«Çамрăксен хаçачĕ» 287 (6273) № 11.07.2019
* Антоновкăна карттă çинче тÿрех тупма пулать. Каяс пулсан вара çитеймĕн. Мĕншĕн тесен район центрĕнчен 12 километрта вырнаçнă яла илсе çитерекен кăтартмăш çук. Çавăнпа çулне çынсенчен ыйтма тиврĕ.
Кирпĕч çурт умĕнче чарăнтăмăр. Вăхăт нумай та иртмерĕ — пирĕн енне йывăр сумка йăтнă хĕрарăм утни курăнчĕ. Шăпах Галина Иванова ку, пире кирлĕ çын. Антоновкăра юлашки 30 çул пурăнакан пĕртен-пĕр хĕрарăм вăл. Галина Владимировна район центрĕнчен таврăнать-мĕн. Çав кун унта пасар пулнă. Кÿршĕ ялтан, Анатри Юлăшран, вăл çуранах утса çитнĕ. Унта вара Элĕкрен çула май машинăпа çитнĕ.
Галина Владимировна Анатри Юлăш ялĕнче çуралнă, Антоновкăна качча килнĕ. Çак ял каччипе Радим Ивановпа пĕрлешсен унтах тĕпленнĕ. Хулана кайма шухăшламан çамрăк çемье. Уçă сывлăш, тавралăх килĕшнĕ вĕсене. Кил хуçи пĕр вăхăт вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Галина вара чылай çул район центрĕнчи ваттисен çуртĕнче тăрăшнă. Ĕçе мĕнпе çÿренĕ-ха вăл? Ара, яла автобус килмест-çке! Хĕрарăм Антоновкăна сĕт пуçтарма килекен машинăпа çула май ларса кайнă. Халĕ те, ĕçпе тухса кĕмелли пур тăк, район центрне е кÿршĕ ялсене çапла çÿрет.
Ивановсем 3 ĕне, вăкăр, сысна, кăвакал, чăх-чĕп, цесарка усраççĕ. «Хам астăвасса яланах 3 ĕне тытнă эпир», — терĕ хĕрарăм. Выльăха кĕтĕве кÿршĕ яла ăсатаççĕ. Ваттисен çурчĕ хупăннă хыççăн Галя аппа кил хуçи арăмĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Килĕнче пĕр кинемее пăхать вăл, ăна хÿтте илнĕ. Ĕçе вырнаçма шухăш пур-ха Галина Владимировнăн. Анчах ĕç вырăнĕ çукки ура хурать. Ивановсем выльăх усраса çемье енчĕкне туллилетме пултараççĕ. Кашни кун сĕт парса 2 кунра пĕрре укçа илеççĕ. Кил хуçи те укçа ĕçлесе илмелли майсем тупать. «Ĕç вырăнĕ çукки хăратмасть, ялта пурăнма лайăх. Çавă пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Галина Иванова. «Вăрманта пурăнма хăрамастăр-и?» — интереслентĕмĕр унран. «Ара, мĕнрен хăрамалла? Çĕленрен-и? — кулчĕ. — Ăна пĕрре те курман. Çĕмĕрле районĕнче ав кил алăкĕ умнех пырса выртаççĕ тенине илтрĕм» (Антоновкăра икĕ çемье кăна пурăнать. Ирина КОШКИНА)
* Геленджик хулинче тымар янă Елена АЛАНИНА-КАЗАЧКИНА сăвăç Шупашкартан тухса кайни — 30 çул ытла. Çак хĕвеллĕ кунсенчен пĕринче вăл Наци библиотекинче çĕнĕ кĕнекине пахаларĕ. Уяв хыççăн хаçат вулаканĕсен умĕнче чуна уçма сĕнсен Елена хаваспах килĕшрĕ.
— Наци библиотекине Краснодар крайĕнчен хăйĕнпе паллаштарма ятарласа килнĕ сăвăçпа тĕл пулас кăмăлпа пырса кĕтĕм. Санăн йăх тымарĕ Чăваш Енрен пулнине пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм.
— «Эс хăш халăх çынни?» — тесе ыйтсан яланах çапла хуравлатăп: эпĕ хутăш юнлă. Манра чăваш тата казак юнĕ чупать.
— Малтан чăваш тăванусем пирки калаçар-ха...
— Атте енчисем — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен. Пирĕн йăх пултаруллă. Иккĕмĕш, виççĕмĕш сыпăкри пиччесемпе аппасем аслă пĕлÿллĕ, тĕрлĕ професси суйланă. Вĕсен йышăнче — тухтăрсем, судья, çар çыннисем...
— Геннадий Волков академик Хĕрлĕ Чутайсене питĕ хисеплетчĕ. Вĕри юнлă тесе хаклатчĕ.
— Пирĕн йăх хушамачĕ — Поляков. Анчах та патша саманинче казак çарĕнче хĕсметре тăнă мăн асатте ыйтнипе пĕр ывăлĕ Казачкин хушамат илнĕ. Мăн асаттене парнеленĕ Георгий хĕресĕпе чаплă хĕç халĕ те çемье архивĕнче упранать.
— Епле юратса аса илетĕн мăн аслаçуна! Аякра тĕпленнĕ чылай чăваш тăванĕсемпе мăнаçланма çеç мар, хăй чăваш пулнине те пытарать.
— Эпĕ хам çырнă вырăсла сăвăсемпе юррăмсенче тăван кĕтесĕмпе мăнаçланатăп, чăваш йăхне хисепленине яр уççăн кăтартатăп.
— Аçун чĕлхине манса каймарăн-и?
— Ача чухне чăваш чĕлхине çине тăрса вĕренменшĕн паянхи кун питĕ ÿкĕнетĕп. Аттепе анне Тури Çĕрпÿкассине каникула кайса янă чух асатте-асаннепе чăвашлах калаçнă. Пытармастăп: халь пурăнакан çĕрте чăвашла калаçманнипе майĕпен чĕлхене манма пуçларăм. Аттепе анне çĕре кĕнĕ...
— Вĕсем Чăваш Енрен мĕнле сăлтавпа тинĕс хĕррине тухса кайнине пĕлесчĕ!
— Анне Смоленскри медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара ĕçлеме килнĕ. Чирлисене йышăннă чухне пулăшмашкăн ун çумне медбрат çирĕплетнĕ. Кунсерен куçа-куçăн тĕл пулакан çамрăксен чĕринче ерипен юрату хĕлхемĕ çуралнă. Ĕç хыççăн пĕрле кинона е спектакле çÿреме тытăннă. Çемье çавăрнă. Çулталăкран çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ: эпĕ. Ача чухне эпĕ ÿпке шыççипе асапланнă. Пĕрре мар вилĕм куçĕнчен пăхнă. Анне мана сыватас тесе тинĕс хĕррине илсе кайма пуçланă. Крымри Евпатори курортран тухма пĕлмен. 4-мĕш класс хыççăн Геленджик хулине куçса кайрăмăр. Анне çине тăнипе атте те медицина енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. Мана вара шкул хыççăн аслă пĕлÿ илме Шупашкара кайма сĕнчĕç. Кунта эпĕ экономист профессине илтĕм («Мана сыватассишĕн тинĕс хĕррине куçса кайнă»)
* Надежда Шумова — чăннипех хăюллă пике. Ку кăна мар, тĕллеве пурнăçламашкăн çине тăма пĕлекенскер вăл. Кăçалхи çу уйăхĕччен хĕр хамăр çĕршыври хăш-пĕр хулара кăна пулса курнă. Çулла пуçламăшĕнче вара Жанна д,Аркăн, Брижит Бардопа Жерар Депардье актерсен çĕршывне çул тытнă. Халь пике — Францире.
Шупашкар пики курорт хулана епле майпа çитнĕ-ха? «Ку пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче пулса иртрĕ: хамăр факультетра вĕренекен аслă курсри хĕрсене пухрĕç те Францие кайса килни, стажировка тухни пирки каласа кăтартрĕç. Çавăнтанпа канăçа çухатрăм. Тантăшпа стажировка тухмашкăн хатĕрленме тытăнтăмăр, документсем пуçтартăмăр, сессие палăртнă вăхăтран маларах тытса инçе çула тухрăмăр», — калаçрĕ Надежда. Шупашкарта чухнех вĕсем Канны хулинче ĕçлеме палăртнă хăна çурчĕпе килĕшÿ тунă. Виза хатĕрленĕ. Надя вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе укçа-тенкĕ пухнă: ачасене французла тата акăлчанла вĕрентнĕ. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшне чăрмантарман.
Пикесем Вăтаçĕр тинĕсĕн çыранĕ хĕрринче вырнаçнă хăна çуртĕнче администраторта тăрăшаççĕ. Надежда каласа кăтартнă тăрăх, ĕç графикĕ питĕ меллĕ — икĕ смена. Пĕри — 7-15, иккĕмĕшĕ 15-23 сехетсенче. Канмалли кунсем пур. Вĕсене хăйсем ĕçлекен хăна çуртĕнчех хăтлă пĕр пÿлĕм уйăрса панă. Çурт хуçи çав тери ăшшăн, кăмăллăн кĕтсе илни пикесене тĕлĕнтернĕ. Тахçанах пĕр-пĕрне пĕлнĕ тейĕн! Надеждăна ĕç графикĕ тивĕçтерет, пушă вăхăт та çителĕклĕ. Таса, çутă хăйăрлă пляжра, сенкер тинĕс хĕрринче уçăлса çÿрет, илемлĕ вырăнсемпе паллашать. Франци çĕрĕ çине пуснăранпа пĕр уйăх иртнĕ ĕнтĕ. Надьăшăн çулла çав тери хăвăрт иртнĕн туйăнать. Май пулнă тăк вăхăта тытса чарĕччĕ. «Хăна çуртĕнче эпир çеç ĕçлеместпĕр, ытти çĕршывран та студентсем килеççĕ. Марокко, Мексика çамрăкĕсем пур. Отель хуçи пурне те хапăл. Чи пĕлтерĕшли — кунта эпир чĕлхене лайăх ăнланса çитетпĕр, пурте французла калаçатпăр. Пĕлÿ шайĕ туптанать. Французсем тĕлĕнтереççĕ: çав тери кăмăллă, тирпейлĕ, чăтăмлă çынсем. Малтанхи вăхăтра хăвăрт пуплеве тÿрех ăнкарса илейместĕм, вĕсем пулăшатчĕç. Харкашни, кăмăлсăрланни пулман», — терĕ хăна çуртне вырнаçакансене регистрациленĕ çĕрте вăй хуракан пике (Францире чухне Парижа та çитсе курасшăн)