Комментировать

14 Окт, 2019

Ашшĕсем пуçарнипе

2010 çулта Атăл леш енчи вăрмансенче пушар алхасса пысăк сăтăр кÿнине нумайăшĕ ас тăваççех. Шăматкун вара кунта ĕççи вĕренĕ: Ашшĕсен канашĕн пуçарăвĕпе 150 ытла çын йывăç лартма тухнă.
— Акцие пĕрремĕш хут хутшăнатпăр. Ывăл ир-ирех йывăç лартма каясса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Тепĕр вун-вун е çĕр çултан кунта ывăлăмăрпа иксĕмĕр лартнă йывăçсем ешерессе пĕлсе тăни чуна ăшăтать, — тенĕ Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта вĕренекен арçын ача ашшĕ Валерий Миронов.
Çак акци хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать: малтанах Атăл леш енче хырсем кăна лартнă пулсан Ашшĕсен канашĕ тăрăшнипе халĕ кунта 10 пин çăка, юман, кедр, чăрăш евĕрлĕ çемçе лăсăллă йывăç, шур чăрăш вырăн тупнă.
— Акци ирттерес сĕнÿпе ашшĕсем тухрĕç. Чылай çемье хутшăнни, кашниех çак ĕçе тÿпе хывни савăнтарать. Ачасем йывăç лартнине курса вăрмансене упрама вĕренеççĕ. Эпир, ашшĕсем, вĕсене çутçанталăка юратма хăнăхтаратпăр, — палăртнă çак ĕçе йĕркелекенсенчен пĕри, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн членĕ Александр Яковлев.

Вера ШУМИЛОВА

Сap.ru cайтри сăн ÿкерчĕк.

Теги: