Комментировать

19 Авг, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 31 (1106) № 17.08.2019

* Муркаш районĕнчи Çатракассине çитсен Охотниковсене хăвăртах шыраса тупрăмăр. Ку ялта унашкал хушаматлă çемье темиçе те иккен. Çакна иртен-çÿрен пĕлтерчĕ. Пире виçĕреш çитĕнтерекеннисем кирлĕ. Унашкаллисем вара ялта пĕрре кăна.
Пире кăсăклантаракан çурт икĕ хутлă, çÿллĕ вырăнта вырнаçнă. Çавăнпах вăл аякранах курăнать. Ял çын-нисем çул кăтартсах ячĕç.
9 çул кĕтнĕ савăнăç
«Шăпăрт! Ан шавла. Кушак çури çывăрать», — пÿрте кĕрсенех асăрхаттарчĕç Охотниковсен ачисем. Пĕчĕкскерсем диван çинчи чĕр чуна утиялпа витнĕ. Кушак çурине ашшĕ ирхине ĕçрен таврăннă май илсе килнĕ-мĕн. Ачасем чĕрĕ теттепе алăран ямасăр вылянă. Кĕскен каласан — пурте ĕшеннĕ. Апла пулин те кушак çури куçне уçсанах тĕпренчĕксем пĕр пÿлĕмрен теприне чупма пуçларĕç. Пÿрт ача сассипе тулчĕ.
Охотниковсем киле «çĕн кайăк» вĕçсе кĕрессе 9 çул кĕтнĕ. «Антон çут тĕнчене килни мĕнешкел пысăк телей пулчĕ пирĕншĕн. Ача çуратмалли çуртра ун çине пăхсанах пит çăмарти тăрăх савăнăç куççулĕ юхса анатчĕ», — калаçăва пуçларĕ кил хуçи арăмĕ Надежда Николаевна. Кĕçех Антон пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. Вăл шку-ла каймашкăн хатĕрленсе çитнĕ. Тетрадь, пластилин, сăрă, альбом... — вĕренекене кирлĕ япаласене мана та кăларса кăтартрĕ. Çитес уйăхра çак килте çĕнĕ пурнăç пуçланасса пурте кĕтеççĕ. Кĕçĕннисемшĕн ахаль те яваплă Антон хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхĕ.
Килĕшÿллĕ мăшăр пĕр ачапа çырлахас темен. Ку хутĕнче хĕрарăмăн варĕнче тÿрех виçĕ пепке тĕвĕленнĕ. «Малтанах сывлăх сыхлавçисем йĕкĕреш çураласса каларĕç. Тепрехинче çĕнĕрех аппаратурăпа пăхса виçĕреш аталаннине палăртрĕç. Çут тĕнчене йĕкĕреш килессе пĕлсен хĕпĕртенĕччĕ-ха. Виçĕреш тесен аптăраса ÿкрĕмĕр. Мана вĕсене пăхасси мар, çăмăлланиччен мĕнле çÿресси шухăшлаттарчĕ-пăшăрхантарчĕ. Хырăм пысăкланнăçемĕн хытă ывăнаттăм», — аса илет хĕрарăм. Çав вăхăтрах аслă ывăлĕн Антонăн амăшĕ çумĕнче ачашланас килнĕ. Виçĕреш кĕтекенскер ăна, паллах, алă çинче йăтса çÿреймен. «Ачана садике çавăтса каяттăм. Тĕпренчĕкĕсене йăтса килекен хĕрарăмсене ăмсанса пăхаттăм. Манăн та ывăлăма кăкăр çумне пăчăртас килетчĕ», — иртнине куç умне кăларсан çаплипех куçĕ шывланать унăн. Çăмăлланиччен пĕр уйăх малтан хĕрарăма больницăна вырттарнă.
Ачасен ашшĕ Алексей Охотников хăй те — йĕкĕреш хăраххи. Унсăр пуçне çак ăратра тÿрех икĕ ача алла илнĕ тĕслĕхсене малтан та шута илнĕ. Йăхра виçĕреш çурални вара урăх пулман.
Егор 2360 грамм, Варя 2200 грамм, Даша 1940 грамм çурални амăшĕн асĕнче ĕмĕрлĕх çырăннă. Шел те, арçын ача сусăрланса юлнă. Амăшĕ тĕпренчĕкĕ варта тĕрĕс мар выртнине пула шар курнине палăртать. Çакă унăн аталанăвне усал витĕм кÿнĕ. Егор çулленех сиплев курсĕ витĕр ту-хать. Хăй тĕллĕн утма хăтланать, хăйĕн чĕлхипе калаçать. Вăл апат тиркемест. Ăна пĕтĕм çимĕçе блендерпа вĕтетсе çитереççĕ. Малтанхи вăхăтра çулталăкне темиçе хут Егорпа больницăра выртма тивнĕ.
Варьăпа Даша пĕрешкел сăнлă. Вĕсене садикри воспитательсем те пăтраштараççĕ-мĕн. Хĕрачасем пиччĕшĕпе пĕрле вулама, çырма хăнăхаççĕ. Антон хăй пĕлекен сас паллисене çийĕнчех пиллĕкри йăмăкĕсене вĕрентет. Капла хăйне те ас туса юлма çăмăлрах.

Çĕрĕпе çывăрайман
Алексейпе Надежда Охотниковсене çывăх тăванĕсем ачисене пăхма пулăшаççĕ. Виçĕреш çуралсан Валентина Сапожникова кĕрÿшĕпе хĕрĕн килне ĕнипе пĕрлех куçнине каласа кăтартать. Нумай ача ашшĕне ĕçлемешкĕн май туса парас тесе çакнашкал йышăну тунă вăл. Сăмах май, Алек-сей Сапожников Муркашри кирпĕч заводĕнче вăй хурать. Унсăр пуçне техникумра инженер-механике вĕренет. Ун чухне икĕ хĕрарăм виçĕреш канăçсăрланнине пула çывăрса тăранайман. «Пĕр, икĕ каç чăлкăм куç хупмасăр ачасене пăхсан «пĕтрĕм» тесе шухăшланăччĕ. Йывăр çав вăхăт та иртрĕ», — мăнукĕсемпе киленсе калаçать Валентина Алексеевна.
«Егор çаврăнма, вăй илме пуçласан, Варьăпа Дашăна садике вырнаçтарсан тин лăштах сывларăмăр. Халĕ, малтанхипе танлаштарсан, пире пурне те чылай çăмăлрах», — теççĕ тăватă ача çитĕнтерекенсем.
«Кĕпе-йĕм çумалли машина пурри — амăшĕшĕн савăнăç. Унсăр пуçне микрохумлă кăмака Егор валли апат ăшăтма питĕ пулăшать», — хальхи технологисен ырă витĕмĕ тавра сăмах пуçарчĕ Надежда Охотникова.
Лара-тăра пĕлмен ачасем Шупашкарти аттракционсенче чун каниччен выляма, ярăнма, сикме юратаççĕ. Çакă йăлтах телейлĕ ачалăх саманчĕсемпе çыхăннă. «Çул çÿревре пулнине аса илсе каласа кăтартаççĕ», — тет кукамăшĕ. Паллах, çул çÿрев те вĕсен тавра курăмне аталантарать.
Варя амăшĕпе кукамăшне апат пĕçерме пулăшать. Иртнĕ эрнере, тĕслĕхрен, Валентина Сапожниковăпа иккĕшĕ катлет хатĕрленĕ. «Какай фаршне хăех çăрчĕ», — мăнукне хавхалантарса мухтать кукамăшĕ. Капла вăл часах хăй тĕллĕнех апат янтăлама пуçлĕ.
Пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕ асăрхаман чухне стена çине ÿкерме юратаççĕ. Çакăншăн пĕчĕкскерсене ятламалла-и вара? Тен, художник ăсталăхĕ уçăлĕ вĕсенче?
«Тата мĕн шухăшласа кăлармалла-ши?» — урине çÿлелле çĕклесе выртать мăнукăм. «Обой çĕтнĕччĕ-ха. Мĕн туса чунăрсене кантарăр-ши?» — кулатăп ăшра. Пĕррехинче вĕтĕ пулăпа хăналарĕç. Шăрпăклине пăхмасăрах юратса çирĕм. Канмалли кунсенче килсенех ашшĕпе пĕрле пулла кайни çинчен каласа кăтартрĕç. Вĕтĕскерсем те пысăккăн курăннă вĕсене. «Эсир тытнă пулăсене пĕçерсе çирĕм ĕнтĕ», — терĕм. «Чăнах-и?» — усăллă ĕç тунăшăн хăйсем те савăнчĕç», — йăл кулăпа çуталать кукамăшĕн сăнĕ.
«Ачасем пулăшма пуçласса кĕтеттĕм. Çак вăхăт та çитрĕ. «Тепĕр çур çултан, çулталăкран, çитĕнсе çитсен мĕнле пулĕç-ши?» — халĕ çакă интереслĕ», — чунне уçать амăшĕ.
Охотниковсен тĕпренĕчĕкĕсем шывпа выляма, анкартинче чупма юратаççĕ. Кÿршĕ ачисемпе туслă вĕсем.
«Лавкккаран тăватă пĕрешкел тетте е пылак çимĕç илмелле, унсăрăн тавлашма пуçлаççĕ», — çакна кукамăшĕ те лайăх пĕлет
(Хунямăшĕ кĕрÿшĕ патне ĕнипе пĕрлех куçнă. Марина ТУМАЛАНОВА)

* Кашнинчех хускатакан, анчах та юлашки вăхăтра пит калаçсах кайман ыйту пирки сăмах хускатас килет паян, хаклă вулаканăм. Ыйтăвĕ, шел те, юлашки вăхăтра питĕ çивĕчленсе кайрĕ темелле-тĕр. Тĕрĕссипе, ун çинчен пач калаçмалла мар та çав, вăл хăй тĕллĕнех пурнăçланса пымалла пек. Юрĕ, айккинчен çаврăнса çÿрер мар, тăван сăмах — анне чĕлхи — çинчен калаçас килет паян.
Пирĕншĕн, чăвашла çыракан-калаçакан журналистсемшĕн, çакă икĕ хут иккĕ тăваттă пулнă пекех уçăмлă туйăнать. Çапла, çĕр çине чăваш пулса килнĕ эпир. Тĕрĕс, несĕлĕмĕрсем питĕ хăватлă та ăслă пулнă пирĕн. Анчах тепĕр чăнлăхран та ниçта та тараймăн, эпир, паянхи чăвашсем, чунсемпе нишленсе кайрăмăр. Тăван чĕлхепе калаçма мар, хамăр чăваш пулнине калама та вăтанатпăр та… Çав вăхăтрах пире ав айккинчи, çичĕ тинĕс леш енчи йăхташăмăрсем, килсе ăнлантараççĕ — эпир мĕн тери хăватлă йăх тăсăмĕсем пулнине. Пач ют халăх хĕрĕ-ывăлĕ пирĕн чĕлхене тĕпчет, унăн пархатарлă енĕсене пÿрнепе тĕллесе кăтартать. Хăçан та пулин вăранса çитĕпĕр-ши? Çук, вăранса пăлхав çĕклемелли пирки пымасть сăмах. Вăранса хамăра хамăр хисеплеме вĕренесчĕ хăçан та пулин. Анне сĕчĕпе куçнă илемлĕ, чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхепе вăтанмасăр калаçасчĕ.
Паллах, йăлтах хамăртан килет. Шупашкарти 53-мĕш /халĕ — пуçламăш/ шкулта ĕçлени аса килет. Ун чухне чăваш чĕлхине хула шкулĕсен вĕренÿ программине кĕртсе кăна пыратчĕç-ха. Чăвашла пач пĕлмен ачасене тивĕçтерекен учебниксем те çук. Украин, белорус ачисем… Çеçпĕл Мишшин çулăмлă сăввисене пăхмасăр вĕренеççĕ. Ара, программа çапла ыйтать. Сăмах мĕн çинчен пынине пач ăнланманскерсем чĕлхисене мăкăлтатчĕç чăваш чĕлхин урокĕсенче. Унтанпа вăхăт самай иртрĕ. Ыйту вара халĕ те татăлнă теме çук-ха. Вĕренмелли-и вырăнти чĕлхене ытти халăх ачисен? Çакă та канăçсăрлантарать нумайăшне. Манăн шухăшпа, вĕренмелле пек туйăнать. Анчах — ют чĕлхе пек. Ним ăнланмасăр мăкăлтаттарнине ача урокран тухсанах манса каять-çке. Хăй мĕн калаçнине ăша хывтăр тесен вара, паллах, йĕркеллĕ методика кирлĕ
(Чĕлхесĕр халăх — халăх-и?)

* Спорт чи малтан çирĕп сывлăх пулнине палăртаççĕ Шупашкарта пурăнакан Владимирпа Наталия Кузьминсем. Хăйсем çеç мар, ачисене те унпа туслаштарнă вĕсем.
Владимирпа Наталия ăмăрту вăхăтĕнче паллашнă. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарти Трактор тăвакансен заводĕнче ĕçленĕ. Коллективра иртекен кашни ăмăртăва, спартакиадăна хут-шăннине пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ. Пилĕк çул юрату туйăмне тĕрĕсленĕ Вăрнар хĕрĕпе Йĕпреç каччи каярахпа çемье чăмăртанă. Спорта вара пăрахман. «Аслă хĕр садике çÿренĕ вăхăтра чирлеме пуçларĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ Наталия Петровна. — Çавна май ачасене те спортпа туслаштарма шут тытрăмăр. Çемйипех конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма пуçларăмăр. Çывăрас умĕн яла-нах уçăлма тухаттăмăр. Эпир нихăçан та телевизор умĕнче ларман, уçă сывлăшра çÿреме кăмăл-латтăмăр. Чăн та, çакăн хыççăн ачасен сывлăхĕ çирĕпленчĕ, чирлеме пăрахрĕç».
Аслă Кузьминсем иккĕшĕ те И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи физкультурăпа спорт факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ çĕрте хăйсен специальноçĕпе вăй хунă. Паян та вĕсем çамрăк ăрăва спортпа туслашма вĕрентеççĕ, иккĕшĕ те тренерта ĕçлеççĕ. Наталия Петровна А.Тихонов ячĕллĕ çамрăксемпе ача-пăча спорт шкулĕнче тăрăшать, Владимир Александрович вара — В.Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен пĕрремĕш спорт шкулĕнче.
Иккĕшĕ те ачаранах спортпа туслă. «Эпир, совет тапхăрĕнче ÿснĕ ачасем, пÿртре ларман, атте-аннене пулăшма фермăна чупнă, колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ. Çавăнпа çирĕп çитĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах физкультурăна питĕ юрататтăм. Ăмăртусене хутшăнсан пире канмалли кунсенче киле йĕлтĕрсем парса яратчĕç. Çавна май тантăшсем мана яланах унта хутшăнма тархаслатчĕç. Эпĕ хирĕçлеместĕм. Чăн та, йĕлтĕрсене тивĕçеттĕмĕр. Çакăншăн мĕн чухлĕ савăнман-ши эпир? Халĕ вара хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачине физкультура урокĕнчен хăтарасшăн тăрăшать. Лапсарти пĕр шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ май çакнашкал тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулатăп. Программăра физкультура урокне ахаль те сахал уйăрнă. Кунĕпе парта хушшинче ларакан ачана хул-çурăма вылятни кирлех. Çакă сывлăха çирĕплетме пулăшать. Сывлăх пулмасан унăн вĕренес те, ĕçлес те килмест, кăмăл-туйăм та япăхланать. Паллах, ачан кун йĕркине йĕркелеме ашшĕ-амăшĕн те тăрăшмалла. Кунĕпе компьютер, телефон умĕнче лараканскерĕн сывлăхĕ хавшак пуласси куç кĕретех», — тет Наталия Петровна (Хускану — кун-çул тĕрекĕ)

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.