Комментировать

12 Авг, 2019

Пÿлмесем ытла та ерипен тулаççĕ

«Мухтанмалли çук», — çапла пăшăрханса хакларĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вырмапа çыхăннă лару-тăрăва. Ĕççи ыйтăвĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлăвăн кун йĕркинче тĕп вырăнта пулчĕ.

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне республикăра 19 пин ытларах гектар çинчи тырра çулнă. Пĕлтĕр çак кун тĕлне ку кăтарту 94 пинпе танлашнă. 18,7 пин гектар çинчен 51 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Çулталăк каяллахи виçе — 240 пин… Çавна май Сергей Артамонов кăçал ĕççи иртнĕ çулхинчен 8-9 кун кая юлса пынине çирĕплетрĕ. Тĕш тырă культурисен кашни гектар пуçне тивекен вăтам тухăçĕ хальлĕхе 27,5 центнер — иртнĕ çулхи шайра.

Темиçе районта кăна тырă уйĕсен çурринчен ытларах пайне пушатма пултарнă. «Чăвашхлебопродукт», Апат-çимĕç фончĕ 15 пин тоннăна яхăн тырă туяннă. Анчах çак виçере хамăр республикăри хуçалăхсен тÿпи пĕчĕк —1,7 пин тонна кăна. Çакна министр кÿршĕ регионсенче тырă маларах пиçсе çитнипе сăлтавларĕ, çавăнпа ăна унтан турттараççĕ.

Тырă хакне илес тĕк — вăл аван. 3 класлă тулăн пĕр тоннишĕн – 10,4 пин тенкĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 16,5% пысăкрах. 4 класлишĕн — 10 пин, 5 класлишĕн унăн клейковина виçине кура – 8,5-9,3 пин тенкĕ /çак хак иртнĕ çулхинчен 40% ытла пысăкрах/. Ыраш хакĕ пĕлтĕрхинчен 60% хăпарнă — 9 пин тенкĕ. «Тырă кăçал çак хаксенчен йÿнĕрех пулмĕ, çавăнпа хуçалăхсене ăна пĕчĕк хакпа сутса яма васкамашкăн сĕнместпĕр», — терĕ Сергей Геннадьевич. Çак шухăша вăл Раççей тырра экспортпа ăсатасси ÿссе пынипе, ăна пирĕн çĕршывран туянакан патшалăхсен йышĕ анлăланнипе те сăлтавларĕ.

Сакăр районта техника çĕр улми анисем çине те тухнă, иккĕмĕш çăкăра хальлĕхе 2,6 пин гектар çинчен кăларнă, тухăç 232 центнерпа танлашать. Пахча çимĕç тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах, çу культурисен вара — пĕчĕкрех. Çакă пăрçа йышшисем «вăй пухмалли» тапхăр типĕ пулнипе çыхăннă.

Çав вăхăтрах кĕрхи ака ĕçĕсем те пуçланчĕç. Пĕтĕмпе кăçал кĕрхисене 105 пин гектар акса хăварма палăртнă. Анчах анасен пысăк пайне акма хатĕрлемен-ха. Çанталăка пула вырма чылай çĕрте ниепле те вăй илейменнине кура анасем кăçалхи тырăран пушанса пĕтмен. Нумай хуçалăхра вăрлăх та хатĕр мар. Чылайăшĕ кăçалхи тырра пухса илсе унпах вăрлăх валли усă курма палăртать-ха та… Çавна май тунтикун тĕлне кĕрхисене 226 гектар кăна акнă.

Чăрмантараканни — çумăрлă çанталăк. Çавăнпа тырă нÿрĕ — нÿрĕк виçи 23-25% танлашать. Эппин, сушилкăсемпе тулли хăватпа усă курмалла. Анчах вĕсем паян кашни хуçалăхрах çук çав. Сергей Артамонов нÿрĕ тырра элеватора, Апат-çимĕç фондне ăсатса йывăрлăхран тухма май пуррине палăртрĕ. Чăн та, çапла тусан хуçалăхсем, фермерсем хайхи нÿрĕклĕхе пула мĕн чухлĕ укçа çухатасси пирки сăмах пулмарĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май вăл Чăваш Ен кăçал 641 пин тонна тĕш тырă пухса илме планланине аса илтерчĕ. Йĕпе-сапа ура хунине кура çакă тÿрре тухас тĕлĕшпе министрăн иккĕленÿ пур пек туйăнчĕ: çитĕнтернĕ тырра пухса кĕртейсен çак виçене пурнăçлăпăр, терĕ… Çанталăк вара, шел те, хальлĕхе ниепле те хречсене кирлĕ пек мар — синоптиксем çывăх вăхăтра çумăрсăр тапхăр пуласса шантармаççĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.