Комментировать

4 Июл, 2014

Çăка çеçкере

Çăка йывăçне халăх авалтанпах юратнă. Унран çурт-хуралтă хăпартнă, пушăт хатĕрлесе çăпата, курăс тунă, вĕрен-пăяв явнă... Юмана чăваш аттепе танлаштарнă пулсан çăкана - аннепе.

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче, утă уйăхĕн пуçламăшĕнче çăка чечеке ларать, унăн тутлă шăрши таврана аякка сарăлать. Шăпах çак тапхăрта унăн сиплĕ чечекне чей тума типĕтсе хатĕрлеççĕ. Унран тунă чее техĕмлĕхĕшĕн çеç мар, сиплĕхĕшĕн те юратаççĕ.

Çăка çеçки чейĕ нерв тытăмне лăплантарать, юна шĕветме пулăшать. Шăнса чирлесессĕн те çăка чечекĕ чăн-чăн пулăшуçă. Вăл лайăх тарлаттарать, сывлав органĕсен чир-чĕрĕн сиенлĕ микробĕсемпе кĕрешет. Пыр шыçсан чечек чейĕпе пыр-çăвара чÿхеççĕ, ингаляци тума юрать. Стоматитпа чирлесен те çăвара чечек чейĕпе çине-çинех чÿхени витĕмлĕ. Шăмăсем сурсан çăка чечекĕн шывĕпе сипленни пулăшать.

Çăка çеçкине пуçтарнă чухне пĕлмешкĕн, типĕтме тунари чечексем нумайăшĕ уçăлнă пулсан пуçтарма юрать. Çак вăхăт вунă куна яхăн çеç. Чечексене çеçке тунипе пĕрлех татмалла. Кăнтăрла, чечексем лайăх уçăлнă чухне, пуçтармалла. Çумăр хыççăн е сывлăм ÿксен пуçтарма юрамасть - унăн пахалăхĕ япăхать.

Çăка çеçки тăкăннă чухне пуçтарни те пахалăхсăр. Унашкалли типĕтнĕ чухне хăмăрланать, хуçăлать.

Çăка чечекне пысăк автоçулсем хĕррипе, завод-фабрика таврашĕнче, хулара пуçтарма юрамасть.

Çăка чечекне типĕтесси, упрасси. Пуçтарнă çеçкене хĕвел лекмен вырăнта типĕтмелле. Духовкăра типĕтес пулсан унти температура 40-45 градусран иртмелле мар. 2-3 кунта чĕр тавар типсе çитет. Лайăх типнĕ чечексем сарăрах тĕслĕ пулаççĕ, вĕсен шăрши кăшт çеç юлать. Тĕрĕс типĕтни чечекре усăллă эфир çăвĕсене, техĕмлĕ шăршине тата кĕсел пек çыпăнчăкне упрама пулăшĕ. Типĕтнĕ çеçкене хут, пустав хутаçсенче упрамалла. Кĕленче е пластик савăтсенче упрани вырăнсăр. Кун пек савăтра чечексен сиплĕхĕ çухалать. Тĕрĕс упранă çăка чечекĕн усăлăхĕ икĕ çула яхăн пырать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.