ЧПУри чи лайăх 100 каччăпа пикене хисеп турĕç
Çак куна тахçантанпах кĕтнĕ вĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ырми-канми тăрăшнă, сесси вăхăтĕнче куç хупман каçсем ирттернĕ ĕнерхи студентсем.
Паян вара вĕсем — дипломлă специалистсем: тухтăрсем, вĕрентекенсем, инженерсем, бухгалтерсемпе экономистсем… Чим-ха, васкар мар, свидетельство илсе ĕлкĕрейменччĕ-ха эпир çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче университета пынă вăхăрта. Çапла, шăпах паян дипломлă пулчĕç республикăри чи сумлă вузра тăватă çул тăрăшса вĕреннĕ, спортра, общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартнă чи лайăх 100 каччăпа пике.
Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ Мария Семенова, сăмахран, медицина факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Участокри терапевт пулса тухнă. Халĕ шухăшлать-ха: ординатурăна вĕренме кĕрес е ĕçлесе опыт пухас? Тăван районĕнче те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ăна: ашшĕ-амăшĕ, юратнă савнийĕ кăна мар, сыватмăшсенче те. Çамрăк специалистсем пур çĕрте те кирлĕ-çке.
Шăмăршă пикипе юнашар тăракан каччăпа паллашрăм. Ахмед Ясин Палестинăран пулчĕ. Вăл та медицина факультетĕнчен, сиплев ĕçĕ енĕпе пĕлÿ илнĕ. Иерусалимра ăна куç пек кĕтнине пытармарĕ. Ахмед Шупашкарта пĕччен мар, анчах та вăл Иерусалимран килнисенчен диплом илекенсенчен пĕрремĕшĕ иккен. Ахмед пĕлтернĕ тăрăх, медицина ĕçченĕсем унăн тăван çĕршывĕнче питĕ хисеплĕ çынсем шутланаççĕ. Каччăн ашшĕпе амăшĕ унпа чăннипех мухтаннине, хăй вара çак чыса тивĕçлĕ пулма тăрăшнине пĕлтерчĕ.
Чыслав университетăн тĕп корпусĕнчи акт залĕнче иртрĕ. Зал тулли — тĕксĕм кăвак манти тата конфедератка тăхăннă çамрăксем. Вĕсенчен телейли çукчĕ пулĕ çав самантра. Хăшĕсем пĕччен мар, савнийĕсемпе, çывăх тăванĕсемпе пынă.
Андрей Александров ректор ĕнерхи студентсене паллă пулăмпа саламларĕ, вĕсем вĕренÿре чи маттурисем пулнипе танах, общество ĕçне, волонтерсен юхăмне пуçаруллă хутшăннине, студентсен отрячĕсен боецĕсем пулнине палăртрĕ.
— Чылайăшĕпе çитес вĕренÿ çулĕнче те — магистратурăра, аспирантурăра — тĕл пулăпăр-ха. Апла-и, капла-и, эсир пурнăç çулĕ çине тухрăр. Çитес ăрусем мĕнле пуласси сирĕнтен те нумай килет, мĕншĕн тесен политика тăвакансем те, экономикăна аталантаракансем те эсир пулатăр. Ун валли университетра тарăн пĕлÿ илнĕ. Вăл чăннипех çирĕп пулнине сирĕн вĕренÿри, тĕрлĕ конкурспа конференцисенче тунă çитĕнÿсем лайăх ĕнентереççĕ, çирĕплетеççĕ.
Эсир пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупасса иккĕленместĕп. Тăван çĕршывăмăра, савнă Чăваш Ене юрăхлă çынсем пулмашкăн ырлăх-сывлăх сунатăп. Пысăк тĕллевсем лартăр, хăвăрăн вăйăра, пĕлĕвĕре туптаса малалла ăнтăлăр.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш патшалăх университетĕнче 1990-1995 çулсенче пĕлÿ илнĕ. Çамрăк специалистсене Иван Борисович малашлăх çулне такăрлатмашкăн ăнăçу сунчĕ. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева университетра илнĕ пĕлĕве пуянлатса пымаллине, аслă шкул ятне çÿлте тытмаллине аса илтерчĕ. «Эсир — республика патриочĕсем, шкулта, халĕ те чи маттуррисем, малалла та çаплах пуласса шанса тăратăп», — терĕ.
Алла диплом илнĕ 100 каччăпа хĕр пулас ăрăва — 2069 çулта диплом илекенсене — халалласа Çыру капсулине аслă шкул умĕнчи управа вырнаçтарчĕç. Çакнашкал мероприяти тахçантанпах йăлара. Ăнăçу сире, Чăваш Енĕн чи-чи хастар çамрăкĕсем!
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.