Комментировать

28 Июн, 2014

Вăрттăн тĕл пулу

Таньăпа саккăрмĕш класранах туслă çÿрерĕмĕр. Пĕрремĕш юрату темелле пуль ĕнтĕ. Харсăр, пур çĕрте те малта пулнишĕн килĕшетчĕ мана хĕр. Пĕр класрах вĕреннĕрен кунĕпе те пĕр-пĕринчен уйрăлмастăмăр. Уроксем хыççăн секцие вĕçтереттĕмĕр. Шкулти стена хаçачĕсене те иксĕмĕрех кăлараттăмăр. Математикăпа йывăртарахчĕ те ăна, хам пулăшаттăм. Вăл мана вырăс литературипе сочиненисем çырса паратчĕ.

 

Шкул пĕтерсенех салтака кайма ят тухрĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле Таня та ăсатма килчĕ. Мăйран уртăнса çыру çырма, кĕтсе илме сăмах пачĕ. Эрнере пĕрре çырсах тăчĕ-ха малтан. Çулталăкран хыпар килме пăрахрĕ. Ман çырусене те хурав памарĕ. «Ытлашши ан кулян, хĕрсем пурте пĕрех, малтан сăмах параççĕ, тепри куç хĕссенех манса та каяççĕ», - лăплантарчĕç юлташсем.

 

Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Таня çырманнишĕн ытлах кулянмарăм. Салтакран таврăнсан авланас шухăш марччĕ, вĕренсе çын пуласси канăç памастчĕ. Яла çитрĕм - мĕн пур халăх туя хатĕрленет. Ман Таня качча тухать-мĕн. Ача кĕтет. Туйччен пĕрре те пулин курса калаçас килчĕ. Урамра тĕл пултăм ăна. «Санах юрататăп. Тантăшăн çуралнă кунĕнче эрех ĕçтерчĕç. Кÿршĕ ял каччи хыçран чупса халтан ячĕ. Çав каçхине уявра унпа пĕрле пултăмăр. Кайран килне çавăтса кĕчĕ, кăларса ямарĕ», - терĕ. Вăл пачах та айăплă мар-мĕн. Хăйне ман умра аван мар туйнăран çыру çырма пăрахнă.

 

Ман ăна ытлах итлес те килмерĕ. Таньăн пĕр сăмахне те ĕненмерĕм. Телей сунтăм та çаврăнса утрăм. Вăл вара урам варринче тăрса юлчĕ. «Качча кайтăрах, çын туйне пăсса çÿренĕ ан пултăр. Тĕнчере хĕр пĕтнĕ-им?» - терĕ анне килте хыттăн.

 

Шăмат кун витререн тăкнă пек çумăр çурĕ. Чĕнмен пулсан та манăн та туя каяс килчĕ. Ирех тăрса райцентра вĕçтертĕм. Пасара кĕрсе чи хитре чечек çыххи туянтăм. Эпĕ яла çаврăнса çитнĕ çĕре хĕрсех туй пыратчĕ. Таньăсен пÿртне йĕп-йĕпе кĕрсе тăтăм. Çумăр айне пулнă чечексем те пуçне уснăччĕ. «Саламлатăп, телей сунатăп», - терĕм хыттăн. Шăп пулчĕ туй халăхĕ. Никам та пĕр сăмах чĕнекен çук. Пушмака хыврăм та хĕрпе каччă патне пытăм. Таньăна чечек çыххи тыттартăм. Алли чĕтретчĕ. Куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. Эпĕ çухалса каймарăм, çав самантра пит çăмартинчен чăпăрт! чуп туса илтĕм.

 

Çулталăкран класпа ялти катара тĕл пултăмăр. Пĕчĕк ачине амăшĕпе хăварса Таня та пынăччĕ. Малтанхи пек мар, салхуччĕ вăл. Куçĕ тунсăхпа тулнăччĕ. «Атя уçăлса çÿретпĕр», - тесен хирĕçлемерĕ. Алран-ал тытăнса катана кĕрсе кайрăмăр. Пуçа çухатаслах юратрăмăр пĕр-пĕрне. Тул çутăлсан тин таврăнтăмăр яла. Эпир вăрмантан тухнă çĕре пĕрле вĕреннисем саланма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Çук, çывăхланмалла марччĕ пирĕн çавăн чухне. Темиçе çул иртрĕ ĕнтĕ, эпир вара халĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлаймастпăр. Пирĕн тĕл пулусем пирки иксĕмĕрсĕр пуçне никам та пĕлмест. Ăнланатăп, капла юрамасть, унăн та, манăн та мăшăр пур. Вăрттăн юрату хăçанччен тăсăлĕ-ши? Тен, пĕр-пĕрин валлиех килнĕ эпир çак çĕр çине?

ВАЛЕРА.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.