Комментировать

3 Июл, 2019

Министра асра тытаççĕ

Паян РФ физкультурăпа спорт отличникĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Шелтуков пурăннă пулсан 48 çул тултармаллаччĕ. Шел те, спорт министрĕнче ĕçленĕскер йывăр чире пула пĕлтĕр кĕркунне пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ăна асăнса Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче йывăр атлетика енĕпе республика турнирĕ иртрĕ.

— Вăл лайăх çынччĕ, пултаруллă ертÿçĕччĕ. Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе нумай ĕç турĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартатчĕ, — терĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов ăмăртăва уçнă май.

Республикăри йывăр атлетика федерацийĕн председателĕ Геннадий Иванов та Сергей Сильвестровича ăшшăн аса илчĕ. «Вăл йывăр атлетикăн чи çывăх тусĕччĕ. Спортăн çак тĕсне çĕклес тĕлĕшпе чылай тăрăшрĕ. Эпир унăн ĕçне малалла тăсăпăр», — терĕ Геннадий Геннадьевич. Сергей Шелтуковăн мăшăрĕ Светлана Петровна упăшкине асра тытнăшăн пурне те тав турĕ, вăл спорта пĕтĕм чунне панине палăртрĕ. Амăшĕ Тамара Ипатьевна ывăлĕ мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнине каларĕ.

Спортсменсем медальсен 20 комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Ăмăртура Елчĕкри, Етĕрнери, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти атлетсем уйрăмах палăрчĕç. Яна Мохина, Ирина Баймулкина, Наталья Шайманова, Александра Козлова, Анатолий Иноходов, Андрей Портнов тата ыттисем хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăнчĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: