Комментировать

10 Сен, 2019

Сакăр çынна улталанă

Çу варринчех полицие республикăра пурăнакансен банк картти çинчен укçа-тенкĕ вăрлани çинчен ыйтусем килме тытăннă. ШĔМ ĕçченĕсем çакна тĕпчесе пĕлнĕ: вĕсем маларах интернетри сайтсенче япала сутассипе çыхăннă пĕлтерÿсем вырнаçтарнă иккен. Ултавçă япала туянасшăн пек пулса укçа-тенкĕ куçарма тесе банк карттин реквизичĕсене, тепĕр енчи вăрттăн цифрăсене ыйтса пĕлнĕ. Кăшт вăхăт иртсенех сутуçăсен карттинчи укçа-тенкĕ çухалнă.

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче ШĔМĕн полицин 3-мĕш уйрăмне 42 çулти Шупашкар çынни пынă, ултавçă аллине çакланнине пĕлтернĕ. Банк карттин реквизичĕсемпе тепĕр енчи цифрăсене ют çынна пĕлтернĕскер пĕр пин çурă тенкĕ çухатнă. Вăл кăна мар, ултавçă çапла майпа республикăри 8 çынна шар кăтартнă, 100 пин ытла тенкĕ йăкăртнă.

Полици ĕçченĕсем çак усал ĕçе Калуга облаçĕн çынни тунине тупса палăртнă, уголовлă ĕç пуçланă. Преступлени çулĕ çине тăнă çамрăк вăрланă укçан пĕр пайне тăкакласа ĕлкĕреймен, ăна шар курнă çынсене тавăрса пама май килнĕ.

Рубрика: