Комментировать

1 Июл, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 24 (1099) № 29.06.2019

* «Эсир — пăлхарсен чăн тăхăмĕ, чăвашсем — тĕрĕксен авалхи чĕлхине упраса хăварнă пĕртен-пĕр халăх. Ыттисем ют халăхпа пĕрлешсе чĕлхене те, сăн-пите те сыхласа хăварайман. Пирĕн несĕлсем Китай хĕр-хĕрарăмĕпе çемье нумай çавăрнă, эпир вĕсемпе хутăшса хĕсĕк куçланса юлнă, — шÿтлет çавăнтах Абдукадыр Даутбекович. — Несĕлĕмĕрсем вара пирĕн — пĕрре. Мĕнлерех пулнă-ха пирĕн мăн-мăн асаттесем? Çÿллĕ, çутă сăнлă, сарă çÿçлĕ, кăвак е кăвак-симĕс куçлă… Шупашкар урамĕсемпе нумай уçăлса çÿрерĕм. Шăпах çакăн пек çынсене ытларах тĕл пултăм та кунта. Китай халăхĕ мĕн авалтан йăлт çырса пыма тăрăшнă. Шăпах вĕсем асăнса-сăнласа хăварнă та пирĕн мăн-мăн асаттесене» (Атте ячĕ пин сумлă та… Рита АРТИ)

* Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Иосиф Дмитриевăн «Хĕрĕх чалăш хĕрлĕ ту» пĕртен-пĕр кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Унта Иосиф Александровичăн ĕçĕсене тата ун çинчен çырнине кĕртнĕ. Ăна Борис Чиндыков драматург пухса хатĕрленĕ.
«Иосиф çĕрле — шăплăхра — çыратчĕ. Унăн сăнарне оркестр сассипе те, пĕччен илтĕнекен кĕвĕпе те танлаштаратăп. Вăл ирĕклĕхе юрататчĕ, хăйĕн шухăшне ĕнентерме пултаратчĕ», — терĕ Иосиф Александровичăн мăшăрĕ Юлия Дмитриева. Хĕрарăм унăн анлă тавра курăмне пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ
(Тÿпене асамат кĕперĕ эрешлерĕ)

* Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче çиллĕрехчĕ — Атăл хĕрринчи Тĕп пляжра çын нумаях та марччĕ. 8 çулти Аня, кунта амăшĕпе пĕрле час-часах уçăлма килекенскер, урине йĕпетнипех çырлахрĕ: çанталăк шывра чăмпăлтатмаллиех мар. Унччен те пулмарĕ, пĕр ушкăн ача тумне хăйăрлă çырана хăпăл-хапăл хывса хăварчĕ те шыв хĕррине васкарĕ. Лару-тăрăва сăнаса тăракан çăлавçă А.Алексеев арçын ачасем патне пырса калаçма пуçларĕ. Кăшт вăхăт иртсен харсăрскерсем шывалла чăмрĕç.
— Сивĕ мар-и вара? Епле ирĕк патăр? — кăсăклантăм сыхлав службин ĕçченĕпе калаçнă май.
— Кунашкал лару-тăрăва икĕ енлĕ виçсе йышăну тумалла. Çиллĕ, сивĕрех тесе пляжра кĕме чарас — шыва тепĕр вырăнта, ятарласа уйăрман тĕлте, вăрттăн кĕрĕç. Унта вара, тен, вĕсене асăрхакан та пулмĕ. Халĕ акă эпĕ вышка тĕлĕнчен айккинелле каймасăр çак ачасене сăнатăп, — терĕ Александр Александрович, ача-пăчана ишме вĕрентессипе профессионал тренерта та чылай çул ĕçленĕскер
(Шывра та йĕркене пăхăнмалла)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.