Комментировать

3 Июл, 2014

ПИТЕ МАССАЖ ÇАМРĂКЛАТАТЬ

Ансат çак процедурăна кашниех тума пултарать, хăш-пĕр йĕркене шута илмелле кăна. Массажа куллен тусан пĕркеленчĕксем пĕчĕкленеççĕ, иккĕмĕш янах çухалать, типĕ ÿт нÿрелет, çуллă ÿт ытлашши йăлтăртатма пăрахать, сарăлнă тар шăтăкĕсем пĕрĕнеççĕ.

Классика мелĕпе

Ăна пурнăçлама çак мелсене алла илмелле:

nпÿрне вĕçĕсемпе çавра хусканусем туса ачашшăн шăлмалла*

nçăмăллăн çатлаттармалла*

nÿте пусармалла*

nçемçен чĕпĕткелемелле.

Массажа кулленех тумалла. Эрнере пĕрре 30 минут туни кашни кун темиçе минут тунипе танлашаймасть. Сăмсапа тута хутламĕсенчен пуçламалла. Вĕсене çемçен шăлкаламалла та кăштах пусармалла.

nÇăвара уçса «О» сасă каламалла. Çăвара çапла каланă чухнехи пекех тытса тăнă май ÿте тутаран сăмса патнелле шăлмалла. Питĕн ытти лаптăкне массаж тунă чухне те çăвара хупмалла мар - ÿт туртăнарах тăтăр, ан хускалтăр. Çавра хусканусемпе тăнлавсене те шăлмалла.

nÇамкана аялтан çÿлелле, çÿç ÿснĕ тĕлелле массаж тумалла. Çак вăхăтра çăвар хупă пулмалла.

nКуç хупанкисене уйрăмах асăрханса массаж тумалла. Шĕвĕр тата вăта пÿрнесене çыпăçтарса тытмалла та куç хупанкисене питĕ çемçен пусармалла, çÿлти куç хупанкине - куçăн шал енчи кĕтесĕнчен тулашри кĕтесĕ еннелле, аялтине хирĕç май шăлса пымалла.

nЧи юлашкинчен янаха массаж тăваççĕ. Ун çине алăсен пуç пÿрнисене хумалла та янах варринчен хăлхасем патнелле сăтăрмалла.

nŸт типĕ пулсан массажа вĕçленĕ чухне ăна пÿрнесен вĕçĕсемпе кăштах шаккаса тухмалла: янахран пит шăммисем урлă тăнлавсем еннелле, тăнлавсенчен çамка варринелле. Куç таврашĕнчи ÿте тата куç хупанкисене кăшт кăна перĕнсе çемçен шаккамалла.

nПит тулли, ÿчĕ хулăн пулсан массажа чĕпĕтсе вĕçлемелле. Шĕвĕр тата пуç пÿрнесемпе ÿте çемçен çаклатса илмелле те пĕр çеккунтаран ямалла. Янахран пуçласа пит шăммисем, унтан куç хупанкисем патнелле çапла чĕпĕтсе пымалла.

Жаке мелĕпе

Меслете Францири Л. М. Л. Жаке дерматолог тухтăр шухăшласа кăларнă. Вăл мышцăсен пиçĕлĕхĕ чаксан, ÿт япăх тата хулăн пулсан, пÿрлешке, пигмент пăнчисем тухсан уйрăмах усăллă.

Малтанхи темиçе сеанса кашни кун ирттермелле. Унтан эрнере 2-3 хут та çитет. Сеанс вăрăмăшĕ - 10-20 минут. Анчах ÿт çÿхе пулсан 5 минут кăна кирлĕ.

nЖаке массажне тума алăсене тальк сапмалла. Крем, маç, çу сĕрме юрамасть.

nПысăк тата шĕвĕр пÿрнесемпе ÿте классика массажĕн йĕрĕсемпех чĕпĕте-чĕпĕте пымалла. Ÿте çиелтен кăна мар, тарăнрах сийĕсене те витерме юрать.

nЧĕпĕтнине çемçен шăлнипе тата силлентернипе черетлесе пымалла. Массажа классика массажĕнчен ытларах вăй хурса тăваççĕ.

Чей кашăкĕпе

Ку - питĕ хăйне евĕр массаж. Кирек мĕнле кашăкпа та /мельхиор, кĕмĕл, тутăхман металл/ юрать. Массажа малтан сехет йĕппи куçнă май çавра хусканусемпе - хытăрах пусса, унтан хирĕçле çемçен тумалла.

nКрем сĕрнĕ чей кашăкĕсене куç харшисем пуçланнă тĕле хумалла та çавра хусканусемпе тăнлавсем патнелле шуçтармалла.

nКашăксене вĕтетнĕ пăр катăкĕсем ăшĕнче тытмалла та куç хупанкисем çине хумалла. Сивĕ куç хупанкисем тăртаннине, куç айĕ тĕксĕмленнине ирттерет.

nĂшă олива çăвĕ сĕрнĕ кашăкпа мăй кăкĕнчен янах патнелле çавра хусканусемпе сăтăрса хăпармалла.

nĂшă кашăксене кăкăр умĕнчи путăка хумалла та çавра хусканусемпе хул айĕсем патнелле сăтăрмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.