Комментировать

21 Июн, 2019

Наци музейĕнче чăваш халăх йăли-йĕркипе кăсăкланса паллашрĕç

Паян Чăваш Республикинче федерацин Атăлçи округĕнчи регионĕсен парламенчĕсен представителĕсем ĕçлĕ визитпа килнине маларах пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ. Хăнасем Наци музейĕнче чăваш халăх йăли-йĕркипе те кăсăкланса паллашрĕç. Музей ĕçченĕсем тăван халăхăн кун-çулĕ пирки мĕн авалтан пуçласа 19-мĕш ĕмĕр таран каласа кăтăртрĕç.

Екатерина Кузьмичева, Самар кĕпĕрне Думин Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ:
- Шупашкарта эпĕ мăшăр ку тăрăхра çуралса ÿснĕрен темиçе хутчен те пулнă. Халĕ акă Чăваш Енĕн тĕп хулине 90-мĕш çулсенчипе танлаштаратăп та... Лайăх енне вăл палăрмаллах улшăннă, хитреленсе илемленнĕ. Республика Пуçлăхĕ, унăн команди региона аталантарассишĕн тăрăшни куçкĕрет. Кунта пурăнакансем те питĕ тарават, кăмăллă çынсем.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: