Комментировать

9 Сен, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 34 (1109) № 07.09.2019

* Ача чухне такам пулма та ĕмĕтленетпĕр эпир. Летчик, артист, ташăçă, вĕрентекен, тухтăр, полици ĕçченĕ... Кун-çул анлă сукмакĕ çине тухсан хăшĕ хăй палăртнă профессие чăннипех алла илме пултарнă, хăшĕ... Çунатлантаракан ĕмĕте тултарайманни камăн-камăн та, ача садĕнче ĕçлекен воспитательсен кăмăлне хуçаймĕ. Ара, вĕсем шăпăрлансемпе пĕрле тĕрлĕ вăйăра, спектакль-концертра, ытти мероприятире кирек кама та çаврăнма пултараççĕ вĕт! Паян ачасемпе пĕрле юрлаççĕ, ыран юмахри сăнара калăплаççĕ, виçмине çул-йĕр инспекторне евĕрлеме те черет çитĕ. Чăн та, тĕлĕнмелле кăсăк профессие суйланăшăн ăмсанма та пулать пек вĕсене. Анчах ют ачасемшĕн хăвăннисенчен те ытларах яваплăх туйса кашни шăпăрлана чун ăшши парнелесси, вĕсен кăмăл-туйăм тĕнчине шута илсе ÿсĕмпе шайлашуллă аталантарасси кашнинченех «пиçмест». Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача-пăча сачĕн воспитателĕ Антонина ЮНАТАНОВА вара ачасемпе ĕçлемех çуралнă тейĕн. 2019 çулта республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен хушшинче иртекен йăлана кĕнĕ ăмăртура ахальтен мар «Çулталăк воспитателĕ» сумлă ята тивĕçрĕ вăл.

— Çамрăк, анчах халех мĕн тери пултаруллă — саламлатпăр çĕнтернĕ ятпа, — тĕл пулсан сăмах пуçартăм Антонина Анатольевнăпа. — Манăн кăна мар, пирĕн ĕç ушкăнĕн «çимĕçĕ» вăл. Пурин тÿпи те пур кунта. Конкурса тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Коллектив тĕрлĕ шайри ăмăртусене тухас умĕн яланах тимлĕ. Эпĕ ирттерекен мероприятисене сÿтсе явнă май кашни вак-тĕвеке тишкереттĕмĕр. Чăн та, ăнăçăва çывхартма хамран килнĕ самант та пулчĕ: кăтартуллă мероприятисенче хумханмарăм. Ачасемпе лăпкăн ĕçлерĕм, çырма ларсан чун тĕпĕнчи сăмахсене шăрçаларăм. Сăмах май, суйлама икĕ тема пачĕç. Эпĕ ачалăх çинчен, вăл хĕвеллĕ Узбекистанра иртни пирки кăсăклă çырса кăтартма тăрăшрăм, — аса илет пысăк çитĕнÿ патне утăмăн-утăмăн çыв харнине ача сачĕн ĕçченĕ.

(Виçĕ пăхаттир амăшĕ хĕр шырама хатĕр. Ирина ИВАНОВА)

* Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Андриян Николаевăн хĕрĕпе мăнукĕ — Елена Андрияновнăпа Андриян, Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Александр Баландин, Раççей Геройĕсем Павел Виноградов, Николай Гаврилов тата ыттисем хутшăнчĕç. монавт пек кĕрсе юлнă Андриян Николаев пирĕн хушăра çук пулин те унăн сăваплă ячĕ-сумĕ — ĕмĕрлĕх. Мухтавлă ентешĕмĕрĕн чăваш халăхне тĕнче шайĕнче палăртнă ырă çитĕнĕвĕсене асра тытса ăруран ăрăва куçарса пырас тĕллевпе космонавт çуралнă кунне сумлăн пал-лă тăвасси йăлана кĕчĕ те. Михаил Игнатьев килсе çитнĕ хаклă хăнасене чунтан тав турĕ. Пĕр кунта Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсем çиччĕн пухăнни хăех тĕлĕнмелле маттур ентешĕмĕре, чăваш халăхне сума сунине палăртни пирки пусăм турĕ.

(Çынлăхĕ - пуриншĕн те тĕслĕх. Ирина ИВАНОВА)

Пурăннă пулсан Николай Степанович 95 çул тултаратчĕ. Анчах вăл çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа 10 çул иртрĕ. Çак кунсенче унăн çывăх çыннисем,

ĕçтешĕсем, пултарулăхне сума сăвакансем театра ас тăвăм каçне пухăнчĕç. Вĕсем паллă артистпа çыхăннă самантсене куç умне кăларма пулăшрĕç. «Пушкин сăнарне шанса панине пысăк чыс вырăнне хутăм. Театр кураканĕ умĕнче чыслă курăнас тесе Пушкинпа Бичурин чăваш çĕрĕ çинче Октябрьскинче, унччен Ĕсмелте, пулнă самантсене тĕпчес тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕм пулмалла. Ас тăватăп-ха, Пушкин сцена çине тухнă-тухманах залри халăх тăвăллăн алă çупатчĕ», — хăйĕн сăнарĕсем тавра сăмах пуçарсан Николай Степанович çакнашкал калани çырăнса юлнă.

(Николай Степанова курсанах алă çупнă. Марина ТУМАЛАНОВА)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.