Комментировать

27 Июн, 2014

Олимп кунĕ уява чĕнет

Олимп кунĕ - спортпа туслисен пысăк та пĕлтерĕшлĕ уявĕ. Çулсерен йĕркелекен массăллă мероприяти кăçал шăмат кун, çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче, иртĕ.

Ăна çĕр-шывăн пĕрлештернĕ команди Сочири Хĕллехи Олимп вăййисенче çĕнтернине тата Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине халалланă. Çав кун сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем спорт лапамĕсемпе стадионĕсене тухĕç. ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре 400 ытла спорт мероприятийĕ иртĕ, унта пин-пин çын хутшăнĕ. Тĕп ăмăртусем Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринче пулĕç. Олимп кунĕ йăлана кĕнĕ ирхи зарядкăран пуçланĕ. Ветерансем çăмăл атлетика турнирĕсенче вăй виçĕç, утма юратакансем «Сывлăх сукмакĕпе» уçăлса çÿрĕç. Яланхи пекех тĕп старт - велочупу: икĕ кустăрмаллипе туслисем те кÿлмек хĕррине пухăнĕç. Çавăн пекех регбистсем тупăшĕç, турникменсем хăсен ăсталăхĕпе паллаштарĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.