Комментировать

24 Июн, 2019

Хĕрлĕ тÿремре Республика кунĕ малалла тăсăлчĕ

Хĕрлĕ тÿремре Республика кунне малалла паллă тăваççĕ. "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль лауреачĕсемпе дипломанчĕсен концерчĕ хыççăн уявăн тĕп саманчĕ пуçланчĕ. Ăна хулари çамрăк артистсемпе пултарулăх коллективĕсем уçрĕç.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умне пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. "Паянхи уяв - тĕрлĕ тĕне ĕненекен тата тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан çынсен уявĕ. Чăваш енре ĕçчен те çирĕп тĕллевлĕ, пултаруллă та ырă чунлă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем пурте республикăн экономикине аталантарссишĕн, халăх ырлăхĕпе пурлăхне вăйлатассишĕн, культура пуянлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Уяв кăна мар, пирĕн ĕçехĕле пĕтĕмлетмелли, республикăри чи пултаруллă çынсен ĕçне хак памалли те", - терĕ вăл хуласемпе ялсене, обществăллă вырăнсене хăтлăлатас тĕллевпе нумай ĕç тунине палăртса. Михаил Васильевич ЧР патшалăх тата Çамрăксен премийĕсене тивĕçнисене чысларĕ. Çавăн пекех конкурсра мала тухса ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕ республикăри организацисене свидетельствăсем пачĕ.
Уява сумлă хăнасем те килсе çитрĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Тутарстан правительствин премьер-министрĕн заместителĕ Василь Шайхразиев. "Икĕ республика культура, экономика енĕпе ĕçлĕ те туслă çыхăнусем йĕркеленĕ. Чăвашсемпе тутарсем темиçе ĕмĕр пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Чăваш Ен шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Акă пĕлтĕр Шупашкарта федераци шайĕнчи Сабантуй çÿллĕ шайра иртрĕ. Эпир çак уявпа питĕ кăмăллă юлтăмăр. Ăна савăнса аса илетпĕр. Регионсем лайăх аталансан пирĕн аслă çĕршывăмăр та вăйлă пулĕ", - терĕ хăна уяв ячĕпе саламланă май. 

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: