айĕнче хаçат купине асăрхарăмăр. Ăна хул хушшине хĕстертĕмĕр те килелле вĕçтертĕмĕр. Акă темиçе кунран пире учительские чĕнтереççĕ. Пĕри макăрса тухать, унтан тепри… Манăн та черет çитрĕ. «Булаткин, намăс мар-и сана шкул пурлăхне çаратма?» — тĕпчет учитель. «Вăл мачча çинче тусанланса çеç выртать. Эпĕ вара ăна вулатăп, — тетĕп шăппăн. — Килте хаçат çырăнма аттепе аннен укçа çук». «Ну-и артист, пăрпа лартса яма хатĕр», — терĕ вăл».
Пултарулăхне аталантарас тĕллевпех Çĕнĕ Шупашкарта вĕреннĕ чухне вăл культура керменне ташлама, Алиса Павлова режиссер патне халăх театрне выляма çÿренĕ. Кайран М.Щепкин ячĕллĕ училищĕре чăваш студине уçассине пĕлсен пултарулăх турне хутшăнма шут тытнă. «Кулаççĕ манран… Юлташсем те: «Эс ПТУ ачи, хулиган. Ăçта артиста сĕкĕнен?..» — теççĕ. Паллах, эпĕ тин çеç шкул пĕтернисемпе танлаштарсан «пурнăç» курнă ĕнтĕ — стройкăсен пылчăкне çăрнă, çын хушшинче çÿреме хăнăхнă», — аса илнĕ Николай Булаткин.
Пĕрремĕш арăмĕпе Валентина Ситовăпа пĕрлех вĕренме кĕнĕ вăл. «Коля пĕрре пăхсах астуса юлмалли çынччĕ, — тет Валентина Петровна. — Пултарулăх турне хутшăннă май эпĕ ăна театр коридорĕнче тĕл пултăм: сарă кĕпе тăхăннăччĕ вăл ун чухне. Вăрăм, кăтра çÿçĕ утнăçемĕн силле-нетчĕ. «Ку ача вĕренме кĕретех», — шухăшларăм ăна сăнаса. Мĕншĕн тесен унăн хусканăвĕ, ăшри шухăш-кăмăлĕ пит-куç вылянăвĕнче палăратчĕ. 1978 çулта эпир Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕренме пуçларăмăр. Пирĕн уйрăмра ултă Коля пулнă. Вĕсенчен пĕри — Николай Булаткин. Вĕрентекенсем ăна питĕ юрататчĕç, ун пирки яланах: «Ку — талант. Вăл артист пулмах çуралнă», — тетчĕç. Унăн этючĕсем чи лайăххисемччĕ. Питĕ ырă кăмăллă, хаваслă çынччĕ. Амăшĕ ун пирки яланах: «Ытла хăюллă», — тетчĕ. Çав чарусăрлăх, ытла хăюллă пулни те çынна шалтан «çиет», çунтарать».
Унăн пултарулăхĕ пирки Надежда Кириллова «Щепкин шкулĕ. Пĕрремĕш чăваш студийĕ» кĕнекере те палăртнă: «Сентябрĕн 19-мĕшĕ. 1979 çул. Актер ăсталăхĕн урокĕнче вĕренекенсем ĕçе тата интереслĕ çынна кăтартрĕç. Булаткин хăйăр çинче машинăпа вĕтĕ чул турттаракан пĕчĕк ачана сăнлани пире çав тери килĕшрĕ».
Сценографра та ĕçленĕ
«Декабрĕн 31-мĕшĕ. 1978 çул. Кăнтăрла тĕлне пурте училищĕне зала пуçтарса илемлетме тата сĕтелсем хатĕрлеме кайрăмăр. Коля Булаткин «Çĕнĕ çул ячĕпе!» тесе çырса çакрĕ. Çавăн пекех вăл преподаватель сăнĕсене ÿкернĕ, вĕсене те çакса тухрăмăр…» — çапла çырнă Надежда Кирил-лова хăйĕн кĕнекинче. Кашни преподаватель ÿкерчĕк тăрăх хăйĕн сăнне палласа илнине, унпа пурте кăмăллă пулнине çырса кăтартнă автор. Вăл хитре ÿкернине Валентина Петровна та çирĕплетрĕ. Николай Иванович хăйĕн ÿкерчĕкĕсене чылай çынна парнеленĕ. Вăл театрта сценографра та вăй хунă, темиçе спектаклĕн ÿнерçи пулнă. Малтанхине, «Йыхăрать тăван Сицили» спектакле, театр училищинче вĕреннĕ вăхăтрах пурнăçланă. Драма театрĕнче «Хĕрсене çапла вăрлаççĕ», «Юнашарах çÿрет телей», «Савать-и, савмасть-и» тата ытти спектакле илемлетнĕ.
«Театра килсен Коля пурне те тĕлĕнтерчĕ. Валерий Яковлев режиссер: «Ун пеккисем 100 çулта пĕрре çуралаççĕ», — тенĕччĕ. Ахальтен мар пĕрле вĕреннисенчен Коля чи малтан «ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçрĕ. Эпир уншăн питĕ савăнтăмăр. Вăл чăннипех талантлă çынччĕ. Сцена çинче ун пек ирĕклĕ тытакан артист сахал. Коля партнера яланах пулăшса пыратчĕ. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра спектакльсенче пĕрле выляттăмăр. Вĕреннĕ вăхăтрах эпĕ «Садко» ресторанта ĕçлеттĕм, вăл вара урам шăлатчĕ. Ресторанта шăпах театр ĕçченĕсем апатланатчĕç. Пĕррехинче унта пултаруллă пĕр режиссер пынă. Калаçнă май çакă хайхискер Кольăна театра илетĕп тесе каланă иккен», — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ Валентина Петровна.
Николай Булаткин кирек хăш роле те кăмăлланă. Вăл пурнăçра та сцена çинчи пекех, спектакльте те пурнăçри евĕрлех пулнă. Ахальтен мар хăй калăпланă сăнарсем пирки çапла каланă: «Çын тени мĕнле япăх пулсан та кашнин чун пур. Шамбулкинах /«Салампи»/ илер. Ĕçет вăл. Мĕншĕн? Чунĕ кÿтсе çитнĕрен. Ăнланатăп ăна. Эпир вылякан пурнăç — пирĕн кун-çул».
Шупашкара çĕкленÿллĕ туйăмсемпе таврăннине те аса илнĕ: «Телевиденире хамăрăн диплом ĕçне «Йыхăрать тăван Сицили» спектакле çыртарнă чухне П.Андреев журналист чаршав хыçне пырса çапла ыйтрĕ: «Чĕтретĕр-и?..» Чĕтремен! Кайран та. Чăн та, теприсене пăхатăн та — çапса хуçнă çын кăмăлне. Çынсем хăраççĕ… Мĕншĕн хăрамалла?»
Хăй Виктор Родионова хисепленине, пĕр-пĕринпе канашласа вылянине палăртнă вăл. Вĕсем Порфирий Афанасьевăн «Сан ятупа» трагедийĕнче Виктор Иосифовичпа пĕр сăнара калăпланă. «Атя капла тăватпăр, апла тăватпăр» тесе канашланă иккен пĕрмай. «Акă чăваш урапи пылчăка кĕрсе ларать те — çав пылчăка кĕрсе урапана тĕкекенни шăпах вăл. Эпĕ çапла танлаштаратăп Виктор Иосифовича», — тенĕ Николай Иванович пултаруллă ĕçтешĕ пирки.
«Урама тухсанах укçа хăй çинчен аса илтерет»
Артист пушă вăхăт тупăнсанах апат пĕçерме юратнă. Сăр хĕрринче çитĕннĕрен пулĕ пулла çÿреме кăмăлланă. Гастроле кайнă май яланах вăлта илнĕ. «Атăл е Сăр хĕррине пулă тытма каяттăм унпа. Вăл кунĕпех шыв хĕрринче вăлта тытса тăма хатĕрччĕ. «Мĕншĕн килтĕм-ха кунта?» — тесе шухăшлаттăм хам, — малаллах сÿтĕлет калаçу çăмхи. Малалла вулас...

www.hypar.ru


Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.