Çĕр çинче хыт-хура ÿстермелле мар
Паян Шупашкар районĕн тĕп библиотекинче Юстици министерстви çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта муниципалитет органĕсем çĕрпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассипе тата нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.
Ларăва юстици министрĕ Наталья Тимофеева уçрĕ. Вăл каланă тăрăх — республикăри çĕрсем ахаль выртмалла мар, кашни çĕр пайĕ усă кÿмелле. Анчах пур вырăнта та вĕсемпе саккун ыйтнă пек усă курмаççĕ. Пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсем сахал мар, нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕпе тивĕçтерес енĕпе те ыйту нумай.
Юстици министрĕн заместителĕ Елена Быкова пĕлтернĕ тăрăх — 2011 çултанпа нумай ачаллă 7883 çемьене çĕр уйăрса панă, кăçал çĕр пайне 418 çемье тивĕçнĕ. Çĕрпе епле усă кураççĕ-ха? Пĕрисем çурт-хуралтă хăпартаççĕ, теприсем пахча çимĕç ÿстереççĕ, сад ĕрчетекен те пур. Çĕр пайĕсене сутса янă тĕслĕхсен шучĕ те пĕчĕк мар — 140 çемье. Çемьесене çĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе урăмах Улатăр, Шăмăршă, Канаш, Пăрачкав, Куславкка тата ытти районпа хулара аван ĕçлеççĕ. Юлса пыркансем те пур: Çĕмĕрле хулипе Етĕрне районĕ.
Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх — пусă çаврăнăшне кĕртмен 45 пин гектарпа танлашать. Патшалăх органĕсем усă курман çĕрсене хуçисенчен туртса илес тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Харпăрлăхри çĕр пайĕсене те тĕрĕслесе тăраççĕ. Калăпăр, юлашки вăхăтра 2000 ытла гектар çĕре тĕрĕсленĕ, саккуна пăснă тĕслĕх чылай тупса палăртнă.
Ларура Çĕмĕрле хулин, Етĕрнепе Элĕк районĕсен админстрацийĕсен пуçлăхĕсен заместителĕсем Елена Туличева, Александр Семенов, Лидия Никитина, Общество канашĕн членĕсем тухса калаçрĕç.
Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.