Комментировать

28 Июн, 2014

Чи маттуррисене саламларĕç

 Çулленех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чи лайăх 100 студента палăртаççĕ. Çак ята общество ĕçне хастар хутшăнакан, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, спортпа туслă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тивĕçет. Кăçал лайăххисенчен лайăххисене çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче чысларĕç. Уява савăнăçлă лару-тăрура ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов уçрĕç.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ кăçал 47 çул тултарать. Çавна май вĕренсе тухакан 100000-мĕш студента палăртрĕç. Çак ята энергетикăпа электроэнергетика факультечĕн магистранчĕ Илья Чернышов тивĕçрĕ. Андрей Александров пултаруллă та маттур çамрăка саламласа айпад парнелерĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.