Комментировать

27 Июн, 2016

Кĕрешÿ те, çĕнтерÿ те — чун суйланă ĕçрех

   Çĕнĕ саманара ирттерме пуçланă уявсенчен пĕринче — Раççей предпринимателĕн кунĕнче — çамрăк усламçăпа кĕреке хушшине ларса саркаланмарăмăр. Професси уявĕ пулин те хальхи бизнесри йывăрлăхсемпе ырă енĕсем çинчен тĕплĕн калаçрăмăр. Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ Виталий ДУБИКОВ каласа кăтартнинче предприниматель ĕçне паян-ыран кÿлĕнекенсем кăна мар, çак «анана» тахçантанпах сухалакансем те хăйсемшĕн кăсăклине тупайĕç: мĕнле майпа усламçă пулса тăнă вăл, епле аталантарать хăйĕн ĕçне, мĕнлерех тĕллевсем лартать?..

Ахаль çемьерен
 Çемçе пукан йышăнакансен çемйинче çуралман Виталий Геннадьевич. Ашшĕ вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче механизаторта вăй хунă, амăшĕ учительте тăрăшнă. Пурнăçра яланах шухăшласа хунă пек пулмасть çав, инкек-синкек те ăнсăртран килсе алăкран шаккамасăрах кĕрет. Кил хуçи пурнăçран вăхăтсăр уйрăлсан Ольга Федоровна икĕ ачана ура çине пĕччен тăратма йывăррине ăнланса тепре качча кайнă. Пурăнма Шупашкара куçнă. Валерий Семеновичпа Ольга Федоровна виçĕ ачине те йĕркеллĕ воспитани панă. Çапах шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен амăшĕн ку ĕçре тÿпи ытларах. Вăл ачисене кирек мĕнле пăтăрмахра та чăтăмлă пулма хăнăхтарнă, хăть ăçта кайсан та çынна хисеплеме вĕрентнĕ. «Ывăлĕ-хĕрĕ чи малтан ашшĕ- амăшĕнчен тĕслĕх илет, вĕсем пек пулма тăрăшать», — тенине тĕпе хурса Ольга Федоровна тĕпренчĕкĕсене ĕçпе, паллă çынсен ăслă сăмахĕсемпе яланах кăсăклантарнă.
  Çакна кура Виталий шкул ÿсĕмĕнчех çынпа тĕрĕс хутшăнма пĕлнĕ, общество мероприятийĕсене хастарлăх кăтартса, спортра пĕрремĕш çитĕнÿсем туса тус-юлташĕн йышĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ. «Сан пирки 100- 200 çын «эпĕ унпа пĕр класра вĕреннĕччĕ» тет пулсан эсĕ чăннипех те хисеплĕ çын», — çапла каланă Дмитрий Пашков библиограф. Виталий Геннадьевича вара шкулта пĕр вăхăтра пĕлÿ илнисем кăна мар, аслă ÿсĕмри педагогсем те манман, хальхи вĕренекенсене выпускниксем пирки каласа кăтартнă чухне ăна ăса илеççех.
  Унсăрăн май та çук. Лапсарти 42-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне кĕнĕ. Анчах ку пĕлÿ çителĕксĕррине туйса Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалне кайса ыйту çырнă. Пĕве кĕнĕ — амăшĕнчен укçа-тенкĕ кĕтсе ларма аван мар. Çавăнпа Виталий Дубиков аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтрах Шупашкарти агрегат заводĕнче слесарьте ĕçлеме тытăннă. Вĕреннĕ çулсенчех сменăпа вăй хумалли кунашкал ĕçре тăрăшма мĕн тери йывăррине çак лава хăйсем туртса курнисем кăна чухлаççĕ.
  Кахалли тÿрре тухма — сăлтав, ÿрĕкки аталанма май шырать. Витьăна çăмăл мар ĕçре тар тăкни те шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренме чăрмантарман. 2005 çулта вăл техника транспорчĕн факультетĕнчен вĕренсе тухакан чи лайăх выпускник ятне тивĕçнĕ. Кунашкал çамрăка ĕç сĕнекенсем, паллах, тÿрех асăрхаççĕ. Витьăна 1852-мĕш автоколоннăн техника тĕрĕслевĕн пайĕн пуçлăхне лартнă. Ывăнма пĕлмен çын пĕр ĕçпе çырлахать-и вара? Виталий те должноç тивĕçĕсене пурнăçласа пынипе пĕрлех предприяти профкомĕн председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ.
2006 çулта автоколоннăна «Акконд» акционерсен уçă обществи туянсан Элĕк районĕн каччи «Чă-вашавтотранса» куçнă. Унта çулталăк та вăй хурайман — ăна «Пилигрим» тулли мар яваплă обще-ствăн ĕç тăвакан директорне лартнă. МАДИре те икĕ çул каяллахи чи лайăх выпускнике манман — аслă преподавательте ĕçлеме йыхравланă, патшалăх аттестаци комиссийĕн йышне кĕртнĕ.
Бизнесри тĕллев
  Ăнăçлă бизнесменăн тĕллевĕсенчен пĕри — нумай укçа-тенке суккăрла ĕçлесе илесси мар, тупăша чун киленĕçĕнчен илме хăнăхасси. Виталий Дубиков та шкул ÿсĕмĕнчи чун туртăмне — автомобильсемпе кăсăкланнине — бизнеса çавăрма шухăш тытнă. 2013 çулта юлташĕпе Алексей Салминпа канашласа «Крокус Авто» тулли мар яваплă обществăна туяннă. Ун чухне транспорт предприятийĕн пурлăх пулман, докуменчĕсене кăна хатĕрлесе çитернĕ. Халĕ вара — 28 ми-кроавтобус. Вĕсем Шупашкарти 54-мĕш маршрутпа çÿреççĕ. Обществăра 60 водитель тата ытти должноçри 12 çын тăрăшаççĕ.
  Общество транспорчĕн предприятине аталантарасси парикмахерски уçса çÿç касасси кăна мар — илем салонĕ кашни утăмрах пулсан та çын çÿçе уйăхсеренех кастарать. Пĕрремĕшĕнчен, хулари маршрутпа çÿреме конкурса хутшăнса лицензи выляса илмелле. Иккĕмĕшĕнчен, микроавтобуссем çул çине тухаççĕ — унта вара куллен вун-вун авари пулать. Апла-тăк банксенчен пысăк кредитсем илсе туяннă транспортсăр тăрса юлас хăрушлăх та пур. Микроавтобус ăнсăртран юрăхсăра тухсан кредит парăмне татма укçа-тенке ăçтан тупмалла? «Ÿкесрен хăрасан кăмака çинчен те анмалла мар», — теççĕ пулин те чăваш каччи ку бизнеса кÿлĕнме пачах та шикленмен-ши?
— Юлташăм Алексей пассажирсене 2003 çултанпа илсе çÿрет, хам та автотранспорт тытăмĕнче пиçĕхрĕм. Мĕн тусан мĕн пуласси çинчен тĕплĕ шухăшласах ĕçе пуçăнтăмăр. Паллах, майне-шывне пĕлмесĕр кредит илме чупмăттăмăр, — каласа кăтартрĕ çамрăк бизнесмен. — Ку тем мар-ха. Предприятие аталантарма пуçласан конкурентсенчен мĕнле кăна шар курмарăмăр-ши? Интернетра ята вараларĕç, тĕрлĕ инстанцие çăхавсем çырчĕç. Телее, эпир тĕрĕс ĕçленине, саккуна пăсманнине суд çирĕплетрĕ.
  Мĕн пытармалли: паянхи кун маршрут таксийĕсен предприятине тытса тăма çăмăл мар. Хула администрацийĕ чи вăйлă обществăсене кăна шанса парать ку ĕçе. Унсăр пуçне йĕркене те çирĕплетсех пырать: халĕ хулара алăксене хăйсем уçакан микроавтобуссем кăна çÿреççĕ, кашни «маршруткăрах» пĕрлехи транспорт карттипе усă курса çулçÿревшĕн тÿлемелли аппарат вырнаçтарнă. Унăн хакĕ вара пĕчĕк мар: 45 пин тенкĕ. Тĕрĕслекен органсем те тăтăшах пыраççĕ.
Паллах, çакна хурламалла мар. Мĕншĕн тесен йĕркене халăхшăн меллĕ пултăр тесе çирĕплетеççĕ. Çапах общество транспорчĕпе куллен усă куракансем те кăмăлсăрланаççех. Водительсем пассажирсемпе тÿрккес калаçаççĕ, пĕр вăхăтра хулари хăшпĕр «маршрутка» водительне наркотикпе усă курнăшăн та тытрĕç. Сирĕн пата çăхавсем килеççĕ-и?
  — Юлашки вунă çулта халăх хăйĕн ирĕкĕсене лайăхрах пĕлме пуçларĕ. Саккуна пăхăнманнине асăрхасанах кирлĕ çĕре пĕлтереççĕ. Ку, паллах, аван. Ĕç пахалăхне ÿстерме пулăшать вăл. Çăхавлакансенчен нумайăшĕ, чăнах та, шоферсем усал сăмахсемпе калаçнипе кăмăлсăр. Унашкал-лисене асăрхаттаратпăр, тата та килĕшÿсĕр хăтлансан — явап тыттаратпăр. Кун хыççăн та йăнăшне ăнланмасан ĕçрен кăларса яратпăр, — ăнлантарчĕ Виталий Дубиков. — Телее, пирĕн предприятире водительсене наркотикпе усă курнăшăн, эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнăшăн тытман. Ĕçе вырнаçакансене Шалти ĕçсен министерствине яратпăр, судпа айăпланнипе айăпланманнине çирĕ-плетекен справка ыйтатпăр. Халĕ çĕршывра кризис хуçаланнине ĕçе вырнаçма кунсерен икĕ-виçĕ çын килни те çирĕплетет, çавăнпа водительсене тĕплĕ суйласа илетпĕр: опытне пăхатпăр, калаçу ирттеретпĕр...
  Бизнесра тÿрех пысăк укçаллă пулаймăн. «Крокус Авто» тулли мар яваплă общество директорĕ Виталий Дубиков та пирвайхи çулах тупăш курайман, пĕлтĕр кăна услам пама пуçланă вăл ертсе пыракан предприяти. Анчах çĕршывра кризис пуçланнă. Çынсем сахалрах ĕçлесе илме тытăннăран автобус-троллейбус çине куçнă. Уйрăмлăхĕ самай- çке: «маршруткăпа» çÿреме — 20 тенкĕ, троллейбуспа — 15. Перекетлĕ çын çакна чухлатех. Çавăнпа çуллахи вăхăтра водительсем те ĕçрен каяççĕ-мĕн, «вăрăм укçа» шыраса Мускава çÿреççĕ.
  — Умра — пирĕн пĕртен-пĕр тĕллев: çăмăл мар тапхăра чăтса ирттересси. Анне те мана кирек хăçан та тÿсĕмлĕхе çухатмалла маррине ăса хывтарнă-çке-ха. Кризис çитес вăхăтрах иртессе шанатăп, — калаçăва вĕçлерĕ Виталий Дубиков.
Çапла, бизнеса йывăрлăхсенчен хăраманнисем çеç йĕркелеме пултараççĕ. Шикленмелле мар иккен, малаллах талпăнмалла. Виталий Шупашкарти элитлă районта пысăк хваттер туяннă, спортпа кăсăкланать: унăн çĕнĕ тĕсне — кроссфита — суйланă вăл. Çитес вăхăтрах çемье çавăрасшăн. Апла пулсан хамăрăнах пуçаруллă пулмалла, пурнăçа ăнăçтарма хăнăхмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.