Пинсемпе виçекен «ырлăх» миллионсемпе хаклакан çухату кӳрет
Взятка парас-илес йăла обществăра мĕнешкел тарăн тымар янине çавнашкал тĕслĕхсене право хуралĕн органĕсем çине-çинех тупса палăртни куçкĕрет çирĕплетет. Илекеннине хурласа параканнине ырлани вырăнсăр. Взяткăсăр ыйтăва татса пама май çук тени — тÿрре кăларакан сăлтав мар.
Шупашкарта пурăнакан 44 çулти арçынна ачине шкула вырнаçтарассишĕн взятка панăшăн суд тунă. Ленин районĕн прокуратуринчен, судра патшалăх айăплавне хÿтĕленĕскертен, пĕлтернĕ тăрăх, ăна УК 291 статйин 2-мĕш пайĕпе /должноçри çынна курăмлă виçепе взятка пани/ айăпланă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, 2017 çулхи çурла уйăхĕнче вăл тĕп хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени директорне 60 пин тенкĕ панă. Çак тÿлев унăн ывăлне шкула пĕрремĕш класа йышăнас тĕлĕшпе пулма пултаракан чăрмавсене сирме кирлĕ пулнă.
Айăпланакан хăй ыйтнипе тата вăл айăпне туллин йышăннине кура уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе тишкернĕ. Суд ывăлне лайăх шкула вырнаçтарас тĕллевпе саккунпа урлă пулнă ашшĕне 200 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Элĕк районĕнче вара — жанр классики: ПАИ сотрудникне пĕчĕк взятка пама тăнă водитель тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. 31 çулти арçын руль умне ларса хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнмасăрах çула тухнă. Çул-йĕр инспекторĕ çакна асăрхаса ăна чарнă. Хăйне административлă майпа явап тыттарасран хăтăлас шутпа водитель ПАИ инспекторне укçа, 1 пин тенкĕ, парасшăн пулнă. Купюрăна хăйĕн пассажирĕн паспорчĕ ăшне чиксе «адресат» аллине тыттарнă. Анчах пакунлă çын взяткăна илмен, уголовлă ĕç çуралнă. Следстви пырать.
Административлă штраф тÿлетчĕ те — уголовлă яваплăх та пулмастчĕ. Кăшт укçа перекетлес шутпа теветкеллĕ çул суйласа илни яланах тÿрре тухмасть. Халь КоАП статйине пăснăшăн та тăкакланма тивнĕ, çийĕнчен суд умне тăмалла — Уголовлă кодексри штрафсем самай пысăкки паллă. Судпа айăпланса çамрăклах биографие варалани пушшех хакла ларать — ăна укçапа виçеймĕн.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс-служби ăнлантарнă тăрăх, Уголовлă кодекс /290, 291, 291.2 статьясем/ взятка илекене те, паракана та явап тыттарассине палăртать. Коммерци енĕпе сутăн илнине те /204, 204.2 статьясем/ çаплах хаклаççĕ – икĕ ен те яваплă. Взяткăшăн е коммерци енĕпе сутăн илнĕшĕн 15 тата 12 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Çийĕнчен — штраф: саккунсăр хавхалантару тÿлевĕн 70 тата 50 виçи таран. Урăхла каласан, тĕслĕхрен, 10 пин тенкĕпе танлашакан взяткăшăн 700 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Тепĕр тесен, республикăри коррупцин çĕнĕ историйĕнче суд пысăк взятка хапсăннă çынна самай пысăк вăхăтлăха ирĕксĕр хă-варнисĕр пуçне çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх штрафлани те пулнă. Чăн та, çав штрафа ристана çаврăннă чиновник тÿлесе татнă-и — кун пирки истори шарламасть. Çавăн пекех айăплисене 15 тата 6 çуллăха уйрăм должноçсене йышăнма, вăл е ку енĕпе ĕçлеме чараççĕ. Тулли верси…
www.hypar.ru
Николай КОНОВАЛОВ.