Комментировать

17 Июл, 2019

Хресчен сасси 26 (2765) № 17.07.2019

Пыл хуртне мĕн пулчĕ-ши?

Пур чухне те усăллă мар

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх пере¬пиçĕ тăрăх, çĕршывра пыл хурчĕн çемийсен шучĕ 3 миллион кăна юлнă. Специалистсен шухăшĕпе вара ÿсен-тăрансене шăркалантарма вĕсен йышĕ 7,2 миллионран кая мар кирлĕ. Вунă çулта кăна икĕ перепиç хушшинче çак усăллă хурт хисепĕ 18% ытла чакнă.
Пирĕн республикăра та лару-тăру çивĕч. Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленине вĕлле хурчĕсен шăпишĕн пăшăрханса çырнă çырусем сахал мар килеççĕ. Тĕрлĕ районта пурăнакансемшĕн те çак ыйту çивĕч тăрать.
Акă Çĕрпÿ тăрăхĕнчен килнĕ çырăвах илер-ха. Çынсем хуçалăхсенче, уй-хирте хими хутăшĕпе виçесĕр усă курнипе кăмăлсăр пулнине палăртаççĕ. «Пыл хурчĕсем кăна мар, тавралăх шар курать», — тесе пĕлтереççĕ ялта пурăнакансем. Хими хутăшне пула улма-çырла йывăç-тĕмми чирлеме тытăннă-мĕн. Хăшĕ-пĕрин груша тата улмуççи типсех ларнă. Пуринчен ытла хурт-хăмăр ăстисем шар курнă. Пыл тухăçĕ палăрмаллах чакнă. Çав вăхăтрах Çĕрпÿсем иртнĕ çул 5-10 çухрăмри ялсенче пыл аван пухса илнине пĕлтереççĕ.
Вырăнти фермер уйсенче хими хутăшĕсемпе усă курасси çинчен хаçатра пĕлтернине те асăннă çырура. Анчах çакă та пыл хуртне упраса хăварма пулăшаймасть. Хурт-кăпшанкă выльăх мар, картана хупаймăн çав. Вĕллере пăчăхса та вилме пултараççĕ. Аякка, хими хутăшĕнчен таса вырăна илсе каяс — чăрмавлă. Вĕлле хуртне пенсионерсем ытларах тытаççĕ-çке.
Муркаш тăрăхĕнче вара уй-хирте хими хутăшĕпе усă курасси пирки халăха пĕлтерсе чăрманмаççĕ. «Кун пек пыл хурчĕ кăна мар, усăллă ытти кăпшанкă та пĕтме пултарать», — пăшăрханаççĕ çынсем. Трак тăрăхĕнчи утарçă та вырăнти агрофирма гербицидсемпе усă курнă хыççăн пыл хурчĕсем вилме пуçланăран тĕрĕслев ирттерме ыйтса çырнă.
Çакăн евĕрлĕ çырусем ытти районтан та пулчĕç. Утарçăсем пăшăрханни ахальтен мар. Тĕслĕхрен, диметоатах илер-ха. Унта нумай инсектицид — сиенлĕ хурт-кăпшанка пĕтерекен хими препарачĕсем — пур. Вăл — пыл хурчĕсемшĕн чăн наркăмăш. Çак инсектицидсемпе пур çĕрте те усă кураççĕ темелле. Унăн хакĕ йÿнĕ пулни те витĕм кÿрет-тĕр.
Кунсăр пуçне чир-чĕр те киревсĕр ĕçне тăвать. Сăмахран, варроатоз. Пĕлтĕр Раççейре çак чире тупса палăртнă 75 тĕслĕхе шута илнĕ. Чăваш Енре вара иртнĕ çул çĕртекен чир /Европейский гнилец пчел/ Муркаш, Шупашкар районĕсенче шар кăтартнă. Мобильлĕ çыхăну хатĕрĕсем те пыл хурчĕсене сиен кÿреççĕ. База станцийĕсем вырнаçтарнă вырăнсенче утарсем пушанса юлнă тĕслĕхсем сахал мар. Шел, тĕрлĕ амакран сиплемелли эмелсем те иккĕлентереççĕ. Акă тĕрĕслевçĕсем пĕр сайтра кăна регистрацилемен 10 препарат тупса палăртнă. Кунта шăпах пыл хурчĕсен эмелĕсем пирки сăмах пырать.
Çакнашкал тÿнтерле пулăмсенчен мĕнле сыхланмалла? Çĕрпÿ тăрăхĕнче пурăнакансем уй-хирте хими хутăшне çанталăк сивĕ, сывлăш температури 10-12 градусран пĕчĕк пулсан, усă курма сĕнеççĕ. Е каçхине, çичĕ сехет иртсен, сапма юрать: ку вăхăтра пыл хурчĕсем вĕçмеççĕ.
Специалистсем управление килнĕ кашни çăхава тишкернĕ. Лару-тăруран тухма çул-йĕр шыранă. Сăмах май, специалистсем пыл хурчĕсен пылак çимĕçĕн пахалăхне те тĕрĕсленĕ. Пыла, çимĕç рационра тивĕçлĕ вырăн йышăннăран, Раççей ял хуçалăх надзорĕ ятарлă мониторинг тĕпчевне кĕртнĕ. Пĕлтĕр çĕршывра пахалăх тата хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тивĕçтермен тĕс¬лĕхсем те пулнă. Сăмахран, хăрушсăрлăх тĕлĕшпе 1372 партирен 132-шĕ иккĕленÿ çуратнă, пахалăх енчен 203 партирен — 13-шĕ.
Чăваш Енре утар¬çăсене асăрхаттарма тивнĕ, уйрăмах суту-илÿ вырăнĕсен-¬¬¬¬че. Çитмен¬лĕ¬хе пĕ-теричченех ку第ран вĕçертмен тĕ¬рĕс¬левçĕсем. Çынсене сывлăха çирĕплетме пылак кăна мар, паха пыл та кирлĕ.
В.ллесем пушанаçç.
Мари Элти 5 районта. Ку тăрăхри хурт-хăмăр ăстисем влаç органĕсене çăхав-ÿпкев июнь уйăхĕн вĕçĕнче çырма тытăннă.
Прокуратура ĕç пуçарнă. Пыл хурчĕсем мĕншĕн вилнине тĕпчеме Хусанти наука-тĕпчев институтне шаннă. Регионăн Ял хуçалăх министерстви сиен сăлтавне агрокультурăсене сăтăрçăсенчен хими им-çамĕпе хÿтĕленипе çыхăнтарнă. Марат Ахметов министр аграрисене вăйра тăракан саккунсем пестицидпа усă курма чарманнине, çапах та ăна уй-хирте пĕрĕхтерме пуçличчен хурт-хăмăр ăстисене маларах пĕлтерме чĕнсе каланă.
Кÿршĕ Удмурт Республикинчи 4 районта та хуртсем ÿке-ÿке вилеççĕ. Çакăн сăлтавĕ минерал удобренийĕпе пестицидсенче тесе шухăшлаççĕ хурт-хăмăр ăстисем. Пыл хурчĕсем йышлăн вилни çинчен РФ Хурт-хăмăр ăстисен наци союзне Воронеж, Липецк, Рязань, Ростов, Саратов, Смоленск, Мускав, Липецк облаçĕсенчен, Ставрополь тата Краснодар крайĕсенчен, ытти регионтан çу пуçламăшĕнче пĕлтерме тытăннă.
Çак инкек — Курск облаçĕнчи 10 районта. Çемьесен 75% пĕтнĕ. Çакна ял хуçалăх культурисене сăтăрлакан хурт-кăпшанка пĕтернĕ чухне усă курнă препаратра фосфорăн органика çыхăнăвĕ пуррипе ăнлантарнă.
Хуртсем Пушкăртстанри 7 районта та вилнĕ. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ревнер Байтуллин шухăшĕпе, рапс уйĕсенче усă курнă химикатсем сăтăр кÿнĕ. Кунта пăтăрмаха тĕпчеме комисси туса хунă. Сăмах май, кăçал Пушкăртстан хурт-хăмăр хуçалăхĕсене аталантарма 1,1 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.
Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн хуртсем мĕнле сăлтава пула вилнине судра çирĕплетсен тăкака айăплин саплаштарма тивет. Рязань облаçĕнчи Иван Воюкин ăста суда тавăç тăратнă ĕнтĕ. РФ Хурт-хăмăр ăстисен наци союзĕн ертÿçисем кăçал çемьесен çурри вилсе пĕтме пултарать теççĕ. Шел, Чăваш Енре те ку енĕпе лару-тăру çивĕч.
Надежда КУДРЯШОВА,
Юрий МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.