Комментировать

14 Авг, 2019

Хресчен сасси 30 (2769) № 14.08.2019

* Çĕр айĕнчен уçласа тултармалли башньăсен, ытти пухмачăн 13,25 процентне санитари нормисемпе правилисене пăхăнтарман /2017 çулта — 12,83%, 2016 ç. — 12,58%/ иккен. Ĕçмелли шыва уçласа тултармалли вырăн тавра санитарин хÿтĕлев зонине туман пирки 11,91 проценчĕ /2017 ç. — 9,45%, 2016 ç. — 8,82%/ тĕлĕшпе тиркев докуменчĕ çырма тивнĕ. Çак цифрăсем ял е хула тăрăхĕсенчи ĕçмелли шыва тултармалли хатĕрсем çине тимлĕрех пăхма хистеççĕ. Вĕсен харпăрлăхçисем гигиена нормативĕсене пăхăнаççĕ-и?
Совет тапхăрĕнче çак объектсене ферма, машина- трактор паркĕн картишĕнче е санитари йĕрки хирĕçлекен ытти çĕре тăратса лартнă, выльăх каяшĕ е бензин- дизтопливо тăпрана сăрхăнма пултарасси çинчен шухăшламан. Çавăнпа вĕсенчи шыв пахалăхĕ халĕ те иккĕлентерет.
Пухмачсем санитари нормисемпе правилисене пăхăнман тĕслĕх Куславкка /41,3%/, Етĕрне /28,3%/, Крас-ноармейски /28,15%/ районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта /20%/, Пăрачкав /19,23%/, Йĕпреç /18,18%/, Сĕнтĕрвăрри /16,82%/, Улатăр /15,3%/, Шупашкар /14,53%/ районĕсенче республикăн вăтам кăтартăвĕнчен /13,25%/ ытларах. Нумайăшĕнче санитари хÿтĕлевĕн зонине йĕркелеменнине палăртнă. Вăл пулманран иртнĕ виçĕ çулта норматива тивĕçтерменнисен шучĕ ÿснĕ.
Санитари нормисемпе правилисене пăхăнман объект Шупашкар /41/, Куславкка /38/, Красноармейски /29/ районĕсенче чылай, Сĕнтĕрвăрри таврашĕнче — 18, Çĕрпÿ тăрăхĕнче — 11, Муркаш енче — 10, ытти районта сахалрах, республикăра — 208. Ытларахăшĕн /187/ хÿтĕлев зони çук.
Пĕр тĕлтен уçласа парса тăракан ĕçмелли шыва тĕпчеме илнĕ тĕслĕхсен 24,62% гигиена нормативĕ-сене санитари-хими кăтартăвĕсен енĕпе тивĕçтермен /2017 ç. — 22,65%, 2016 ç. — 16,12%/. Стандартпа килĕшсе тăман тĕслĕх Канаш хулинче, Çĕнĕ Шупашкарта, Пăрачкав, Элĕк, Шупашкар, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Канаш районĕсенче нумайрах. Паллах, пахалăх Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Улатăрта, Вăрнарта, Йĕпреçре Атăл, Сăр, Кĕçĕн Çавал, Кире юхан шывĕсемпе усă курнипе çыхăннă.
Вăрнарта пурăнакансем валли Кĕçĕн Çавалтан уçлакан шывăн 35 тĕслĕхĕнчен 7-шĕ гигиена нормативĕсене санитари-хими кăтартăвĕсен /марганец, тимĕр, БПК5, шыв тĕсĕ/ енĕпе çырлахтарманнине çирĕплетнĕ. Йĕпреç поселокне Киререн парса тăракан шывăн 25 тĕслĕхĕнчен 4-шĕ тимĕр, марганец, водород енĕпе тивĕçтермен. Çĕнĕ Шупашкарта илнĕ 14 тĕслĕхрен 12-шĕ хими кăтартăвĕсем енĕпе нормăна ларман.
Юхан шывсенче пухăнакан шыва уçласа парса тăраканнинчен тĕпчеме илнĕ тĕслĕхсен 26,03% гигиена нормативĕсене санитари-хими кăтартăвĕсен енĕпе тивĕçтермен /2017 ç. — 26,16%, 2016 ç. — 31,06%/
(Шыв пахалăхĕ мĕнле? Юрий МИХАЙЛОВ)

* Шупашкарта Çĕпĕр качакине инкекрен çăлнă.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче тĕп хулари Çурçĕр хĕвел анăç районĕнче вăл кĕтмен çĕрте вăрман чĕр чунне асăрханă. Паллах, малтан питĕ тĕлĕннĕ. Хулара вăрман качакине куллен кураймастăн вĕт. Сăнаса пăхнă та çитĕннĕ чĕр чун хула шăв-шавĕнчен хăраса чĕтрене ернине, кĕмсĕр-кемсĕртен хăтăлассишĕн Шупашкартан тухма çул шыранине ăнланса илнĕ. Çĕпĕр качаки урамра аташса çÿрени çинчен республикăн Чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекен дирекцине çийĕнчех телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ. Качакана пулăшма Çурçĕр хĕвел анăç районне дирекцин тĕп инспекторĕ В.Ф.Тимофеев çитнĕ. Вăл тата тĕп хулари чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци ветеринарĕсем качакана хуптĕрлесе тытнă, вăрмана çитерсе ирĕке янă. Анчах вăл тÿрех вырăнтан тапса сиксе чăтлăхра çухалман, хăйне çăлакансем патĕнче пĕр хушă тем кĕтсе тăнă. Хытă хăранăран ăна ăншăрт тивнĕ тейĕн. Темиçе минутран качака лăпланнă та ешĕллĕхе кĕрсе çухалнă
(Качакана вилĕмрен çăлнă)

* Муркаш районĕнчи Димитрий Максимов уйрăм пайтаçă, администраци пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк, вăтам бизнеса аталантарассипе йĕркеленĕ канашăн членĕ.
Вăл темиçе çул каяллах цех уçса тимĕртен кил хуçалăхĕнче кирлĕ хатĕрсем, картасем хатĕрлесе кăларма тытăннă. Тавар лайăх сутăнни, клиентсен йышĕ хушăнса пыни ăна производствăна сарма хистет. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмав кăларса тăратать.
— Ĕçе тин пуçăнакансене патшалăх пулăшăвĕ параççĕ-ха. Сăмахран, фермерсем унпа анлă усă кураççĕ. Анчах маларах ĕçе пуçăннисене те производствăна сарма пулăшу кирлех, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Димитрий Максимов. — Эпир акă производствăна ÿстересшĕн, картана, чÿрече харшисене илемлетме эрешсем касса кăларакан станок туянасшăн. Анчах укçа çитсе пыманни ура хурать. Çăмăллăхпа кредит илес тесен документсем нумай пуçтармалла, салук хывмалла. Вăл та пурне те тивмест — условисем йывăр. Темшĕн банксем уйрăм пайтаçăсене вăрах вăхăтлăха кредит пама хăраççĕ. Пысăк процентпа кăна сĕнеççĕ, хисепĕ те пĕчĕк. Акă эпĕ 1 млн тенкĕ илесшĕнччĕ, анчах 500 пин тенкĕ кăна пысăк процентпа илме тиврĕ.
Иртнĕ çулсенче районта ĕçе тин пуçăннă уйрăм пайтаçăсене пулăшассипе ятарлă программа пурччĕ. Ăна илес тесен бизнес-план хатĕрлесе конкурса хутшăнмаллаччĕ. Çĕнтерÿçе 400 пин тенке яхăн пама палăртнăччĕ. Анчах грант памашкăн тивĕçлĕ çын тупаймарĕç. Мана та тивмерĕ: конкурс условийĕ тăрăх пайтаçăра çур çултан ытла мар ĕçлемеллеччĕ. Кайран программине те хупрĕç. Тавар туса кăларакан уйрăм пайтаçăсене, хăçан уçăлнине пăхмасăр, финанс тĕлĕшпе пулăшмаллах. Асăннă укçа вара шăпах станок илме çитетчĕ. Ĕç вырăнĕ те ытларах йĕркелеме пулатчĕ
(Муркаш тăрăхĕ инвесторсемшĕн илĕртӳллĕ)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.