«Хыпар» 105 (27538) № 17.09.2019
* 1968 çулта пичетленнĕ «Культура тата пурнăç» журнал ăнсăртран алла лекрĕ. Анастасия Воронова çырнă «Хресчен ачисем» статьяпа интересленсе паллашрăм. Унта Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнчи Анна Петровнăпа Семен Алексеевич Марковсен ачисем çинчен каласа кăтартнă. Коллективизаци çулĕсенче Марковсен çемйине репрессиленĕ пулнă. Çичĕ çынран тăракан кил-йыша Архангельск облаçне янă. Марковсем пуç усман, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пынă. Пур ачи те ссылкăран таврăнсан аслă пĕлÿ илнĕ, пысăк çитĕнÿсем тунă. Çÿлерех асăннă статья кун çути курнăранпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ ĕнтĕ. Марковсен ачисен шăпи мĕнлерех-ши? Кун пирки Анна Петровнăпа Семен Алексеевичăн кĕçĕн ывăлне, паллă педагога, профессора, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 20 çул ректорта ĕçленĕ Анатолий Маркова каласа пама ыйтрăмăр.
("Ачисене вĕрентессишĕн атте ĕнине сутнă". Роза ВЛАСОВА)
* Сунар объекчĕ шутланакан вĕçен кайăксене сунар правилисемпе килĕшÿллĕн пăшалтан персе тата йытăпа тытмалли тапхăр пырать. Унта Шупашкар районĕнчи Çатракасси ялĕнче пурăнакан ăста сунарçă Николай Кириллов та хутшăнать. Вăл сунарçă калавĕсемпе паллаштарма килĕшрĕ.
— Кĕрхи сунара çурлан 16-мĕшĕнче акарçăсемпе пĕрле Йăршшу юхан шывĕ хĕрринче, Шупашкар районĕнчи Попой ялĕн çывăхĕнче, уçрăмăр. Пĕрремĕш кун пилĕк кăвакала çеç персе антарма май килчĕ. Сахал вĕçрĕç. Сунарçăсем вуннăнччĕ. Кашнине пĕрер те çитмерĕ. Апла пулин те вучах йĕри-тавра вырнаçса, ашне пĕçерсе калаçса лартăмăр. Йăршшура кăвакал йышлă мар. Атăл йăлăмĕпе Сăр çинче эпĕ кунне темиçе те персе антарни нумай пулнă. Пĕррехинче, ирхине, Сăр тăрăхĕнче умлăн-хыçлăн — вун иккĕ.
("Вилнĕ сысна тăчĕ те тарчĕ. Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă)