Комментировать

12 Авг, 2019

Садиксем… васкамаççĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ, Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе паян иртнĕ канашлура Пĕлÿ кунĕ çывхарнине кура канашлура шкулсемпе ача сачĕсен юсавĕпе строительствин ыйтăвĕсене те тишкерчĕç.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов палăртнă тăрăх, шкулсен строительстви, юсавĕ тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем çук. Çак ĕç алли 924 миллион тенкĕ уйăрнă, пĕтĕмпех вăхăтра пурнăçланать. Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонти çĕнĕ шкула савăнăçлă лару-тăрура авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче уçĕç. Çĕнĕ хулари çитес çул хута каймалли шкулти строительство ĕçĕсем те графикпа пăхнинчен маларах пыраççĕ.

Садиксемпе çыхăннă ĕç-пуç вара урăхларах. 2018-2019 çулсенче хута яма палăртнă 16 ача садĕнчен хальлĕхе иккĕшĕ кăна ачасене йышăннă — Шупашарти Соляное тăкăрлăкри тата Комсомольски районĕнчи Урмаелти. Канашри, Шупашкарти Б. Хмельницкий урамĕнчи, Çĕнĕ Шупашкарти объектсен хатĕрлĕх проценчĕ пысăк. Ыттисем, тата тăххăрăшĕ, тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур.

Министр кашни объектри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти садик, 220 вырăнлăх пулмаллискер, вăхăтра, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, хута каясси иккĕленÿллĕ — «Стройград» компани ĕлкĕреймест. Çак компаниех Сосновкăри ача садне те палăртнă кун, утă уйăхĕн 1-мĕшĕ, тĕлне туса пĕтереймен. Химиксен хулинчи тепĕр садик тĕлĕшпе подрядчикпе, «Союз-Стройинвестпа», контракта татма тивнĕ. Б.Хмельницкий урамĕнче тепĕр садик те çĕкленет – утă уйăхĕн варринчех хута каймаллискерти ĕçсене «Старатель» компани пурнăçласа ĕлĕкĕреймен. Шупашкарти «Хĕвеллĕ» тата «Кувшинка» микрорайонсенче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ садиксем хута каймалла пулнă — «Честрой» компани шанăçа тÿрре кăларман. Университет урамĕнчи объектра строительство организацине улăштарма тивнĕ — «Стройиндустри» вырăнне «Медведевская» компани йышăннă.

Йывăрлăхсем пуррине кура çĕнĕ садиксем алăксене уçасси раштава куçать. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков вĕсене туса пĕтересси палăртнă пек пурнăçланманнине строительство ĕçĕсен вăхăтне малтанах питĕ кĕске тунипе те сăлтавларĕ. 8-9 уйăх палăртнă, чăннипе вара çулталăк çурă кирлĕ. Анчах çакă, ун шучĕпе, строительсене тÿрре кăлармасть — вĕсем çав подрядсене илнĕ чух хăйсен вăйне шаннă вĕт. Тепĕр енчен, проектсем «ытла та чĕрĕ» пулни те нумай чăрмав кÿрет. Тата — тĕрĕслев-надзор органĕсен чарăвĕсем. Сити-менеджер çав органсем хăйсен асăрхаттарăвĕсене строительство пынă вăхăтрах уçăмлатмалла тесе шутлать. Халь вара лицензи илмелли тапхăр çитсен кăна кăлтăксене тупма пуçлаççĕ те — вăл е ку объекта хута ярасси çав çитменлĕхсене пĕтериччен тытăнса тăрать. Çавăнпа вăл администраци, строительсем хайхи «пакунлă» органсепе тачă çыхăну тытса ĕçлессине йĕркелемеллине пусăм тусах палăртрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: