Комментировать

24 Окт, 2019

Хваттершĕн пая кĕрекенсен укçине упрама пулăшĕ

Республикăн тĕп хули çулсерен аталаннине асăрхатпăр. Çĕнĕ микрорайонсемпе çуртсем, ача сачĕсемпе шкулсем çĕкленеççĕ. Хуласем анлăланаççĕ. Паллах, Чăваш Енĕн сăн-сăпатĕнче Строительство министерствин тÿпи капашсăр пысăк та пĕлтерĕшлĕ. Унта çĕнĕ объeктсен проекчĕсем çуралаççĕ, архитектурăри çĕнĕ меслетсене йышăнаççĕ, хальхи технологисене пăхăнаççĕ. Строительство тытăмĕ-аталанăвĕ тавра ЧР строительство, архитектура тата ЖКХ министрĕпе Алексей ГРИЩЕНКĂПА калаçрăм.

— Алексей Алексеевич, эсир Ростов облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваша вара мĕнле майпа çитрĕр?
— Волгоградри строительствăпа инженери институчĕн дипломне алла илсен мана направленипе Шупашкарти «Волгостальконструкция» фирмăна ĕçлеме ячĕç. Эпĕ çĕклеме хутшăннă пĕрремĕш объект — Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» стадион.
— Çак тытăмри карьерăна эсир тĕп хулари «Честр» строительство компанийĕнче прорабра ĕçленинчен пуçланă, каярахпа «ИСКО-Ч» организацин генеральнăй директорĕнче вăй хунă. Мĕнле обČектсен строительствине хутшăннă эсир? Хăшĕнпе уйрăмах мăнаçланатăр?
— Чылай об±екта хăпартнă. «Волгостальконструкцире» тăрăшнă вăхăтра ытларах промышленноç об±екчĕсенче вăй хунă, «Честрта» — пурăнмалли çуртсем çĕклессипе. Шупашкарти «Волжский-3» микрорайон строительстви чунра мăнаçлăх çуратать. Ăна хута янă вăхăтра «Честр» фирмăн — управлени пуçлăхĕ, каярахпа «Честр-Групп» Инвестиципе строительство компанийĕн» /«ИСКО-Ч» акционерсен уçă обществи/ генеральнăй директорĕ пулса хутшăнма ĕлкĕртĕм. Çавăн пекех «Çĕнĕ хула» микрорайона çĕклессипе ĕçлерĕм, çакна тума ирĕк паракан документацие йĕркелени те кĕрет кунта. Паллах, хам çĕклеме хутшăннă мĕн пур об±ектпа мăнаçланатăп. Мана строительствăра хаклă пĕлÿ тата опыт панă вĕрентекенсене уйрăммăн тав тăватăп.
— Эсир ЧР строительствăпа архитектура тата ЖКХ министрĕн должноçне вырнаçнăранпа вăхăт нумаях иртмен, кăçалхи нарăс уйăхĕнче яваплă ĕçе кÿлĕнтĕр. Çак хушăра пĕлтерĕшлĕ мĕнле проектсене пурнăçа кĕртме май пулчĕ?
— ЧР Правительствин тĕп тĕллевĕсемпе хушусем РФ Президенчĕ Владимир Путин çирĕплетнĕ çу уйăхĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Строительство министерстви наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те ĕçлет. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регионта «Пурăнмалли çурт-йĕр» проект пурнăçланать. Кăçал 700 пин тăваткал метр çурт- йĕр хăпартма планланă. Палăртмалла: 2019 çулта «Пурăнмалли çурт-йĕр» регион проекчĕ çĕнĕ условисемпе пурнăçланать. Çавна май строительство рынокĕнчи лăпкă лару-тăрăва тытса пымалла, нумай хваттерлĕ çуртсене хута ярас ĕç хăвăртлăхне чакармалла мар. Республикăри застройщиксем çĕнĕ мелпе усă курма пуçлас ыйту çивĕч. Хатĕр-и вĕсем е çук-и? Ку меслет пая кĕрсе хваттер туянакансене ултавран та сыхлама пулăшĕ, строительствăпа çыхăннă пăтăрмахсем те пулмĕç. Çĕнĕ мел пирки кĕскен каласан: вăл застройщиксем ятарлă банк счечĕ çине /эскроу-счет/ куçассипе çыхăннă. Меслет пая кĕрсе хваттер туянакансене пырса тивет. Кашниех çурт-йĕр туяннă чухне хăйĕн укçи-тенкишĕн пăшăрханать-çке. Эскроу-счет суту-илÿпе çыхăннă ĕç-пуçа хут-шăннисен укçине тĕрĕс-тĕкел упрама май парать. Строительство министерстви тăрăшнипе халĕ çĕнĕ мел çине куçмашкăн пĕтĕм услови пур. Паянхи кун 17 застройщик çак счетпа усă курса 25 проект пурнăçлать. Застройщиксем пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕрлехи информаци тытăмне мĕнлерех тултарнине тĕрĕслесех тăратпăр. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартас ĕç еплерех йĕркеленнине те тимлетпĕр. Пая кĕрсе хваттер туянакансен прависене хÿтĕлес тĕллевпе палăртнă вăхăтра çурта хута яман застройщиксемпе те ĕçлет министерство. Çакнашкал ĕçĕн кăтартăвĕ курăмлă: ку çулталăкра пурăнмалли 11 об±екта хута янă, лапамĕ — 111,5 пин тăваткал метр. Çавна май 2000 çын çĕнĕ хваттере пурăнма куçма пултарнă.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» регионти наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне пурăнмалли лаптăка 916 пин тăваткал метр чухлĕ ÿстермелле. Нумай хваттерлĕ çуртра — 670 пин тăваткал метр. Кăçал 672 пин тăваткал метр пурăнмалли лаптăка хута яма планланă, çитес çул — 748 пин тăваткал метр.
Кунсăр пуçне республикăра çурт картишĕсене тата муниципалитетсенче общество вырăнĕсене хăтлăлатас ĕç пырать. «Хула хутлăхне хăтлăлатасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. 2019 çулта проектпа çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртмешкĕн 448 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак укçапа 44 картишпе 31 обществăллă вырăна йĕркене кĕртмелле. Асăннă проекта Чăваш Енри мĕн пур муниципалитет хутшăнать темелле.
«Таса шыв» регион проекчĕ пирки те каласа кăтартмасăр май çук. Проект тĕллевĕ — ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Проектпа килĕшÿллĕн икĕ водопровод тума пуçланă: пĕри Шупашкартан пуçласа Чантăр сали таран тăсăлĕ, тепри — Пăрачкавра. Тĕп хулари насус станцийĕ çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçĕ, водопровод тăршшĕ — 8 километра яхăн. Çĕнĕ водопровод сечĕсене 2020 çулхи çĕртме уйăхĕнче хута яма палăртнă. Ку 800 ытла çынна ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерĕ. Пăрачкав салинчи водопровод 27 километр ытла тăршшĕне тăсăлĕ. Строительствăна çитес çулхи юпа уйăхĕнче вĕçлемелле. Çĕнĕ пăрăхсем çур ĕмĕртен кая мар çирĕп тăрĕç. Паха шыв Пăрачкавра пурăнакан 6 пин ытла çемьене килсе тăрĕ. «Таса шыв» проекта пурнăçлама 2024 çулччен 2 миллиард та 200 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Планра — çынсене таса шывпа тивĕçтерме пулăшакан 20 ытла обћект.
— Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 2020 çул тĕлне шыв башнисемпе скважинăсене юсамашкăн 200 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çак укçапа миçе башньăпа скважинăна çĕнетме май килĕ?
— Республика Правительстви умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри — ял-салара пурăнакансене хăтлă условисемпе тивĕçтересси. Этемшĕн чи пĕлтерĕшли — шыв. Хăш-пĕр ялта ку тĕлĕшпе йывăр-лăхсем пур. Паянхи кун тĕлне 1446 скважинăпа 1397 шыв башни ĕçлет, нумайăшне юсав кирлĕ. Хушупа килĕшÿллĕн уйăрнă укçа-тенкĕ 300 скважинăпа 260 шыв башнине тĕпрен юсама май парĕ. Ялта пурăнакан 120 пин çынна шывпа тивĕçтерĕ.
— «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» проекта хăш муниципалитетсем хастар хутшăнаççĕ?
— Регион проектне илер, ăна пурнăçлас тĕлĕшпе Шупашкар хули хастар. Строительствăри пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкне пысăклатма, проектпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрнине те палăртмалла. Кăçал «Университет» микрорайонта çул сармалла. Çак тĕллевпе 266,8 миллион тенкĕ уйăрнă. 2020 çул тĕлне Шупашкар хули «Çĕнĕ хула» микрорайонта автоçул сарассипе çыхăннă мероприятисене хутшăнмашкăн заявка панă. «Хула хутлăхне хăтлăлатасси» регион проекчĕн программине Çĕмĕрлесĕр пуçне мĕн пур район хутшăнать. Хула подряд организацийĕпе тунă килĕшĕве татнă, çак тăрăхра 1000 çынран ытла пурăнакан ял-хула çукки — тепĕр сăлтав.
— Асăннă проектпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесене те пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă. Паянхи кун тĕлне миçе çемье пурăнмалли условисене лайăхлатасшăн? Ку тĕлĕшпе ыйту çивĕч-и? Черетре тăракансем мĕн чухлĕн? Çак ыйтăва пĕр кунра татса парас тăк мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлĕ?
— Хальхи вăхăтра 6427 çамрăк çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма патшалăх пулăшăвне илессишĕн черетре тăрать. Вĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çурт-йĕрпе тивĕçтермелле тесе йышăннă.
Проектпа килĕшÿллĕн социаллă тÿлеве тÿрех пĕтĕм çемьене парас пулсан, маларах шутланă тăрăх, 5,1 миллиард тенкĕ кирлĕ. Çак тĕллевпе федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен укçа- тенкĕ уйăрмалла. Мероприятие пурнăçлама тытăннăранпа /2006 çултанпа/ республикăри 7162 çам-рăк çемье çурт-йĕр туянмашкăн е çĕклемешкĕн патшалăх пулăшăвне /пурĕ — 3,6 млрд тенкĕ/ тивĕçнĕ. Кăçал ку тĕллевпе 397,3 миллион тенкĕ уйăрĕç, 545 çемье социаллă тÿлеве тивĕçĕ.
— Кивĕ çуртсем пурăнма юрăхсăра тухаççĕ. Авариллĕ тесе йышăннисенчен патшалăхăн ятарлă программипе килĕшÿллĕн çынсене çĕнĕ хваттере куçараççĕ. Кивелсе пурăнма юрăхсăра тухнă çурт-йĕрпе çыхăннă лару-тăрăва мĕнлерех хаклатăр?
— Ун йышши çурт халĕ — 313. Вĕсене авариллĕ тесе йышăннă. Çак ыйтăва йĕркелес тĕлĕшпе çынсене программăпа килĕшÿллĕн юхăннă çурт-йĕр вырăнне çĕнĕ хваттерпе тивĕçтереççĕ. Ку 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен авариллĕ тесе йышăннă çуртсене пырса тивет. Программа 2025 çулхи авăнăн 1-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Пурăнма юрăхсăр тесе йышăннă 25 çуртра кун кунлакан 753 çынна çĕнĕ хваттерсене ямалла. Программăна 8 муниципалитет хутшăнать: Элĕк, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсем тата Улатăр, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем.

 

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.