Комментировать

22 Окт, 2019

Николай ИШЕНТЕЙ: «Çуралман ача сасси» поэмăна хамăрăнни пекех йышăнтăмăр», — теççĕ якутсем…

Чĕлхе аталанаслăхĕ вăл е ку халăхăн литератури мĕнле шайра пулнинчен те килет. Енчен те пĕр халăх литературипе теприсем паллашса, унти ыррине, лайăххине илсе аталанаççĕ пулсан чĕлхе те чĕрĕрех пулать. Эппин, литература хайлавĕсене пĕр чĕлхерен теприне куçарасси — питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Чăваш çыравçисем ку тĕлĕшпе аван ĕçленине палăртмалла — ку чухне тĕнче литературин хайлавĕсене чăвашла та тупса вулама пулать. Шел те, кĕмĕлĕн тепĕр енĕ хальлĕхе тĕксĕмрех-ха. Чăваш çыравçисен произведенийĕсене ытти чĕлхене куçарас ĕç вара пĕчĕккĕн, хăй еккипе кăна пулса пырать.
Çапах та Çеçпĕл Мишшин, Константин Ивановăн тата чăваш литературин ытти классикĕн сăвви-поэмине нумай чĕлхене куçарнине пирĕн вулакан аван пĕлет. Чĕрĕ шăнкăрав пек янăракан «Нарспи» поэмăна Семен Руфов якутла та куçарнăччĕ. 1990 çулта Якут кĕнеке издательстви ăна уйрăм кĕнекен çаптарса вулакан патне çитернĕччĕ.
Нумаях пулмасть Саха-Якут Республикинче пурăнакан калем ăстисем чăвашсен тепĕр хайлавне — Николай Ишентейĕн «Çуралман ача сасси» поэмине саха чĕлхине куçарни пирки хыпарларĕç. Вулаканшăн ку произведени уйрăмах кăсăклă. Шкул программине кĕртнĕшĕн çеç те мар — унта этемлĕхшĕн калама çук пысăк ыйтусене çĕкленĕшĕн. Çав шутра — чĕлхен çивĕч ыйтăвĕсене те. Пурнăçа хÿтĕлеме чĕнекен çак хайлав халĕ якутла та янăрать. Паян эпир унăн авторĕпе Николай ИШЕНТЕЙПЕ калаçăпăр.

Николай Петрович, инçетри якут çыравçисемпе çыхăну йĕркелеме епле май тупрăр?
— Эпĕ мар, вĕсем мана шыранă. Пĕррехинче кĕсье телефонне паллă мар шăнкăрав килчĕ. «Чылайранпа шыратăп сире. Интернет пулăшнипе тупрăмах, — илтĕнчĕ çамрăк çын сасси. — Çак кунсенче атте пурнăçран уйрăлчĕ. Унăн архивне тирпейлеме пуçларăм та хутсем хушшинче чăваш поэми сиксе тухрĕ. Николай Ишентейĕн «Çуралман ача сассине» атте саха чĕлхине куçарнă иккен. Пичете яма та хатĕрленĕ, анчах ĕлкĕреймен. Мĕн тумалла?»
Çыравçă ывăлĕ-иç ку! — тавçăрса илтĕм самантрах. Вăт тĕлĕнтермĕш. «Ашшĕн лавне ывăлĕнех туртмалла», — персе ятăм чĕлхе çине килнĕ сăмаха. Çапла йĕркеленчĕ инçетри регионпа çыхăну.
Юрий Михайлович сăмахĕсемпе каласан, кашни çыравçăн пултарулăхĕ çитнĕ таран вут кăларса ĕçлемелле?
— Поэзи урхамахĕ те вут куçлă пулмалла. Хĕлхем çумне хĕлхем хушса, чун çутине сăваплă вута çавăрса этемлĕхе ача пăрахас амакран тасалма пулăшмалла.
Çапах та кашни хĕрарăма кăсăклантаракан ыйтăва памасăр чăтаймастăп. Николай Петрович, эсир арçын пуççăн епле майпа çуралайман ача сăнарне чĕртсе тăратма пултарнă-ха?
— Капланнă шухăша сăвă йĕркисене куçарнă вăхăтра кун пирки шухăшламан. Çулсем иртнĕçемĕн кăсăклă çак ыйту хама та канăçсăрлантарма пуçларĕ. Тĕпчеме пикентĕм. Хырăмри ача хăйĕн амăшĕнчен те ытларах ашшĕне çывăх тесе ĕнентерет чиркÿ кĕнеки. Хайхи «Турă хĕлхемĕ», ахăртнех, «çĕнĕ кайăк» ăшне ашшĕ урлă кĕрет. Амăшĕн тивĕçĕ вара — ачана ÿтлентерсе çут тĕнчене тĕрĕс-тĕкел кăларасси.
Эппин, тĕпчевçĕсем палăртнă шухăша ĕненес тĕк, хырăмри ача сăнарне арçын çыравçă çеç кирлĕ пек уçса пама пултарнă?
— Аплах çирĕплетме çук-тăр.
Вырăс литературинче çавăн пек тĕслĕх пур-çке. Алексей Варламов «Рождение» повесть çырнă. Иксĕрĕн те хайлавăрсем пĕр вăхăтрах — 1995 çулта кун çути курнă: пĕри «Ялавра», тепри «Новый мир» журналта.
— Алексей Николаевич сумлă ăсчах, философи докторĕ. Хăй вăхăтĕнче Европăра та, Америкăра та лекцисем вуланă. Унăн, паллах, эмбрион пирки хыпар-хăнар çителĕклех пулнă. Эпĕ вăл вăхăтра ялти шкулта ĕçленĕ. Интернет пулман. Пĕтĕм информацие кулленхи пурнăçран илнĕ, хĕрарăм варĕ тĕвĕленекен ачашăн тĕнче çаври вырăнĕнче пулнине тĕшмĕртнĕ.  Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда ГЕОРГИЕВА калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.