Комментировать

3 Июл, 2014

Асăрханăр: çул çинче - туссем!

Автоçул çÿрев йĕркипе килĕшÿллĕн вăрман, уй-хир чĕр чунĕ çул урлă пĕрмай каçса çÿрекен тĕле виç кĕтеслĕ, пăши мăйракиллĕ е урăх чĕрлĕх сăнĕллĕ паллă лартаççĕ.

Унăн çывăхĕнче транспорта вăйлă хăваламалла мар, енлĕк каçма пултарнине асра тытмалла.

Чĕр чун çав паллă мĕне пĕлтернине тĕшмĕртмест. Пурнăçĕшĕн хăш çул шанчăклăрах туйăнать - çавăнта пырать. Пăши мăйракиллĕ паллă вырнаçтарман тĕлтен те енлĕк чупса каçма пултарассине водительсен манмалла мар. Чылайăшĕ çакна пуçра тытман пирки инкеке лекет.

Шăрăхра вăрăм туна, ÿпре-шăна пĕлĕт пек явăнса пăшие, хир сыснине, ытти чĕрлĕхе тапăнать. Вĕсенчен тарса пытанас тесе вăрмантан уçă çĕре тухаççĕ, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçаççĕ. Пĕлтĕр автоçул урлă чупса каçнă чух транспорт 3 пăшипе пĕр хир сыснине тăрăнтарнă. Кăçал 4 пăшипе 2 хир сыснине пырса çапнă, пурте вилнĕ.

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче - умлă-хыçлă виçĕ инкек. Шупашкар çумĕнче - хир сысни, Улатăр тăрăхĕнче - пĕр, Муркаш районĕнче икĕ пăши шар курнă. Водительпе пассажирсем суранланман.

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби руль умĕнче ларса пыракансенчен çĕрле е тавралăха тĕтре хупăрласан тимлĕ пулма, автоçул урлă кирек ăçтан тата талăкăн вăл е ку сехетĕнче чĕр чун каçассине яланах асра тытма ыйтать.

 

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин ертÿçи

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.