Комментировать

12 Дек, 2013

«Юрма»: çĕнĕ завод хута кайрĕ

Вунă çул каялла Шупашкар районĕнчи панкрута тухнă кайăк-кĕшĕк фабрики вырăнĕнче «Юрма» агрохолдинг» ООО йĕркеленчĕ. Владимир Ермолаев гендиректор ăста та пултаруллă ертсе пынипе вăл çултан-çул аталанса хăйĕн ĕçне-хĕлне Улатăр хулипе Чĕмпĕр облаçĕ таранах сарнă. Виçĕм кун тулли мар яваплă обществăра чăх ашĕ тирпейлекен çĕнĕ завод хута кайрĕ.

Савăнăçлă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, завод цехĕсемпе паллашрĕ. Хăй республикăн ял хуçалăх министрĕ пулнă çулсенче Владимир Федорович усламçа агрохолдинг тумашкăн шикленмесĕр тытăнма сĕннине, инвестици проекчĕсене ăнăçлă пурнăçласса шаннине аса илчĕ.

«Юрма» агрохолдинг - ЧР агропромышленноç комплексне курăмлă тÿпе хывакан нумай отрасльлĕ организаци. Вăл çăмарта, аш-какай туса илет, кайăк-кĕшĕк /чăх, хур/ çитĕнтерет, органика удобренийĕ хатĕрлет.

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçланă май «Кайăк-кĕшĕк комплексне модернизацилесси» /хакĕ 2200 млн тенкĕ/ тата «Ăратлă 950 сысна ами валли ферма тăвасси» /750 млн тенкĕ/ инвестици проекчĕсене çине тăрса пурнăçлать. Çак проектсене агрохолдинг Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнипе ĕçе кĕртнине банкăн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская пайăррăн палăртрĕ.

Асăннă малтанхи проектпа килĕшÿллĕн 2007-2013 çулсенче 1,5 млн чăх тытмалăх 20 вите, 20 пин хур усрамалăх ферма, инкубатори, Улатăрта сехетре 40 тонна комбикорм хатĕрлекен завод, Лапсарта сехетре 6 пин чăха пусса тирпейлекен завод тунă.

Иккĕмĕш проектăн производство хăвачĕ çулталăкра 12 пин пуç сысна çитĕнтернипе е 5 пин тонна аш-какай туса илнипе танлашать. Ферма Патăрьел районĕнче вырнаçнă.

ООО гендиректорĕ Владимир Ермолаев ĕçлĕ тĕл пулура агрохолдинг çулсерен çĕкленсе-аталанса пынипе паллаштарчĕ. Агробизнеса ку таранччен 3375 млн тенкĕ хывнине, Ульяновск облаçĕнче обществăн 12646 гектар çĕр пуррине, ял хуçалăх техники /150 млн тенкĕлĕх/ 20 единицăна çитнине, çавăн пекех Шупашкар районĕнче 1340 гектар лаптăка арендăна илнине палăртрĕ. Агрохолдинг продукци хăй хаклăхне йÿнетес тĕллевпе харпăрлăха куçарнă уй-хирте тĕш тырă çитĕнтерет. Улатăрта ăна 20 пин тонна упрамалăх вырăн хатĕрленĕ.

Кăçалхи 11 уйăхра «Юрма» 136,6 млн штук чăх çăмарти туса илнĕ, пĕлтĕрхи шайран чакман. Лапсарти объекта реконструкциленĕ тата строительство ĕçĕ малалла пынине пула кайăк-кĕшĕк ашĕ 2012 çулхи çак вăхăтринчен кăшт сахалрах туса илнĕ - 10,8 пин тонна. Çав вăхăтрах чăх-хур йышĕ раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 28,9% ÿснĕ, 1463 пин пуçа çитнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа халăха 2134,4 пин кайăк-кĕшĕк сутнă, пĕлтĕрхинчен 29,6% ытларах.

Тулли мар яваплă обществăра 750 çын ĕçлет, уйăхри вăтам шалу 15500 тенкĕпе танлашать.

Инвестици проекчĕн иккĕмĕш тапхăрне пурнăçласа 3 пин тонна хатĕр продукци упрамалли цех /хакĕ - 230 млн тенкĕ/, сменăра 25 тонна аш тирпейлемелли цех /400 млн т./, Улатăрти комбикорм завод территорийĕнче 46 пин тонна тырă упрамалли элеватор /210 млн т./, çулсерен 40 пин тонна аш туса илмешкĕн агрохолдингăн Шупашкарпа Лапсарти производство вырăнĕсене реконструкци тумалла. Çавăн пекех суту-илÿ сетьне малалла аталантарса сармалла, кайăк-кĕшĕк каяшне тирпейлесе вырнаçтармалла. «Юрма» ОООн ĕç çителĕклех. Проекта йăлтах пурнăçлама 5500 млн хушма нухрат кирлĕ.

Çĕнĕ завод уçнă çĕре хула-район администраци пуçлăхĕсем те пынă. Михаил Игнатьев: «Республикăра пĕр проекта та хута яман районсем те пур. Теприсен тытăнсан та ĕç тухмасть», - терĕ. Çав вăхăтрах вăл Владимир Ермолаевран тĕслĕх илсе инвестици проекчĕсене ăнăçлă пурнăçлама вĕренмешкĕн систерчĕ.

Республика Пуçлăхĕ журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Раççей ВТОна кĕни кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсене продукци калăпăшне ÿстерсе унпа потребительсен кăмăлне рынокра туллинрех тивĕçтермеллине палăртрĕ. «Çĕнĕ производствăна пула эпĕ республикăра аш-какай калăпăшĕ 2014 çултах ÿсессе шанатăп», - терĕ.

 

Валентин ВАСИЛЬЕВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.