Çаврăнăçуллисем укçа перекетлеççĕ
Шупашкарта пурăнакан пĕлĕшĕм Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче ют çĕршыва кайма хатĕрленет. Çавна май вăл нумаях пулмасть ют çĕршыв паспортне илчĕ.
Черетре тăмалла мар
«Вунă çул каяллахипе танлаштарсан халĕ çак документа тутарма чылай çăмăлрах. Ют çĕршыв паспортне илес тесе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электронлă заявлени çыртăм: килтен тухмасăрах, планшета алла илтĕм те. Çак меслет вăхăта çеç мар, укçана та перекетлеме май пачĕ. Электронлă меле суйланăран 5000 тенкĕ мар, 3500 тенкĕ çеç тÿлемелле пулчĕ», — хавхаланса каласа кăтартрĕ пĕлĕшĕм.
Çапла, темиçе çул каялла пĕр-пĕр пулăшупа усă курас тесен çынсен патшалăх учрежденийĕсене ирех кайса черет йышăнма тиветчĕ. Нумайăшĕн вăл е ку документа илес тесе ĕçрен ыйтса кайни те пĕрре мар пулнă. Специалистсен ĕç вăхăчĕ пуçланасса е апат тапхăрĕ вĕçленессе кĕтнине, пĕр пÿлĕмрен теприне çÿренине чылайăшĕ халĕ те астăвать ĕнтĕ. Паянхи кун çакнашкал чăрмавсемпе тĕл пулма тивмест, чылай ыйтăва Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ е патшалăхăн электронлă ытти сервисĕ урлă татса пама май пур.
Пирĕн çĕршывра патшалăхăн электронлă пулăшăвĕсен аталанăвĕ электронлă правительство концепцийĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Электронлă правительствăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче — патшалăх пулăшăвĕсен пахалăхне лайăхлатасси, вĕсене кÿрекен вăхăта чакарасси, ку процедурăсене çăмăллатасси, влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки калакан информаци уççăнлăхне ÿстересси.
Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ çынсене заявлени пама, справкăсем илме, патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма, пурнăçри тĕрлĕ лару- тăрура чи малтан мĕн тумаллине пĕлме май парать. Çак сервисăн лайăх енĕсене Чăваш Енре пурăнакансем те тивĕçлипе хаклаççĕ. Пулăшусене ĕçрен ыйтса каймасăрах е килтен тухмасăрах, онлайн мелпе илме май килни аван-çке. Заявленисене кирек хăш вăхăтра та /канмалли кунсенче, уявсенче, каçхине, çĕрле/ тата вырăнтах /килте, ĕçре, транспортра пынă чухне/ çырма пулать. Нимĕнле черетре те тăмалла мар. Заявленисем мĕнле тăрăмра пулнине те портал урлă тĕрĕслесе тăма май килет: çынсене кашни тапхăрта информаципе тивĕçтереççĕ. Хатĕр документсене палăртнă вăхăтра кайса илмелле, çавăнпа ун чухне те черетре тăма тивмест. Мĕн чухлĕ вăхăт перекетленет.
Портал вăхăта çеç мар, укçана та перекетлеме май парать. 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăхăн темиçе пулăшăвĕшĕн — водитель удостоверенине илесси е улăштарасси, транспорт хатĕрне регистрацилесси, Раççей гражданинĕн тата ют çĕршыв паспорчĕсене илесси, мăшăрланăва регистрацилесси — патшалăх пошлинине 30% сахалрах тÿлемелле. ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енре пурăнакансем 2019 çулăн пĕрремĕш çурринче çак çăмăллăхпа 34 пин ытла хут усă курнă. «30 процентлă çăмăллăхпа усă курас тесен заявление Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ е мо-бильлĕ сарăм /приложени/ урлă памалла, ведомство счет тăратасса кĕтмелле. Патшалăх пошлинине банк карттипе, электронлă енчĕкпе е карас телефонĕн счечĕпе усă курса тÿлемелле. Çăмăллăха тÿленĕ чухне тÿрех шута илеççĕ», — ăнлантарчĕç унта.
Анлă сарăлнисем
Асăннă министерствăра Чăваш Енре пурăнакансем Пĕрлехи портал урлă ытларах çак пулă-шусемпе анлăн усă курнине пĕлтерчĕç: Раççей гражданинĕн тата ют çĕршыв паспорчĕсене илесси, врач патне çырăнасси, ЗАГС органĕсен пулăшăвĕсем, ачана садике черете тăратасси. Çынсем çавăн пекех çак сервис урлă хăйсен пенси тăрăмне тĕрĕслесе тăраççĕ, налук тÿлевĕсем пирки информаци илеççĕ. Унтах налук декларацине пама, транспорт хатĕрне регистрацилеме е учетран кăларма, пурăнакан вырăнта пропискăна тăма, ÇÇХПИ штрафĕсем пирки пĕлме тата вĕсене тÿрех тÿлеме май пур. Аса илтеретпĕр: патшалăх пулăшăвĕсемпе килтен тухмасăрах усă курас тесен çынсен малтан Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле тата çирĕплетнĕ «учетная записе» илмелле.
«Пĕрлехи порталта эпĕ шкулта 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех регистрацилентĕм. Ку сайт питĕ меллĕ, вăхăта перекетлет, нимĕнле черетре те тăмалла мар. Килтен тухмасăрах тĕрлĕ инстанцие йышăнăва çырăнма, налук тÿлеме, ĕç шырама, хваттер туянсан кирлĕ пĕтĕм документа хатĕрлеме, ытти пулăшупа усă курма майсем пур. Çавăн пекех ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн те, тĕслĕхрен, газшăн, тÿлеме пулать. Ку порталти харпăр уйрăм кабинетпа та ĕçлеме меллĕ: тăтăшах кирлĕ ыйтусене /запроссене/ «суйласа илнисен» шутне лартмалла та — вара пĕр евĕрлĕ /стандартлă/ информацие кашнинчех çырма тивмест. Эпĕ çак портал урлă РФ гражданинĕн тата ют çĕршыв паспорчĕсене илтĕм, 30% сахалрах тÿлерĕм. Паллах, эпĕ çакăнпа питĕ кăмăллă», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки Татьяна Лубашкина.
Елчĕк районĕнчи Валериан Иноходов уйрăм предприниматель те Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе тăтăшах усă курать. Унти харпăр уйрăм кабинетне вăл карас телефонĕ урлă кĕрет. «Кун пек тата меллĕрех: уйрăм кабинета кирек ăçта та — çул çинче те, пĕр-пĕр мероприятире ларнă чухне те — «кĕме» пулать», — тет предприниматель.
Сăмах май, Пĕрлехи порталта хăйĕн ĕçне уçма хатĕрленекенсем тата бизнесне ăнăçлăн аталантарса пыракансем валли те усăлли нумай. Вĕсем те унта тĕрлĕ пулăшупа усă курма пултараççĕ. 2018 çулта «Патшалăх пулăшăвĕсем — Бизнес» мобильлĕ çĕнĕ сарăм ĕçлеме пуçларĕ. Ăна хăйсен карас телефонне вырнаçтарнă бизнесменсем планпа палăртнă тĕрĕслев хăçан пулассине, маларахри мĕнпе вĕçленнине тата мĕнле асăрхаттарусем пулнине, ыттине пĕлме пултараççĕ.
Çĕннисем те хушăнаççĕ
Çапла, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне çулсеренех пуянлатса, анлăлатса пыраççĕ, çĕнĕ пулăшусем хушăнаççĕ. Ыйтусемпе хуравсен шучĕ те пысăкланать: сервиспа мĕнле усă курмалла, чăрмавсем сиксе тухсан вĕсене мĕнле татса памалла т.ыт. те. Акă 2018 çултанпа çак портал урлă суйлав вăхăтĕнче сасăламашкăн меллĕ участока суйласа илме пулать. Ку меслетпе /урăхла ăна «Мобильлĕ суйлавçă» теççĕ/ пĕлтĕр — Раççей Президенчĕн суйлавĕнче, унтан пĕрлехи сасăлав кунĕнче — çынсем анлăн усă курнă. Кăçал пĕрлехи сасăлав кунĕнче те /вăл авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртрĕ/ çынсем портал урлă хăйсемшĕн меллĕ участока суйлама тата унти суйлавçăсен шутне кĕртме ыйтса заявлени çырнă.
Обществăшăн питех те пĕлтерĕшлĕ тепĕр пысăк мероприяти — Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — çывхарать. Идентификаципе аутентификацин пĕрлехи тытăмĕнче /ЕСИА/ «учетная запись» пур çынсем 2020 çулта Пĕрлехи портал урлă хăйсем тĕллĕнех интернет-çырава хутшăнма пултараççĕ. Гражданинăн электронлă анкетăна хăйшĕн çеç мар, çемьери ытти çыншăн та тултарма май пур. Онлайн-çырава хутшăнакансене цифрăллă код параççĕ, ăна килсерен çÿрекен çыруçа пĕлтермелле.
Пĕрлехи порталта малашне суперсервиссем те пулĕç. Кăçалхи утă уйăхĕнче суперсервиссен прототипĕсемлĕ пай туса хучĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — патшалăх пулăшăвĕсене илес процеса тата çăмăлрах, ăнланмалларах тăвасси. Вунă заявлени вырăнне пĕрре çеç çырни, ведомствăна пачах кайманни лайăхрах вĕт? Суперсервиссем çакна чăна çавăрма май параççĕ. Тĕслĕхрен, «Ача çурални» суперсервиса хута ярсан вăл ашшĕ-амăшне кирлĕ пĕтĕм документа тата тÿлевсене килтен тухмасăрах илме май парать. РФ Цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх — «Ача çурални» суперсервис документсем хатĕрлес вăхăта 15 минут таран чакарать. «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн — пĕтĕмпе 25 суперсервис хатĕрлеме палăртнă.
Кирек мĕнле япалапа пулăмăн та лайăх енĕсемпе пĕрлех çитменлĕхĕсем те пур. Пĕрлехи порталта ĕçленĕ май тепĕр чухне йăнăшсем е чăрмавсем пулкалаççĕ, çапах вĕсене пулăшу службин специалисчĕсем вăраха ямасăр тÿрлетме тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне çак сервиспа усă курас тесен интернет кирлĕ. Хальлĕхе инçетри пĕчĕк пĕтĕм ялта интернет лайăх тытать теме çук-ха. Çапах çак лару-тăру та кĕçех лайăх еннелле улшăнĕ. «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăри ялсене те пысăк хăвăртлăхлă интернет çитĕ. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. 2021 çул вĕçлениччен Чăваш Енри 238 ял патне 365 километра яхăн оптика илсе çитермелле. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернет çитсен электронлă сервиссемпе усă курмалли майсем татах анлăланаççĕ. Ялсенче пурăнакансем патшалăхăн пĕтĕм пулăшăвĕпе онлайн мелпе усă курма пултарĕç», — тенĕ ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов. Эппин, çынсен пурнăç пахалăхĕ татах лайăхланĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.