Аммонитсен королĕ
Инçетри чăваш ялĕнче, Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Первомайскинче, çуралса ÿснĕ Василий Митта - палеонтологире Çĕр чăмăрĕ çинчи ертсе пыракан тĕп специалистсенчен пĕри. Ку ĕç ăна нумай миллион тенкĕ кÿмен, çавах вăл ăсчах пурнăçĕпе кăмăллă. Мĕншĕн тесен хавхаланса кăсăкланакан ĕçе парăннă.
- Василий Вингерович, палеонтологи кулленхи пурнăçпа хăш енĕпе те пулин çыхăнать-и?
- Хальхи вăхăтрине тишкерме тата пуласлăхрине курса тăма пирĕн иртнинчине пĕлмелле. Кунсăр пуçне палеонтологи геологире, çĕр сийĕсене сирнĕ чух, кирлĕ. Вăл биологипе геологи чиккинче. Çавăнпа палеонтологсенчен пĕрисем биологи, иккĕмĕшсем геологи-минералоги енĕпе ăслăлăх степеньне тивĕçеççĕ. Палеонтолог-биостратиграф геологи сийĕсем хăçан йĕркеленнине палăртать тата вĕсене, тĕрлĕ районтине, танлаштарать. Сийсем хăш вăхăтра хывăннине уçăмлатни нефть, газ, ытти чĕр тавар шыранă чух кирлĕ.
- Эсир палеонтологие нефть, газ, ытти чĕр тавар шырама суйласа илнĕ-и?
- Эпĕ вăтам шкул пĕтерсен ăçта вĕренме кĕрессине палăртнă чух атте е геологи, е географи терĕ. Хăй Хусан университечĕн географи факультетне пĕтернĕ. Çавăнпа унăн çулĕпе кайма шут тытрăм. Анчах Хусана мар, Мускава çитрĕм: Ленин ячĕллĕ патшалăх педагогика институчĕн географи-биологи факультетне кĕтĕм. Пĕрремĕш курс хыççăн эпир Тарус хулинче практикăра пултăмăр. Пире чулпа кăмрăк йĕркеленнĕ тапхăрăн сийĕсене кăтартрĕç. Мана чул чăмак шырама килĕшрĕ, анчах преподаватель: «Эс Чăваш Енрен-и? Санăн мĕн унта? Юра-и? Тăван тавралăха тĕпчеме санăн карбонпа мар, Юрăпа туслашмалла», - терĕ. Çапла вара эпĕ Юра тапхăрĕнчи чаваланмăшсемпе кăсăкланма тытăнтăм. Куншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп.
- Спилберг пире кăтартнă динозаврсем Юра тапхăрĕнчен-и?
- Динозаврсене палеозоологсем тĕпчеççĕ. Вĕсен Кювье француз пек шухăшламалла. Шăмă тупрăн тăк: «Вăл кÿлепен хăш кăкĕнчен тăпăлтарăннă-ши?» - тесе пуç ватмалла. Мана вара Çĕр чăмăрĕн историйĕн геологи пайĕ - биостратиграфи - астарать. Эпĕ аммонитсене шыраса чакаланатăп. Аммонитсем - пуçлă-ураллă йĕм пĕлчĕксем /моллюсксем/. Лайăх аталаннăшăн вĕсене «тинĕс примачĕсем» теççĕ. Вĕсем пурă тапхăрĕн вĕçĕнче динозаврсемпе пĕрлех вилсе пĕтнĕ. Ытти тупмăшран хăйсен геологи çулне питĕ лайăх палăртма май пуррипе кĕреттĕн уйрăлса тăраççĕ. Мезозой тапхăрĕнче /мезозойская эра/ тинĕс чĕрлĕхĕн чи хăвăрт аталаннă /эволюциленнĕ/ ушкăнĕ пулнă. Пĕр тĕсĕ сахал - 100 пин çула яхăн çеç - пурăннă. Геологи тĕлĕшĕнчен пăхсан ку нумай мар. Аммонита тишкерсен унăн ăшлăхĕ хăçан тĕвĕленнине тĕп-тĕрĕс калама пулать. Ăна Мускав хăйăрĕнчен, Англи тăмĕнчен е Тибет акшарĕнчен кăларни пĕлтерĕшлĕ мар.
- Институт пĕтерсен ăçта вырнаçрăр?
- Тăван Чăваш Ене ĕçлеме ячĕç. Шкулта ачасене икĕ çул вĕрентрĕм те Мускава таврăнтăм. Мана тÿрех Пĕтĕм Раççейри геологипе нефть ăслăлăх-тĕпчев институтне илчĕç. Унта 18 çул ĕçлерĕм. Ытларах Вăтам Азие тĕпчерĕм. Туркменипе Узбекистан тăвĕсем çинчи кăсăклă экспедицисем асăмра юлчĕç. Çуллен ик-виç уйăхлăха тухса каяттăмăр. Е ака-çĕртме уйăхĕсенче, е çурла-юпа уйăхĕсенче сăртсем çинче ирттереттĕмĕр.
- 90-мĕш çулсем çитрĕç те - Раççей ăслăлăхĕ юхăнма тытăнчĕ...
- Çапла. Пирĕнтен нумайăшĕ харăсах икĕ вырăнта ĕçленĕ.
- Ĕçтешĕрсенчен чылайăшĕ ăслăлăхпа яланлăхах сыв пуллашнă, тупăш ытларах кÿрекен çĕре куçнă...
- Эпĕ халĕ 51 çулта. Тантăшăмсенчен ăслăлăхра арçын нумай мар, палеонтологире пушшех сахал. Чылайăшĕ специальноçа улăштарчĕ.
- Эсир мĕншĕн пăрахса каймарăр?
- Тен, ăслăлăхсăр пурăнма пултараймарăм. Манăн телее, ноутбуксем çав çулсенчех пулнă. Ĕç пÿлĕмĕнче çеç мар, кирек хăш вырăнта та тăрмашнă. Вăхăт иртнĕçемĕн мана пĕтĕм тĕнче ăслăлăхĕнче пĕлекен пулчĕç. Унтанпа Францире, Германире, Швейцарире, Венгрире, Польшăра, Англире, Австрире, Японире, Китайра, Тибетра, Тунисра, ытти çĕр-шывра пулса куртăм.
- Тепĕр майлă каласан сирĕншĕн ĕçрен киленĕç илесси тĕпре мар-и?
- Çапла, ун пек калама та юрать. Тепĕр чухне йывăрлăха çĕнтерме чăлханса ларнă çăмхана сÿтессишĕн тĕрмешнĕ чухнехи пек хăтланатăн та иккĕленетĕн: «Мĕн тума аппаланатăп-ха? Вăл саншăн тата тĕнчери вунă çыншăн кăна кăсăклă-иç». Чăрмава пĕтеретĕн те тăххăрăш сана хавхалантарас тесе ал çупнине туятăн. Ахăртнех, ăслăлăхра мана çак туйăм тытса тăрать. Ĕçтешĕмсенчен чылайăшĕ пĕр сăмах та шарламасть. Çырăвĕсенчен, тĕл пулсан мана тинкерсе пăхнинчен, еплерех ал тытнинчен вĕсем ман ĕçе вуланине тата эп çирĕплетнипе килĕшнине туятăп. Ку маншăн - чи лайăх парне.
- Палеонтологи ăслăлăхĕнче çĕннине час-часах уçаççĕ-и?
- Унти чăн-чăн тĕлĕнтермĕшсем тĕнчене кисретме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, эпир тупнă япаласем Вăтам Юра тапхăрĕнчи тинĕссен палеогеографине, конфигурацине çĕнĕлле хак пама пулăшрĕç. Арктикоцерас аммонитсем пур. Вĕсем арктика тĕсĕнчен. Кейзерлинг граф 1846 çулта арктикоцерассене чи пирвай пирĕн патра Печора бассейнĕнче тупнă. Каярахпа вĕсене çÿлерехри широтасенчи районсенче – хĕвел тухăç Гренландире, Аляскăра, Çурçĕр Çĕпĕрте - уçнă. 2000 çулта Саратов хули таврашĕнче - Лондон широтинче! - куç тĕлне пулчĕ. Ĕненмелле мар пек. Çулпа манран аслăрах хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем малтан: «Ку фантастика!» - терĕç.
- Палеонтологири пĕр-пĕрин хушшинчи тупăшу шайĕ пысăк-и?
- Ăслăлăхра çĕнсе илнĕ хисепе яланах çирĕплетсе тăмалла. Кăсăклă статьясем пичетлесе кăларма пăрахнисем майĕпен манăçа тухаççĕ. Мана пăрахăçа кăларма иртерех-ха, мĕншĕн тесен эпĕ пухнă материалсем 2,5 çын пурнăç тăршшĕнче тишкермелĕх те пур.
- Юра тапхăрĕнчи аммонитсем тĕлĕшпе эсир вунă çул каяллах пилĕк тĕп специалистран пĕри пулнă теççĕ...
- «Гамбург шутлавĕпе» килĕшÿллĕн çак йыша мана та кĕртессе шанатăп. Раççей Ăслăлăхĕсен академийĕн палеонтологи институчĕн ертсе пыракан специалисчĕсем харпăр хăй енĕпе тĕнче палеонтологийĕнче чи çÿлти вырăна йышăнаççĕ. Чăн та, халĕ пĕрремĕш картлашка çинче никам та çук: Джон Калломон çулталăк каялла пурнăçран кайрĕ. Вăл Лондонри университет колледжĕн хими профессорĕччĕ. Çапах пĕтĕм пурнăçне палеонтологие халалланă. Калломон пысăкрах аммонит хуранĕнче ама, пĕчĕкреххинче аçа тĕвĕленнĕ текен шухăшран пăрăнман ăсчахсенчен пĕриччĕ. Эпĕ ăна хирĕçлеме хăтлантăм. Анчах Калломон тĕрĕс каланă. Тен, эпĕ ун чух арçын тĕшмĕшĕ енне сулăннă. Пĕр-пĕрин патне çыру нумай çул çÿретрĕмĕр. Иккĕмĕш айне вăл Джон тесе ал пуснă. Çав çырăва аяларах хушса иксĕмĕр пĕр-пĕрне тахçанах палланă пек туйнине палăртнă. Мĕншĕн тесен вăл манăн ĕçсене лайăх пĕлнĕ. Пĕтĕмпех ку кăмăлăма çĕклерĕ. Вăл - манăн вĕрентекен. Учительсем тĕлĕшпе мана яланах ăннă.
- Сирĕн вĕренекен пур-и? Хăвăрăн ăслăлăх шкулне никĕслемен-и?
- Хальлĕхе хамăрăн ушкăн пирки кăна калама пулать. Унта Ăслăлăхсен академийĕн тăванла учрежденийĕсенче вăй хуракан геологсем тата палеонтологсем пĕрлешнĕ. Хăшĕ-пĕри çывăх вăхăтрах доктор диссертацине хÿтĕлĕ. Ахăртнех, шкула ăсчах вилнĕ хыççăн кăна уçаççĕ.
- Çамрăк тĕпчевçĕсен Анăçа кайма çул шырамалла-и? Европăна, урăх çĕре çитсе çĕнĕрен вĕренмелле-и, тĕнче ăслăлăхĕпе явăçăнма тăрăшмалла-и?
- Хальхи вăхăтра ăслăлăхшăн чикĕ çук. Пирĕн пата ют патшалăхсенчен ăсчахсем килеççĕ, эпир вĕсем патне каятпăр. Тĕпчевçĕсен вăхăтлăх коллективĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсене грант уйăраççĕ-и, уйăрмаççĕ-и - ку пĕлтерĕшлĕ мар. Калăпăр, эсĕ кăсăкланакан тема Польша, Китай е Англи ăсчахĕсене те çывăх. Кун пек чух ĕçĕн вăл е ку пайне мĕншĕн пĕрле пурнăçлама сĕнес мар? Хутшăнăва çын Сыктывкарта е Парижра пурăнни те ура хураймасть.
- Палеонтолог мĕне çирĕп шанать? Эсир Дарвин вĕренĕвне ăша хывнă-и?
- Аммонитсем эволюциленни Дарвин теорийĕпе килĕшсе тăрать. Вĕсем - çÿллĕ шая çĕкленнĕ, ятарлăн пайăрланнă чĕрлĕх тĕсĕ. Ун пеккисем Çĕр чăмăрĕн нумай миллион çула тăсăлакан пурнăçĕнчен маларах çухалаççĕ. Çав вăхăтрах аммонитран маларах пулса кайнă наутилус халĕчченех пурăнать. Организм мĕн чухлĕ ансатрах - çут çанталăкра пулса иртекен улшăнăва лайăхрах чăтса ирттерет. Сăмах май çак шухăшран этеме питех савăнтарман пĕтĕмлетÿ тума тивет: çынна, «тип çĕр приматне», тен, «тинĕс примачĕсен» - аммонитсен - шăпи кĕтет. Чăн та, этемĕн Çĕр чăмăрĕ çинче хăйĕн йăхне тăсма шанăç пур. Вăл тахçанах тискер чĕр чун тĕнчин пĕр пайĕ пулма пăрахнă. Çавна май ăна çут çанталăк саккунĕсем сахалрах та сахалрах витĕм кÿреççĕ.
Катерина СМИРНОВА
калаçнă.
/«Естественные науки» журналтан/