Комментировать

2 Июл, 2014

Кун йĕркинче - каяшсене тирпейлесси

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕнер Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Шупашкар районĕн йăлари хытă каяшсене тирпейлекен тата утилизацилекен пĕрлехи тытăмне йĕркелес ыйтупа канашлу ирттернĕ.

Унта строительство министрĕ Олег Марков, çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Юшин, Тариф службин ертÿçи Альбина Егорова, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен пуçлăхĕсем, «Спецавтохозяйство» АУО директорĕ Юрий Малов хутшăннă. Канашлура çавăн пекех Мускаври «Каяшсемпе ĕçлесси» АХО представителĕсем, ĕнер ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе муниципалитетсен каяшсене тирпейлекен пĕрлехи тытăмĕн строительстви çинчен калакан килĕшĕве алă пуснăскерсем, пулнă.

Канашлура палăртнă тăрăх - асăннă тытăма виçĕ çулта туса пĕтермелле. Мускав компанийĕн çак проекта хывакан инвестицийĕсене 750 млн тенкĕ шайĕнче хаклаççĕ. Çулталăкра 100 пин тонна каяш йышăнма пултаракан полигон, çулталăкра 150 пин тоннăран кая мар каяшсене сортлакан комплекс пулĕ. Промышленноçри тата йăлари мĕн пур каяшăн 80% таран пайне тирпейлесе сиенсĕрлетни тавралăха кÿрекен сиенлĕ витĕме палăрмаллах чакарассине, республикăра пурăнакансен йышĕн çурринчен пысăкрах пайĕн экологи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене татса парассине тивĕçтерĕ.

«Каяшсемпе ĕçлесси» АХО представителĕ Павел Бесшапов палăртнă тăрăх - çак обществăн унашкал проектсене концесси условийĕсемпе пурнăçланин опычĕ пур ĕнтĕ. Йăлари хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă килĕшÿсене компани Саратов, Чул хула, Волгоград, Архангельск, Мурманск облаçĕсемпе тунă.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.