Комментировать

4 Июл, 2019

«Çамрăксен хаçачĕ» 26 (6272) № 04.07.2019

* Ăс-тăнĕ пăтрашăнакан Валерийăна куçран вĕçертмеççĕ. Хĕрача урама мĕн тĕллевпе тухнине часах манать. Ашшĕ-амăшĕ вăл çухалса каясран шикленет. Килте те Валерия эмел хыпасран асăрханаççĕ. «Ăс-тăн чирĕсене тĕпчеме пуçларăм. Валерия кăмăл- туйăмне хăйĕнче тытаймасть. Кĕçĕннисене унăн тыткаларăшĕ хăратать», — чунне уçрĕ амăшĕ. Халĕ хĕрача больницăра выртать. Уйăх каялла Валерия тăваттăмĕш хутри чÿречерен сикесшĕн пулнă. Аслисем çакна асăрхасан хăраса ÿкнĕ, васкавлă медицина пулăшăвне чĕннĕ. Çак пулăм хыççăнах çемье пĕрремĕш хутра хваттер туяннă (Чирлĕ хĕрне ура çине тăратассишĕн тăрăшаççĕ. Ольга КАЛИТОВА)

* - Пензăри конкурса «Суварпа» кайсан пансионата вырнаçтарчĕç. Çавăнта килсĕр-çуртсăр кушак çури куртăм, шăнса кÿтнĕччĕ вăл, выçăччĕ. Хĕрхенсе хамăн пÿлĕме илсе килтĕм. Манпа вăл 3 кун пурăнчĕ, кăштах вăй илчĕ. Киле кайнă чухне пăрахса хăварма шел пулчĕ. Атте каларĕ: «Пĕрремĕш вырăн йышăнсан Шупашкара пĕрле илсе кайма ирĕк паратăп», — терĕ. Конкурсра мала тухрăмăр. Атте сăмахне тытрĕ. Кушак паянхи кун та пирĕн патра пурăнать. Атте те, анне те кушака юратаççĕ. Килсĕр-çуртсăр кушаксене урамра курсан пĕрмаях сиплетпĕр, çитеретпĕр. Выçă, чирлĕ чĕр чуна курмăш пулса ниепле те иртсе каяймастăп. Вĕсене юратман, хĕрхенмен, тапса хăваракан çынсене эпĕ ăнланмастăп. Ман шухăшпа, этемĕн ун пек пулмалла мар, – тет Ирина Музыкантова («Атте манран ыттисенчен çирĕпрех ыйтатчĕ»)

«Хам çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес килет. Эпĕ чапшăн çеç ĕçлесшĕн мар, ман ĕçсем этемлĕхшĕн, паянхи çамрăксемшĕн усăллă пулччăр. Несĕлсем халалланă çĕре упраса хăвармаллах пирĕн. Ялтан хулана килекен çамрăксем куç умĕнче вырăсланни мана та питĕ пăшăрхантарать», – тет Ксения Кокель çамрăк художник. Ăна амăшĕ паллă ÿнерçĕ Светлана Кокель мĕн пĕчĕкрен чăвашлăх сăпкинче сиктернĕ. Ÿссе çитĕннĕ хĕр паян чĕринче тымар ярса çитĕннĕ чăвашлăхăн чечекне тăван халăха парнелет (Хăй çинчен тĕнчене пĕлтересшĕн)

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.