Автомагистраль — пĕлтерĕшлĕ стройкăсенчен пĕри
Строительство министерстви кăçал мĕнле пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланă тата пурнăçлама хатĕрленет? Хăйне евĕр тĕпчев ирттерсе республикăри социаллă экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен ТОПне йĕркелерĕмĕр.
Мускава хăвăрт çитме
Ĕненетĕр-и, çук-и: çывăх пуласлăхра Шупашкартан Мускава виçĕ сехетрех çитме пултаратпăр. Мĕнле майпа-ши? Телепорт шухăшласа кăларман-ха, тепĕр тесен, вăл чăн япала та мар. Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ вара чăннипех пулма пултарать! Унăн проектне шăпах хатĕрлеççĕ.
«Мосгипротранс» акционерсен уçă обществин институчĕ хатĕрленĕ пысăк хăвăртлăхлă магистраль проектне халĕ Чăваш Республикинче пăхса тухаççĕ. Улшăнусем кĕртеççĕ. Проект чăнлăха çаврăнас пулсан çĕнĕ чукун çул «Мускав-Хусан- Екатеринбург» маршрутпа тăсăлĕ. Ку Чăваш Енпе епле çыхăннă тетĕр-и? Тÿррĕнех! Хăвăрт пуйăс чăвашсен тĕп хули витĕр те çÿрĕ. Унсăр пуçне магистраль Етĕрне, Шупашкар, Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче выртĕ. Пуйăссем пĕр сехетре 400 километр парăнтарĕç. Çавна май Шупашкартан çĕршывăн тĕп хулине çитмешкĕн 2 сехет те 50 минут кирлĕ пулĕ. Ĕненмелле те мар пек. Халĕ ахаль пуйăспа каяс тăк 13 сехете яхăн çул çинче ирттермелле-çке. Автобуспа — кăшт сахалрах. Пирĕн республикăри чукун çул магистралĕ 115 километр тăршшĕ пулмалла. Ку — РФ Правительствипе «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин пĕрлехи проекчĕ.
Тÿлевлĕ çул
Çул-йĕр пирки сăмах пуçарнă май, унпа çыхăннă тепĕр пĕлтерĕшлĕ хыпара та çырса кăтартмаллах. 2024 çул тĕлне пысăк хăвăртлăхлă трасса хута яма палăртнă. Вăл Мускавпа Хусан хулисене çыхăнтарĕ. Çул тÿлевлĕ пулĕ.
Автомагистрале ытларах йывăр тиевлĕ транспорт валли уçма палăртнă. Унăн проектне хатĕрлемешкĕн çак уйăхра пуçăнмалла. 729 километр тăршшĕне тăсăлакан çатма пек тикĕс çул транспорта пĕр сехетре 120 километран кая мар парăнтарма май парĕ тесе шухăшлаççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă магистраль вĕт! Паллах, ăна тĕрлĕ хула витĕр сарĕç, çав шутра Канашра та. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлура та калаçнă. Регион ертÿçин шухăшĕпе, Чăваш Енĕн укçа-тенкĕ ĕçлесе илмешкĕн май пулĕ. Сăмахран, проекта пурнăçлама хутшăннă çул-йĕр ĕçченĕсемпе строительсен. «Строительсемпе çул-йĕр ĕçченĕсемшĕн çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Автомагистраль пĕлтерĕшлĕ стройкăсенчен пĕри пулĕ», — тенĕ Михаил Васильевич.
Сăмах май, Владимир-Канаш трассăн строительствине вăраха тăсмасăр, 2024 çул вĕçĕччен, пуçлама палăртнă. Магистраль М7 çул çинче пулакан аварисен шутне чакарма пулăшасса шанаççĕ.
Газ кĕртĕç
Атăл леш енче пурăнакансене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерĕç. Ку тĕлĕшпе ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ.
Çак ыйтăва кăçалхи çĕртме уйăхĕнчи канашлура сÿтсе явнă. Хатĕр проектпа килĕшÿллĕн Сосновка поселокĕнче газопровода хута ярĕç. Çавна май нумай хваттерлĕ 9 çурта, 2 котельнăя, больницăпа шкулсене, ача сачĕсемпе клуба газпа ăшăтĕç. Унсăр пуçне администраци çурчĕ, мунча, чиркÿ, суту-илÿ предприятийĕсем... 500 ытла уйрăм çуртра пурăнакансем патне те пăрăхсем тăрăх газ килсе тăрĕ. Палăртмалла: газопровод тăсасси çĕршыври регионсене газпа тивĕçтерес программăпа пурнăçланать.
Яваплă ĕçе пурнăçа кĕртмешкĕн подрядчик пур ĕнтĕ, вăл пулас газопровод трассине пăхса тухнă, геодези тата геологи тĕпчевĕсем ирттернĕ. Трассăсене хатĕрлес ĕç пырать. Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче РФ Строительство министерстви Сосновкăра газопровода хута яма ирĕк панă. Ку ыйтăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тимлесе тăрать. Строительствăна 2021 çулта вĕçлеме палăртнă.
Çĕнĕ кĕпер пулĕ-ши?
Шупашкар хулин юбилейĕ хыçа юлчĕ. Çавах пĕлтерĕшлĕ уявсем унпа çеç вĕçленмен — çитес çул Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитĕ. Пĕлтерĕшлĕ дата тĕлне залив та сăн-сăпатне улăштарĕ: илемленĕ кăна мар, çĕнелĕ те.
Авăнăн 19-мĕшĕнче шăпах çак ыйту тавра строительство министрĕ Алексей Грищенко архитекторсемпе канашланă. Мĕн-мĕн тума палăртнă-ха? Шупашкар çыннисем ыйтнипе Атăл шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер хывас ыйтăва тимленĕ. Паллах, вăл заливра пулĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тата Правительство çурчĕсен картлашкисене çыхăнтарĕ. Çапла палăртнă. Кĕпер — çуран çÿрекенсем валли çеç. Унăн проектне архитекторсем маларах та сĕннĕ-мĕн, анчах пурнăçа кĕмен. Канашлăва хутшăннисем пĕр шухăшлă пулнă: çĕнĕ кĕпер ахальли мар, чăвашлăха сăнлакан арт-обћект пулса тăмалла. Залив варринче куçса çÿрекен сцена ăсталас ыйтăва та хускатнă. Çыран хĕрринче саксем вырнаçтарма пултарĕç.
Вĕрентекен валли — çурт
Шупашкарта вĕрентекенсем валли ятарлă çуртсем çĕклеме йышăннă. Вĕсем çĕнĕ пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕнче, «Гастелло» ятлăскерте, вырнаçĕç. Унта иртнĕ уйăхра савăнăçлă лару-тăрура никĕс янă. Ку проектăн социаллă пĕлтерĕшне уйрăммăн палăртмалла: хваттерсен пĕр пайне «Вĕрентекен валли — çурт» программăпа хута ярĕç.
Пысăк çуртри хваттерсен пĕр пайĕ — педагогсем валли. Çак профессие алла илнĕскерсем пурăнмалли кĕтесе ятарлă, йÿнĕрех хакпа туянма пултарĕç: 1 тăваткал метрне — 38 пин те 500 тенкĕпе. Ыттисемшĕн — 45 пин тенкĕ. Программăна хутшăнас тесен вĕрентекенĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн кадрсемпе ĕçлекен уйрăм çирĕплетнĕ приказ выпискине тата ĕç кĕнекин копине тăратмалла. «Паянхи кун нумай наци проекчĕ пурнăçланать, вăл шутра çынсен пурăнмалли кĕтеспе çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатма пулăшма пултаракан — «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» проект та. Ăна пурнăçланă май çĕнĕ çурта куçма пултарнисемшĕн савăнатпăр», — тенĕ строительство министрĕ Алексей Грищенко «Гастелло» комплексăн никĕсне яма хутшăннă чухне.
Халь никĕс янă вырăнта унччен ача сачĕ пулнине шута илсе социаллă пĕлтерĕшлĕ обћекта упраса хăварма палăртнă: çĕнĕ çуртăн 1-2 хучĕсенче ача сачĕ — 60 вырăнлă ясли пулĕ, «Гастелло» комплексра пурăнас кăмăллисем тупăннă та ĕнтĕ. Хваттере пая кĕрсе пĕрремĕш туянакан — И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ĕçченĕ. Çĕнĕ çурта пурăнма куçнă ятпа хваттер хуçисене тăванĕ-пĕлĕшĕ çитес çулах саламлама пултарĕ.
Асамлă ачасен асамлă хули
Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта тĕпленнĕ çемьесем кăçалхи çурла уйăхне ăшă кулăпа аса илеççĕ пулинех. Уйрăмах ача-пăчаллă мăшăрсем. Шăпах Хула кунĕнче вĕсене пысăк парнепе савăнтарнă — çĕнĕ ача сачĕн алăкĕ уçăлнă. Унта 250 шăпăрлан сукмак такăрлатма пултарать, шăпах çавăн чухлĕ вырăнлăх вăл.
Ача сачĕн ячĕ асамлă — «Чудо град». Ансатрах та чăвашла — «Асамлă хула». Чăннипех ку ята тивĕç садик. Ачасене аталанмашкăн унта йăлтах пур, çителĕклĕ. 13 ирĕк пÿлĕм, спорт тата музыка залĕсем, бассейн, сенсор, психологпа логопед, кружоксен пÿлĕмĕсем... Лифт та пур! Аса илтерер: асăннă микрорайонта халĕ икĕ ача сачĕ ĕçлет. Пĕрремĕшĕ — 140 вырăнлăскер. Çак çулталăк вĕçлениччен тата çитес çул унта тата икĕ ача сачĕ уçăлмалла. Пĕр сăмахпа, «Çĕнĕ хулан» инфра-тытăмĕ курăмлă аталанать, унта строительство «çанталăкĕ» хуçаланать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пепкине асăннă ача садне унта бассейн пурришĕнех ярасшăн. Пĕчĕккисен асамлă хулинче асамлă ачасем аталанса çитĕнĕç.
Республикăри чи пысăк шкул
Вăл та «Çĕнĕ хула» микрорайонта çĕкленет. Виçĕ хутлă пĕлÿ çуртĕнче вĕрентÿ класĕсем çеç мар, ăсталăха аталантармалли пÿлĕм те — скульптура мастерскойĕ — пулĕ. Музей, архив валли вырăн уйăрĕç.
Шкул тăватă блокран тăрĕ. Пĕринче кĕçĕн классем ăс пухĕç, вĕсем валли уйрăм кĕмелли алăк пулĕ. 600 вырăнлăх акт залĕ, 580 çын вырнаçма юрăхлă столовăй — тĕп блокра. Тăваттăмĕш номерлĕ блок ахăртнех чи интересли. Спорт залĕсĕр пуçне унта электрон тирпа мастерской, кил-çурта тытса пыма вĕрентмелли пÿлĕмсем хута яма палăртнă.
«Волжский-3» микрорайонти çĕнĕ шкул та пысăк — 1100 вырăнлăх. Ăна кăçалхи Пĕлÿ кунĕнче уçнă, 1-мĕш класс унта — 12. Пĕлÿ çурчĕн хăйĕн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс пур. Ачасем усăллă канма пултараççĕ. Футболла е волейболла, баскетболла е мини-футболла выляс килет-и? Тархасшăн! Шывра ишме кăмăллакансем те тунсăхламĕç — бассейн пур. Çĕнĕ шкулсенче тĕрлĕ енлĕ аталанмашкăн, сывлăха çирĕплетмешкĕн майсем чылай.