Комментировать

2 Июл, 2014

Патшалăх пуянлăхне пушартан сыхлар

Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вут-çулăм вăрмана хыпса илсе тăкак кăтартасран сыхласси.

Пушартан асăрханмалли çуллахи тапхăра ирттерме министерство çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн хатĕрлентĕмĕр. Вун пĕр вăрманлăх учрежденийĕн вут-кăварпа кĕрешмелли планне пăхса тухса çирĕплетрĕмĕр. Вăрман пушарне сÿнтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли пĕрлехи мероприятисене РФ Вăрман хуçалăхĕн агентствипе килĕштертĕмĕр, вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ çирĕплетрĕ. Вут-çулăма çийĕнчех парăнтарас, инкек сăлтавне, вăрман фондне сăтăр кÿнисене тупса палăртас тĕллевпе федераци тата республикăн тивĕçлĕ органĕсен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли йĕркене пăхса тухрăмăр, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министерствин республикăри тĕп управленийĕн, ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пурлăх никĕсĕпе специалисчĕсене вут-кăварпа кĕрешме епле явăçтарассине уçăмлатрăмăр.

Вăрманта, унăн çывăхĕнчи уйра, улăх-çаранра вирт кайнине, хăрăк-харăка вут хыпнине е чăтлăх-вĕтлĕхре çулăм сарăлнине çийĕнчех асăрхаса «хĕрлĕ автанпа» кĕрешекенсене пĕлтерекенсене çÿреме 203 çул пăхса хутăмăр. Вăл 5,3 пин çухрăма тăсăлать. Пушар сÿнтерекенсен ирĕклĕ 65 дружинипе ертÿçине, унта çырăннă 367 çынна «хĕрлĕ вăкăра сăнчăрлама» вĕрентсе хатĕрленĕ. Пушар техникине ĕçлеттерме çунтармалли-сĕрмелли япала 39 тонна саппасланă. Вут хыптарас хăрушлăх пысăк кунсенче «СкайМир» авиакомпани самолечĕпе республика вăрманне пăхса çаврăнаççĕ. Унпа 539 пин тенкĕлĕх килĕшÿ турăмăр. Ăна ЧР хыснинчен уйăрĕç. Вăл самолета 30 сехет вĕçмелĕх.

Министерствăна пăхăнакан хысна учрежденийĕсем, федераципе республикăн çÿлте асăннă органĕсем вăрманлăхсенче графикпа килĕшÿллĕн вут-кăварпа кĕрешме вĕренеççĕ. Вăрман çунма пуçласан пĕр регион тепĕрне пулăшасси пирки Чăваш Ен, Мари Эл, Мордва, Тутарстан, Чул хула тата Чĕмпĕр облаçĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Пушар сÿнтермелли меслете ятарлă программăпа 380-ăн хăнăхрĕç. Ял-хулара, çул хĕррине, вăрман фончĕн çĕрне, ешĕллĕхе вут-кăвартан хÿтĕлеме çынсене чĕнсе каланă 67 пĕлтерÿ вырнаçтарнă.

Вăрманта пушар сÿнтерекенни - ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Вăрман пушарĕпе кĕрешекен служба» хысна учрежденийĕ. Сÿнтерме ăна ятарлă лицензи панă. Вăл патшалăх хушăвне пурнăçлать. Çавнашкал лицензи федерацин «Сăрçи» заповедникĕн тата «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн пур. Пирĕн службăн диспетчер пункчĕ çĕрĕн-кунĕн ĕçлет.

Иртнĕ 3 çулта службăн пурлăх никĕсне тĕреклетрĕмĕр. Ăна паянхи пурнăç ыйтакан техникăн 61 хатĕрне шанса патăмăр. Вĕсене туянма федераци бюджетĕнчен - 25 млн, республика хыснинчен 75 млн тенкĕ куçарнă. Хальхи вăхăтра служба уйрăмĕсенче ГАЗ, ЗИЛ, Урал автомобильсем çинчи цистернăсем, ЗИЛ-131 автомашинăсен шыв уçлакан станцийĕсем, вăрмана вут хыпса илнине пĕлсенех пушарпа кĕрешекенсене систерекен 21 ушкăн, кустăрмаллă 20 тата гусеницăллă 4 трактор, кирек хăш вырăнта та çÿреме пултаракан машина, пĕр бульдозер кирек хăш самантра та пушар сÿнтерме хатĕр.

Иртнĕ çулсенче министерствăпа ăна пăхăнса тăракан учрежденисем вут-çулăмран сыхланмалли тапхăра начар мар хатĕрленчĕç. Çавăнпа инкек вăрмана пысăк тăкак кÿреймерĕ. 2011 çулта - пĕр, 2012 çулта 9,08 гектар лаптăкра пушар тухрĕ: фонда тăкак кăтартаймарĕ. Пĕлтĕр те сăтăрлаймарĕ. Раççей Вăрман хуçалăхĕн агентстви Чул хулара ирттернĕ канашлура пĕлтĕр федерацин Атăлçи округĕнче икĕ регион çеç - Чăваш Енпе Тутарстан - вăрмана пушартан ăнăçлă сыхланине палăртрĕç.

Кăçал вăрмана - 7, вăл шутра министерство пăхса тăраканнине /0,86 гектар/ 3 хутчен вут хыпрĕ. Министрсен Кабинечĕн çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çав кунранах республикăра вăрмана вут-çулăмран сыхламалли лару-тăру туса хунă. Чăтлăх-вĕтлĕхе çынсене, транспорта кĕме, вучах чĕртме чарнă.

Министерствăн патшалăх инспекторĕсен, Шалти ĕçсен министерствин, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министерствин республикăри тĕп управленийĕн, ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ятарласа йĕркеленĕ ушкăнĕсем кану тата уяв кунĕсенче çын йышлă çÿрекен, çавна пула пушар тухма пултаракан вăрман хĕррисене пăхса çаврăнаççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин, ăна пăхăнакан учреждени ĕçченĕсем çынсене шăрпăкпа асăрханмасăр усă курнăран, пирус тĕпне сÿнтермесĕр типĕ курăк е хăрăк турат çине пăрахнăран, вучах чĕртнĕрен, ăна сÿнтерсе хăварманран, ытти сăлтава пула пушар тухассине ăнлантараççĕ, унран сыхланма йыхăраççĕ.

Вăрман пушарĕнчен сыхланмалли йĕркене «Хыпар» хаçата вулакансене те пăхăнма чĕнсе калатăп. Вăрмана, унăн таврашĕнчи хавтана /типĕ курăка/, хăрăк-харăка вут хыпнине асăрхасанах Вăрман пушарĕпе кĕрешекен службăна 8/8352/40-24-00 е вăрмана сыхлакансене тÿртен 8/800/100-94-00 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатăп.

 

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ,

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.